Патшалăх пайтаçăсене тĕллевлĕ пулăшать
ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатинче республикăри предпринимательсен ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Палата президенчĕ Игорь Кустарин "çавра сĕтеле" уçнă май пĕчĕк тата вăтам бизнесри инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатас тĕлĕшпе тухса тăнă çивĕч ыйтусене асăнчĕ.
Куçман пурлăхпа, çĕрпе усă курнăшăн тÿлев хаклансах пырать. Апла пулин те патшалăх субсидипе хавхалантарнăран усламçăсен йышĕ ÿсет. Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен субъекчĕ 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 48,3 пин, августăн 1-мĕшĕ тĕлне 48,8 пин шутланнă. Малтан шутласа пăхнă тăрăх вĕсен тавар çаврăнăшĕ кăçал 268,3 млрд тенке /ÿсĕм - 5%/ çитмелле. Республика бюджетне налук 3 млрд тенкĕ /пĕлтĕр - 2,7 млрд т./ кĕмелле. Усламçăсен йышĕ хушăнни хыснана пуянлатма пулăшĕ.
Предпринимательлĕхĕн пиччĕн енĕ лайăх та, тÿнтер енĕ мĕнле-ха? Производствăра квалификациллĕ специалистсем çитмеççĕ. Суту-илĕве контрафактлă продукци çав-çавах тухать. Суррогат эрехе пула вун-вун çын пурнăçĕ вăхăтсăр вĕçленет. Татăлман ыйту татах чылай.
Тĕлпулăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Вăл пайтаçăсемпе тĕл пулсах тăнине, вĕсене тĕрлĕ майпа тухăçлă аталанма пулăшнине, влаç органĕсемпе малашне те килĕштерсе ĕçлессе шаннине палăртрĕ.
- Пĕр-пĕрне ăнланса вăй хуни республика ертÿлĕхĕпе бизнес пĕрлешĕвне ăнăçлă ĕçлекен вунă регион йышне кĕме, экономикăн Аслă шкулĕн рейтингĕнче инноваци аталанăвĕн шайĕпе пиллĕкмĕш вырăн йышăнма май пачĕ, - терĕ Михаил Игнатьев. - Чăваш Ен экономикинче пуçаруллă та пултаруллă çамрăксем çанă тавăрса вăй хураççĕ. Бизнеса аталантарма пулăшас тата çĕнĕ вырăнсем йĕркелес тесе эпир юлашки çулсенче тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Кăçал ăна 353 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Юлашки тăватă çулта предпринимательлĕх 1300 млн тенкĕпе усă курчĕ. Промышленноç, строительство отраслĕсенче тата агропромышленноç комплексĕнче çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртессишĕн 100 млрд тенкĕрен кая мар тăкаклăпăр.
2015 çулхи январь-июль уйăхĕсенче пурнăçланнă мероприятисене пула çĕнĕ 763 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ тата 7175-не сыхласа хăварнă. Кăçал технологисене çĕнетессишĕн, оборудование модернизацилессишĕн, кредит проценчĕсене, лизинг килĕшĕвĕсен пĕрремĕш тÿлевĕсене субсидилессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Пайтаçăсен экспортпа ориентир субъекчĕсен пулăшу координацийĕн, сертификаци тата çамрăксен инноваци пултарулăх центрĕсен инфратытăмне малалла аталантараççĕ.
"Çавра сĕтелре" çивĕч ыйтусене хуравлама ЧР вице-премьерĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина, экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Инна Антонова, предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов, суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăнчĕç.
Валентин ГРИГОРЬЕВ