Хурал нихăçан та кĕтмест. Çакна вĕсем питĕ лайăх пĕлнĕ
Пушкăртстан халăх поэчĕн ывăлĕ Чăваш халăх поэчĕ çинчен
90 çулхи юрату
Эрнесерен тухакан «Литературная Россия» хаçатпа 70-мĕш çулсенче тачă çыхăну тытакан авторсенчен Берта Александровна Невская питех те уйрăлса тăратчĕ.
Пĕрремĕшĕнчен, вăл çамрăк марччĕ ĕнтĕ - эпир паллашнă чух 90 çула çитсе пыратчĕ. Пĕвĕ-сийĕ çаплах яштакаччĕ-ха, сасси хулăнччĕ, пичĕ çинче ватлăх çулĕсенче те чĕкеç шатри пăт-пат палăрнăран кăн-кăвак çÿçĕ çамрăк чух хĕп-хĕрлĕ пулни тÿрех сисĕнетчĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, унпа нумайăшĕ танлашма та пултарайман: акăлчан, француз тата нимĕç чĕлхисене питĕ аван пĕлетчĕ вăл, ют çĕршыв литературин библиотекине «иностранкăна» çÿретчĕ, унтан пире валли те, «Литературная Россия» хаçатăн наци литературисен пайĕнче ĕçлекенсем валли, мĕн те пулин кăсăкли тупса килетчех.
Виççĕмĕшĕнчен, мĕн тери çук пурнăçпа пурăнсан та укçа ăна нихăçан та интереслентермен /тата мĕн укçиччĕ ĕнтĕ!/ Кирек мĕнле гонорарсăр та çыратчех вăл. Мĕншĕн тесен кашни заметки е пысăках мар рецензийĕ айне «Б.Невская» тесе алă пуснипе вăл хăйĕн тахçанхи юратăвĕ пирки уççăнах пĕлтеретчĕ.
Юратма вара Берта Александровна Çурçĕрти пĕчĕк е, хальхилле çырсан, «сахал йышлă» халăхсене юрататчĕ.
Ку юратăва эпĕ çапла ăнлантаратăп: хăйĕн вăрăм пурнăçĕн çур ĕмĕрне яхăн, тăхтавĕсене те шута илес пулсан, вăл тĕрмесемпе лагерьсенче ирттернĕ. «Бомбистка», «эсерка-максималистка» ятсене тивĕçнĕскере ăна Иккĕмĕш Николай патша саманинчех «кирпĕч шутлама» тивнĕ, кайран Керенский, Ленин вăхăчĕсенче те тĕрмере лармалла пулса тухнă, Сталин «хăямачĕ» вара ăна нихçанхинчен çирĕпреххĕн те нумайлăха ирĕксĕр хăварнă. Йĕплĕ пралуксен леш енче ытларах Çурçĕрте ларма тивнĕрен ку тăрăхри халăха Берта Александровна питĕ лайăх пĕлнĕ, вĕсен пурнăçне ăнланса илсе тÿрĕ кăмăллăхĕшĕн, пархатарлăхĕшĕн тата тĕлĕнмелле чăтăмлăхĕшĕн чунтан хисепленĕ. Вĕсене вăл чи хĕрÿ юратупа юратнă, хăйне кашни эвенкăн е юкагирăн тăван аппăшĕ пекех туйнă.
Çавăнпах РСФСР Писателĕсен союзне çитсе Çурçĕрти пĕчĕк халăхсен литературин комиссийĕн ларăвĕ иртни çинчен, çав-çав писатель пултарулăхне пăхса тухни çинчен çырсах тăратчĕ.
Анчах та пĕррехинче Берта Александровна редакцие уйрăмах хĕмленсе те çуталса пырса кĕчĕ. Çитменнине - пĕччен мар. Унпа пĕрле 35 çулсенчи çÿллĕ мар /Берта Александровнăн хулпуççийĕ таран/, сухаллă та йăваш кулăллă, сăнавлăн пăхакан çын килнĕччĕ. Тÿрех паллă - Çурçĕр ывăлĕ мар.
Берта Александровна вăл камне пĕлтерчĕ:
- Геннадий Айхи!
«Хĕсĕрленекенсем»
Геннадий Николаевич - чăваш поэчĕ иккен, франци поэзийĕн антологине Вийонран пуçласа паянхи куна çитичченех пухса йĕркелекенни. Йĕркелекенĕ кăна та мар - ăна мĕн пуçламĕшĕнчен вĕçне çити йăлтах чăвашла куçараканни те. Çакăншăн вăл Франци Академийĕн премине те тивĕçнĕ. Паллах, ку пулăма çийĕнчех çутатса памалла, çавăнпа Берта Александровна аллинче «Вийонран пуçласа паянхи кунччен» тĕрленчĕк çырса хунă пысăках мар хут татăкĕ те пурччĕ. Мĕн-ма вăл хăйĕн юратнă «çурçĕрĕсене» сасартăках «ылмаштарнă»? Чăвашсем нихăш енĕпе те çурçĕр халăхĕсем патне пырса перĕнмеççĕ-çке! Ахăртнех, Геннадире вăл хĕсĕрленекене тÿрех туйса илнĕ. Вăл хăй те хĕсĕрленекен пулнă та-ха. Тен, çавăнпах ăна хăй хÿттине илнĕ те.
Чăвашла Айхи тата вырăсла Айхи
Кам пулнă-ха ун чух Геннадий Айхи?
Пĕр тĕслĕх илсе кăтартам.
Пĕррехинче пирĕн пая Евгений Винокуров поэт килчĕ те çапла калать:
- Итлĕр-ха, кам вăл Айхи? Ăçта кăна çитместĕн, ну, чикĕ леш енне, пурте Айхи çинчен ыйтаççĕ, кам вăл? Эпĕ писательсен справочникне те пăхрăм: унта вăл çук!
Эпир Айхи мĕншĕн унта çуккине ăнлантарса патăмăр: вăл Совет писателĕсен союзĕн членĕ мар-çке-ха. Тепĕр енчен, паянхи куна пĕр Геннадий Айхи кăна мар, харăсах çакăн ятлă икĕ поэт та пур теме пулать.
Пĕри сăввисене чăвашла çырать: уçăмлă та витĕр курăнаканскерсем, мухтав Турра, сайра хутра та пулин пичетленсе чăваш вулаканĕ патне çитеççех.
Тепĕр Геннадий Айхийĕ 15 çул ĕнтĕ вырăсла çырать. Анчах та ку сăввисем пачах урăх, компетентлă органсем тĕшмĕртнĕ тăрăх - вырăс вулаканĕ ăнланайми кăткăс. Çавăнпа та Айхие чикĕ леш енче çеç вулама май пур.
Халăха верлибр кирлĕ-и?
Геннадий Айхи хăй вара урăхларах шухăшлăччĕ. Çавăнпах Назым Хикмет та, Борис Пастернак та, аслă поэтсем Литература институчĕн çамрăк студентне поэзире хăйĕн çул-йĕрĕпе пыма пилленĕ. Таçта çÿлте вара шуйхансах ÿкнĕ. Мĕнле сăвăсем?! Рифми те çук, виçи те! Пĕр сăмахпа: верлибр! Кирлĕ-и халăха верлибр?
Çавăнпа та малтанлăха Геннадие Литература институтĕнчен кăларса яраççĕ...
Савăла - савăлпа...
...Çапах та Геннадий Айхи ячĕ «Литературная Россия» хаçат страницисенче мĕлтлетсе илчех.
Акă, мĕнле пулчĕ ку.
1977 çулхи çуркунне редакцие Геннадий Николаевич килчĕ. мана хирĕçле кресло çине ларчĕ, пĕр авăк нимĕн те шарламарĕ, кайран:
- Мана çăлмалла! - тесе хучĕ.
- Мĕн пулчĕ?!
Вăл хаш! сывларĕ:
- Сăвăсен кĕнеки тухрĕ, Францире...
- Ăнман та вара...
- Ан кул-ха, - тет Айхи. - Ку пĕчĕк кĕнеке - юрĕ-ха. Вăл тухнă ĕнтĕ, халь тин унпа нимĕн те пулас çук. Инкекĕ, ак, мĕнре: çак кĕнеке çинчен Чăваш Енре пĕлнĕ те пĕтĕм анчăка ман çине тĕллеттерсе янă. Пухусем пуçтараççĕ, мана тăмхалаççĕ. Иккен, Айхи сăввисем тăшман арманĕ çине шыв сапаççĕ! Тĕп инкекĕ вара - чăвашла кĕнекене, пичете хатĕрлесе çитернĕскере, издательство планĕнчен кăларса пенĕ...
Мĕн тумалла? Шухăшлама тытăнтăмăр.
- Кĕнекÿне Францире хăш издательство кăларчĕ вара? - ыйтрăм эпĕ.
- «Галлимар».
- Питĕ малкурăмлă издательство теççĕ!
Малалла шухăшлама пикентĕмĕр.
- Кĕнекÿ мĕн ятлă?
- «Степень: остоики».
- Ячĕ те питĕ аван. Совет системине хирĕçли нимĕн те çук! Калăпăр, «Сывă пултăр, пурăнăç!» ят панă пулсанах - мĕнле кăна йытă çакса ямастчĕç сан çине! Мĕн кăна шухăшласа тупмастчĕç!
Пилĕк минут шухăшлатпăр, вунă минут, пуçа нимĕн те пырса кĕмест. Сасартăк Айхи калать:
- Итле-ха, йăлтах уççăн тумалла: çамкаран - çамкапа! Хăшĕ хавшакраххи тÿрех курăнĕ! Савăла савăлпа çапса кăлараççĕ.
- Тĕп-тĕрĕс!
Минутранах шухăшласа тупрăмăр та çакăн пек çырса хутăмăр:
«Издано за рубежом. Франция. В парижском издательстве «Галлимар» вышла книга стихов чувашского поэта Геннадия Айги «Степень: остоики».
Эпĕ хутсене информаци пайне кайса патăм та пирĕн хайлава тепĕр номере лартма ыйтрăм. Хыпар вăхăтрах тухрĕ, тепĕр виçĕ кунтан Айхи хăй килчĕ те хаçатри çак виçĕ йĕрке Чăваш Ене бомба пек кисретни çинчен пĕлтерчĕ. Сирпĕнÿ-çурăлу - кайран... тĕлĕнÿпе тулнă шăплăх. Айхи Анăçра кĕнеке кăларнă, сухари типĕтмелли кăна юлнă хăйĕн, ун пирки вара тĕп хулари хаçатра çыраççĕ! Çитменнине тата ним пулман пекех. Ахальтен мар ку. Апла пулсан Мускавăн Айхи тĕлĕшĕпе - хăйĕн политики!
Çапла вара поэта ăса кĕртесси çур сăмахранах татăлнă. Чи пĕлтерĕшли - Генăн чăвашла кĕнекине издательство планне каялла кĕртни.
Мĕнлерех вăхăтсем пулнă! Ун чух хаçатри виçĕ йĕрке те пĕр-пĕр вырăнта çил-тăвăл хускатма пултарнă. Е çав çил-тăвăла лăплантарма.
Анчах та, тепĕр хут калатăп, Айхи сăввине, чи пĕчĕккине те, историн çав тапхăрĕнче эпир пĕрне те пичетлеме пултараймарăмăр.
Çапах та «Литературная Россия» редакцийĕн 6-мĕш хутĕнче час-часах тĕл пулма май килетчĕ. Кайран, 1977 çулта эпĕ «ирĕклĕх çăкăрĕпе» пурăнма тытăнсан, Литераторсен тĕп çуртĕнче е пĕр-пĕрин килĕнче курнăçаттăмăр. Ăнсăртран тĕл пулма Мускав ытла та пысăк «ялччĕ», çавăнпа та сăлтавĕсене хамăрах тупаттăмăр. Пирĕн ачасем пĕр ÿсĕмрисемччĕ те - ача-пăча уявĕсенче тĕл пулма меллĕрехчĕ /тăтăшрах - Гена патĕнче, унăн ача нумайрахчĕ/. Пĕр вăхăт эпĕ унăн йăмăкĕн - Ева Лисинан - «Хупах хăлха Илюк» юмах-кĕнекине куçартăм. Тĕл пулнă чух ĕç çинчен кăна мар, ытларах Гена çинчен калаçаттăмăр, вăл мĕнле ĕçлени çинчен, унăн пысăк çемйи еплерех пурăнни çинчен. Пĕррехинче ыйтрăм:
- Гена мĕнле? Ĕçмест-и?
Ева тутине чăх ăйхи пек тăсса ячĕ те:
- Çу-у-ук! - тесе хирĕçлерĕ, капла шухăшлама та юрамасть тесе ÿпкеленĕ пек. Анчах çав хушăрах хаш! сывласа хушса хучĕ:
- Анчах та питĕ ĕçесшĕн!
Хурал кĕтсе тăмасть
Берта Александровна вилсен ман пата шăнкравларĕç. Эпĕ халĕ те çавăн чух мана такам аса илнишĕн чунтан тав тăватăп. /Вăл хăй вилнĕ хыççăн камсене пĕлтермеллине çырса хăварнах пуль тетĕп. Геннадие эп тупаймарăм. Ахăртнех, вăл Шупашкарта пулнă/. Вилнисене асăнмалли кĕлле Донской масарĕнче ирттерчĕç. /Апла Берта Александровна Православи тĕнĕпе пурăннă?/ Яп-янкăр хĕллехи сивĕ кунччĕ. Çÿллех мар çын, йăлтах йĕркелесе пыраканскер, хăйĕнпе Виленский тесе паллаштарчĕ те пăшăлтата-пăшăлтата Берта Александровнăн юлашки саманчĕсем çинчен каласа пачĕ. Вăл çине-çинех минтерĕ çинчен çĕкленме, тăрса ларма ăнтăлнă, ăна кашнинчех: «Выртсам, выртсам...» - тесе каялла меллештернĕ. Вăл аташнă: «Мĕнле выртам-ха? Хурал кĕтсе тăмасть...» Виленский çакна хăйне май ăнлантарчĕ: «Ăна, ахăртнех, этаппа ăсатнă пек туйăннă, çавăнпа вăл хурал çинчен аса илнĕ те...»
Юрĕ, тен, чăнахах çавăн пек пулнă та. Çавăн пекех пулнă ĕнтĕ. Анчах та çак сăмахсенче темскер унчченех илтни те сисĕнсе тăрать пек... Киле таврăнсан Шекспир томне алла илтĕм, - «Гамлет», юлашки курăну... Унта вилекен Гамлет калать: «Вилĕм - хурал, вăл кĕтсе тăмасть». Геннадий Мускава таврăнсанах эпĕ ăна Берта Александровнăна пытарни çинчен каласа патăм. Вăл шухăша путрĕ, кайран пуçне сĕлтрĕ: «Çапла... хурал кĕтсе тăмасть»... Унтан хушса хучĕ:
- «Гамлет», юлашки курăну.
Ильгиз КАРИМОВ.
Вырăсларан Римма ПРОКОПЬЕВА куçарнă
Комментари хушас