Архив - 11 Авг, 2015

11 Авг, 2015

«Хыпар» 155-156 (26807-26808) №№. 11.08.2015

11 Авг, 2015

Чăваш Енĕн паянхи Раççейри пĕлтерĕшĕ

2015 çул Михаил Игнатьевшăн хăйнеевĕр юбилей çулталăкĕ теме те юрать. Республикăна пилĕк çул ертсе пыни хăшпĕр пĕтĕмлетĕве тума хистет. Иртнĕ çулсене тишкернĕ май паянхи Чăваш Ен çĕршыв картти çинчен мĕнлерех курăнни пирки шухăша кайрăмăр.

11 Авг, 2015

Кĕрхи ĕçсем, çурт-йĕрпе тивĕçтересси, Хула кунĕ...

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республикăн влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе ĕнер черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркинче виçĕ ыйту - кĕрхи ĕçсем, халăхăн социаллă ушкăнĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси тата Шупашкар хула кунне ирттерме хатĕрленесси - пулчĕ.

11 Авг, 2015

Çăлавçăсен ĕçне çутатакан фотокурав

Çăлавçăсен ĕçĕ - кăткăс та яваплă, çав хушăрах пархатарлă та: вĕсем хăйсен сывлăхĕпе пурнăçĕ хăрушлăха лекме пултарассине пăхмасăр инкекре шар куракансене пулăшма васкаççĕ. Шăпах çакăн пек шухăш çуралчĕ "Раççей МЧСĕ - 25 çулта" куçса çÿрекен фотокуравпа паллашнă май.

11 Авг, 2015

Патшалăх пайтаçăсене тĕллевлĕ пулăшать

ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатинче республикăри предпринимательсен ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Палата президенчĕ Игорь Кустарин "çавра сĕтеле" уçнă май пĕчĕк тата вăтам бизнесри инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатас тĕлĕшпе тухса тăнă çивĕч ыйтусене асăнчĕ.

11 Авг, 2015

Çĕрпÿ тăрăхĕ вăхăт таппипе пурăнать

Çÿлти Хăватăмăр кăçал çĕр ĕçченне кÿрентермерĕ - ăшшине те, нÿрĕкне те çителĕклех "парнелерĕ". Ял çынни хăй те ÿркенсе тăмарĕ, иртен пуçласа каçчен киле кĕмерĕ. Тăрăшулăх хăйĕн çимĕçне пачĕ: тырпул та, пахчаçимĕç те тухăçлă çитĕнчĕ.

11 Авг, 2015

Энтриелсен «Чĕкеçĕ» чăвашла «чĕвĕлтеттĕр»

Августăн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Йĕпреç тăрăхĕнче пулчĕ. Малтанах Энтриелĕнчи К.Е.Евлампьев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулпа паллашрĕ.

11 Авг, 2015

Ялав - харсăрлăхпа яваплăх символĕ

Раççей тата Чăваш Ен Гимнĕсем янăраççĕ, зала кашни утăмне пичет çапнăн пусса ялав тытнă çар çыннисем кĕреççĕ... Чăнах, пулăмĕ ытла та яваплине кура çан-çурăм тăрăх темле çÿçенчĕк туйăм та чупса иртет...

11 Авг, 2015

Хурал нихăçан та кĕтмест. Çакна вĕсем питĕ лайăх пĕлнĕ

Пушкăртстан халăх поэчĕн ывăлĕ Чăваш халăх поэчĕ çинчен

90 çулхи юрату

Эрнесерен тухакан «Литературная Россия» хаçатпа 70-мĕш çулсенче тачă çыхăну тытакан авторсенчен Берта Александровна Невская питех те уйрăлса тăратчĕ.

Страницы