Сасăлав йĕркеллĕ ирттĕр
Чăваш Республикин Антитеррор комиссийĕн тата Оперативлă штабĕн ĕнерхи пĕрлехи ларăвне, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан, çав вăхăтрах Антитеррор комиссийĕн председателĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕскере, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем "кăсăкли-вăрттăннине" чылай пĕлĕпĕр тесе пухăннăччĕ те - журналистсене кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа пирвайхи докладчик хăйĕн сăмахне вĕçленĕ хыççăнах залран тухма сĕнчĕç. Малалла лару хупă алăк хыçĕнче иртрĕ.
Тепĕр тесен прессăна хайхи докладчик сăмахĕ те çураçтарчĕ. Вăл, республикăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков тунăскер, Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаçĕн аслă органĕсен тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавне хатĕрленсе ирттернĕ чух хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе çыхăннă-çке.
Александр Иванович палăртнă тăрăх - "суйлав финиш çулĕ çине тухрĕ. Ку - чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ сасăлав. Çакнашкал суйлав республикăра 15 çула яхăнах пулман, республика унтанпа хăйĕн Пуçлăхне суйламан". Çавна май сасăлав ирттерессипе çыхăннă мĕнпур тытăм килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.
ЧР Пуçлăхне суйланипе пĕрлех вырăнсенчи депутатсен 3,7 пин ытла мандатне "валеçмелле". Августăн 18-мĕшĕ тĕлне вĕсемшĕн кĕрешме 8 пине яхăн кандидат кăмăл тунă, 7,3 пинĕшне регистрациленĕ ĕнтĕ. Малалла вулас...