Çĕрпÿ тăрăхĕ вăхăт таппипе пурăнать
Çÿлти Хăватăмăр кăçал çĕр ĕçченне кÿрентермерĕ - ăшшине те, нÿрĕкне те çителĕклех "парнелерĕ". Ял çынни хăй те ÿркенсе тăмарĕ, иртен пуçласа каçчен киле кĕмерĕ. Тăрăшулăх хăйĕн çимĕçне пачĕ: тырпул та, пахчаçимĕç те тухăçлă çитĕнчĕ. Агропромышленноç комплексĕнче тăрăшакансен умĕнче халĕ яваплă тепĕр тапхăр - мĕн çитĕнтернине вăраха ямасăр, тирпейлĕ пуçтарса кĕртсе пÿлмене хывмалла. Çĕрпÿ тăрăхĕнчи уй-хирте те çак кунсенче хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать: анасем йывăр пучахĕсене çĕр еннелле тайнă тĕштырăран пушанса пыраççĕ, нумаях пулмасть ăрша вылянă уйсенче хăватлă тракторсем кĕрлеççĕ, çĕнĕ тырпул валли çĕр хатĕрлеççĕ.
Иртнĕ эрнекун Çĕрпÿ енре ĕçлĕ çулçÿревре пулнă Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев районти кĕрхи ĕççи таппипе кăмăллă пулнине пытармарĕ. Вăл çитсе курнă икĕ хуçалăхра та - "Куснар" агрофирма" АХО филиалĕнче "Цивиль" ялхуçалăх предприятийĕнче те, "Цивильский бекон" ОООн "Авангард" ятлă филиалĕнче те ĕç-пуç кал-кал пынине тÿрех туйса илетĕн. "Куснарсем" кăçал, акă, акмалли-лартмалли лаптăка пĕлтĕрхинчен 40% яхăн ÿстернĕ. Усăсăр юхăнса выртакан çĕрсене пусăçаврăнăшне кĕртнипе, хăвачĕ пĕчĕкрех хуçалăхсен çĕр лаптăкĕсене арендăна илнипе çапла тума май килнĕ.
Хуçалăх ертÿçи Игорь Федоров ăнлантарнă тăрăх - филиал тырпул çитĕнтерессипе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе специализациленет. Усă курмалли çĕр латăкĕ - 4454 гектар, пушă выртаканни пачах çук. Выльăх-чĕрлĕх продукцине те, пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан, ытларах туса илнĕ.
Августăн 6-мĕшĕнче кунта ăнса пулнă тырпула 6 комбайн тÿрех çапса тĕшĕлетчĕ. Йĕтемсем çине 1518 тонна тырă ăсатнă. Гектартан тухакан вăтам тухăç - 30 центнер. Кĕрхи культурăсем акма 400 га çĕр хатĕрленĕ.
Хĕрÿ тапхăр "Авангардра" та питĕ палăрса тăрать. Предприяти ертÿçи Юрий Федотов канăçне çухатнă. Çыннисем те Юрий Александрович пекех кунта. Михаил Васильевича вĕсем Тĕнсĕр ялĕ çывăхĕнчи уйра кĕтсе илчĕç. Темиçе "Aros-530" тата "Палессе" комбайн тырă пуссипе умлă-хыçлăн тинĕсри карапсем пек шăватчĕç. Сăмах май, виççĕшĕн штурвалĕ умĕнче - çĕр пархатарне туйса ÿснĕ механизаторсен династийĕнчи Пушковсем: ашшĕпе ывăлĕ Леонид Николевичпа Александр Леонидович, вĕсен çывăх тăванĕ Владимир Николаевич. Тăваттăмĕшне Сергей Андреев ĕçлеттерет. Каçалăк вĕçне тухсан вĕсене урăххисем улăштарĕç. Урăххисем... Камсем тетĕр? Михаил Игнатьев, вăл малтанхи рулĕ умне ларчĕ, теприсем çине - РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев сенатор, Чăваш Республикин вице-премьерĕ - строительство министрĕ Олег Марков тата тепĕр вице-премьер - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов.
Хуçалăхăн акмалли лаптăк - 3000 га. Ăна пĕтĕмпех тĕштырă культурисем йышăнаççĕ. Вырмана 7 комбайн хутшăнать. Август уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне 1139 га çинче çулса типĕтнĕ, çапса илнĕ. Вăтам тухăç - 32,2 ц/га. Вырмана 3-4 кунра вĕçлеме палăртаççĕ.
Михаил Игнатьев икĕ хуçалăх ĕçченĕсене тăрăшулăхшăн тав турĕ, кĕрхи ĕçсене вăхăтра вĕçлеме ырă сунчĕ. "Панă сăмаха нихăçан та çилпе вĕçтермен, пĕтĕмпех хамăртан килнине лайăх туятпăр", - вĕсен хурав сăмахĕнче çак шухăш тĕпре пулчĕ.
Çав кун тĕлне район уй-хирĕнче 25 комбайн кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене тÿрех çапса тĕшĕленĕ. Çак ĕçе эрнерен вĕçлеме палăртаççĕ. "Уй-хир карапĕсем" вара çурхи культурăсен анине куçĕç.
ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх - хальхи вăхăтра республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 60 пин гектар çинчен, 120 пин тонна ытла пухса кĕртнĕ. Гектартан илекен вăтам тухăç - 21 центнер.
Канашлура уççăнлăх çуралать
"Ватă çын - тăватă çын", - тенĕ шурсухалсем. "Пĕр сумлă ватăра çавăн чухлĕ çыннăн ăсĕ, опычĕ" текен ăнлавпа çыхăнтаратăп çакна. Михаил Игнатьев кирек мĕнле ĕçлĕ çулçÿревре те аслă ăру çыннисемпе тăтăш курнăçать, канашлать. Хальхинче, АПК ветеранĕсен Çĕрпÿ уй-хирĕнчи "ларăвне" республикăри тĕрлĕ вăхăтра хуçалăх, предприятисен, кооперативсен, агрофирмăсен ертÿçисенче тăрăшакансем те хутшăнчĕç. Хумхантаракан тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç пухăннисем. Шупашкар ГЭСĕн шыв шайне палăртнă чикке çитересси те, тахçан пысăк тухăçлă шутланнă хăмла отрасльне тепĕр хут аталантарма тытăнасси те, Шупашкарти хăватлă промышленноç тракторĕсен завочĕ, ялхуçалăх техникине кăларасси те, ялхуçалăхра çивĕчленекен кадрсен ыйтăвне татса парасси те, шалу шайĕ те, ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатасси те... Тата ытти нумай ыйтăвăн хуравне пĕрле шырарĕç республикăн хальхи ертÿçисемпе унччен тĕрлĕ сферăна аталантарма тăрăшнисем.
Хула хăна пухрĕ
Çапла тума Çĕрпÿ хулин пысăк сăлтав пур: историре палăрнă çак авалхи хула йĕркеленнĕренпе 426 çул çитрĕ. Хаклă хăнасен йышĕнче - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков, ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов, республикăри сумлă икĕ аслă шкулăн ректорĕсем - Çĕрпÿсен ентешĕсем Валерий Андреевпа Андрей Александров, ытти сумлă çынсем.
Юрă-кĕвĕпе, ташă-çемĕпе кĕтсе илчĕç Çĕрпÿсем уява пĕрле палăртма килсе çитнĕ хăнасене. Михаил Игнатьев малтанах хула пурнăçĕпе, историйĕпе, хальхи ĕç-хĕлĕпе, çыннисемпе паллаштаракан "курава" /ытарлă каласан/ çитсе курчĕ. Унтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа Çĕрпÿсем çав Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнине палăртса тата тыл ĕçченĕсене сума суса, районăн çапăçу хирĕсенчен таврăнайман çыннисен ячĕсене ялан асра тытса пурăнма, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри вăрçă хирĕсенче пулнă ентешсен паттăрлăхне палăртма лартнă "Т-80У" танк-палăка савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнчĕ.
- Кăçал прогрессивлă пĕтĕм халăх пĕрле çĕнсе илнĕ Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне чыслăн паллă турĕ, - терĕ Михаил Игнатьев пухăннисене историллĕ çав пулăмпа тепĕр хут саламласа. - Кăçал эпир 1026 çар мухтавĕн вырăнĕпе мемориалне уçрăмăр, çĕнетрĕмĕр. Çынсем хăйсен укçи-тенкипе вуншар çĕнĕ палăк уçрĕç, сăваплă ĕçшĕн уйрăм çынсем те, предпринимательсем те кĕмĕл шеллемерĕç. Мĕншĕн тесен, вĕсемшĕн тăван, çуралнă кĕтес питĕ хаклă, астăвăм туйăмĕ вăйлă. Çакă çитĕнекен ăрăва аслисен тĕслĕхĕпе тĕрĕс воспитани пама, çĕршыва, республикăна, ялйыша, кÿршĕсене, тăван-пĕтене хисеплеме пулăшса пырать...
Хăватлă çар техники Çĕрпÿ çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕхех палăк пулса тăнинче Раççей Федерацийĕн оборона министрĕн Сергей Шойгун тÿпи питĕ пысăк. Район ертÿлĕхĕ вăл ирĕк панипе илсе килсе вырнаçтарнă ăна. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Матрена Александрова кашниншĕн йывăр çав тапхăра куççульпе аса илчĕ, "Малашне çĕр çинче тăнăç пурнăç кăна хуçалантăр", - терĕ.
Хула çине каç ĕнтрĕкĕ ансан Çĕрпÿсем уява малалла тăсма стадиона куçрĕç. Михаил Игнатьев вĕсене ĕçри хастарлăхшăн, хăйсен историне хакланăшăн, культурине хисепленĕшĕн, социаллă объектсем нумай çĕкленĕшĕн, хула ячĕ-сумĕшĕн, хăтлăхĕшĕн ĕçленĕшĕн чĕререн тав турĕ. Уйрăмах маттуррисене правительство наградисене парса чысларĕ. Юхăннă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçма хатĕрленекенсене уçăсем пачĕ.
Юрий ЛИСТОПАД