Комментировать

11 Авг, 2015

Ялав - харсăрлăхпа яваплăх символĕ

Раççей тата Чăваш Ен Гимнĕсем янăраççĕ, зала кашни утăмне пичет çапнăн пусса ялав тытнă çар çыннисем кĕреççĕ... Чăнах, пулăмĕ ытла та яваплине кура çан-çурăм тăрăх темле çÿçенчĕк туйăм та чупса иртет...

Эрнекун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленине ялав пачĕç. Чăваш Енри тĕрме-колони ĕçченĕсем йышлăн пухăннă - зал тулли. Раççей ФСИНĕн режимпа надзор управленийĕн пуçлăхĕ Василий Федоров генерал-майор, Шупашкара ятарласа килнĕскер, РФ Президенчĕн управление ялав парасси çинчен калакан указне вуласа пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх - çак кун управлени историне çырăнса юлĕ, «мĕншĕн тесен ялав яланах çĕршывăмăр хÿтĕлевçисен мухтавĕпе харсăрлăхĕн символĕ шутланнă».

Пухăннисене ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл управление ялав пани унăн ĕçченĕсем саккунлăхпа йĕркелĕхе сыхлассине хывнă пысăк тÿпене тивĕçлипе хакланине çирĕплетни çинчен каларĕ. «Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă тăватпăр, - терĕ Михаил Васильевич. - Çĕнтерÿ юбилейĕ кашнинех Тăван çĕршыва юратни, ăна парăнни пуриншĕн те тĕп вырăнта пулнине аса илтерчĕ. Çакă - пирĕн обществăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет никĕсĕ. Ялав шăпах çакна сăнарлать».

ФСИН управленийĕн пуçлăхĕ Александр Робота ялав вăл ертсе пыракан тытăмăн кашни ĕçченĕн яваплăхне ÿстерме хистенине палăртрĕ, çавна май хăйне пăхăнса тăракансене умри тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлеме сунчĕ.

Ялава управление панă хыççăн унпа çывăхрах паллашма та май пулчĕ. Унăн пĕр енче - Раççей Гербĕ. Тепĕр енче вара - ФСИН эмблемине сăнарлакан щит, унăн варринче Чăваш Ен Гербĕн геральдика эмблемине - «Пурнăç йывăççине» сăнланă. Чăннипех - хăйнеевĕрлĕ символ. Çавăнпа та мероприятин официаллă пайĕ вĕçленнĕ хыççăн управлени ĕçченĕсем ушкăнăн-ушкăнăн ун умĕнче сăн ÿкерттерме кăмăл тунине ăнланмалла. Асăнмалăх сăнÿкерчĕк. Михаил Игнатьев та çаплах турĕ - Мускавран килнĕ Василий Федоров генералпа, Чăваш Енри управлени ертÿçисемпе пĕрле ялав çумне фотообъектив умне тăчĕ.

 

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.