Кĕрхи ĕçсем, çурт-йĕрпе тивĕçтересси, Хула кунĕ...

11 Çурла, 2015

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республикăн влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе ĕнер черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркинче виçĕ ыйту - кĕрхи ĕçсем, халăхăн социаллă ушкăнĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси тата Шупашкар хула кунне ирттерме хатĕрленесси - пулчĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре кăна мар, çĕршывĕпех хĕрÿ тапхăр пырать. Ялхуçалăх ĕçченĕсем уяр тăракан кашни кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Раççей Федерацийĕнче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 15 млн яхăн гектар çинчен 48 млн тоннăна яхăн вырса илнĕ. Ку пĕтĕмĕшле лаптăкăн 33 проценчĕ чухлĕ. Чăваш Енре те кăтартусем япăх мар.

- Августăн 10-мĕшĕ тĕлне республикăра тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 75672 гектар вырнă. 74 пине яхăн гектар çинчен 154520 тонна çапса илнĕ. Вăтам тухăç - гектартан 20,7 центнер, - Чăваш Енри ялхуçалăх организацийĕсенчи тата пысăк фермер хуçалăхĕсенчи лару-тăрупа ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов министр паллаштарчĕ. - Муркаш, Вăрнар районĕсенче тухăç самаях пысăк. Шăмăршă, Вăрмар районĕсенче пĕчĕкрех. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Шăмăршă районне шăрăх çанталăк самай шар кăтартрĕ. Пĕчĕк тухăç, тĕпрен илсен, çакăнпа çыхăннă.

Çĕрулмине 41 гектар çинчен пухса илнĕ. Тухăç - гектартан 202,5 центнер. Хуçалăхсем 1242 тонна пахчаçимĕç туса илнĕ. Пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах. Кĕрхи суха ĕçĕсем те хĕрсех пыраççĕ. 6197 гектар сухаланă, кĕрхи культурăсене 748 гектар çинче акнă. Çĕр хатĕрлес енĕпе Елчĕк /86 процент/, Пăрачкав /85 процент/ аван ĕçлеççĕ. Вăрмарсем çак ĕçе 34 процент кăна пурнăçланă. Республикăра выльăх апачĕ хатĕрлесси те лайăх шайра. Пĕр çул ÿсекен курăка 23652 гектар çинчен çулса илнĕ. 88 тоннăна яхăн утă, 216 тонна ытла сенаж, 44 тонна ытларах силос хатĕрленĕ.

Министр каланă тăрăх - ялхуçалăх таварĕ туса илекенсем кĕрхи ĕçсене аван хатĕрленнĕ, укçа-тенкĕ çителĕклĕ. Федераци бюджетĕнчен килнĕ нухратăн 70 ытла процентне ĕçе кĕртнĕ. Сергей Павлов çавăн пекех ку эрнере çанталăк уяр тăрсан, çумăр çумасан ĕçсене хăвăртлатма тĕллев лартнине палăртрĕ.

Михаил Игнатьев Апат-çимĕç фондне тырă хывасси мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. "Малтанхи вăхăтра кăштах чăрмавсем сиксе тухрĕç. Хиртен тырă йĕпе кĕнĕрен типĕтмелле пулчĕ. Хальхи вăхăтра çивĕчлĕх çук, йăлтах палăртнă пек пулса пырать. Ялхуçалăх предприятийĕсен умĕнче парăм çук. Паян тырă леçсен - ыран хăйсен таварĕшĕн укçа илеççĕ", - терĕ Сергей Павлов министр.

"Тавар туса илекен - туянакан" тÿрĕ схема тĕп хулара ĕçлет-и? Çакна та пĕлесшĕн пулчĕ Михаил Васильевич. Министр каланă тăрăх - Шупашкарта та, Çĕнĕ Шупашкарта та ялхуçалăх таварĕсене сутма тÿлевсĕр вырăнсем тума палăртнă, вĕсем ăçта пуласси те паллă. Августăн 22-мĕшĕнче ярмăркка ирттерме йышăннă. "Хула çыннисем патне çак информацие çитермелле, - терĕ Михаил Васильевич. - Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен картишĕнчех йÿнĕ тавар туянма пултарччĕр. Пасарта посредниксем хăймине сăптăрса илеççĕ те халăхăн каллех хаклăпа туянма тивет".

Михаил Васильевич çавăн пекех уй-хиртен продукци кĕнĕ самантпа уса курса сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем, ача сачĕсемпе шкулсем валли çителĕклĕ таран апат-çимĕç хатĕрлесе хăварма сĕнчĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ иккĕмĕш ыйтупа ЧР строительство министрĕ Олег Марков калаçрĕ. Вăл республикăра халăхăн социаллă ушкăнĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕç мĕнле пыни çинчен каласа кăтартрĕ.

- 2010-2014 çулсенче Чăваш Енре пурăнакан 24 пине яхăн çын пурăнмалли условисене лайăхлатнă, - пĕлтерчĕ министр. - Кăçал çак тĕллевпе тĕрлĕ бюджетран 3 млрд яхăн тенкĕ уйăрнă. Пĕлтĕр патшалăх пулăшăвĕпе 570 яхăн çамрăк çемье хăтлă хваттер е çурт туянма пултарчĕ. Процентсене тÿлесе пулакан тăкаксене саплаштарма кăçал 122 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. 2011 çултанпа ку çăмăллăхпа 3 пин ытла çамрăк çемье усă курнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансен пурăнмалли условисене лайăхлатма кăçал федераци бюджетĕнчен 200 млн яхăн тенкĕ уйăрнă. Тăлăхсене тата нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме 115 млн яхăн тенкĕ уйăрма палăртнă. Виççĕмĕш кварталта - 58, тăваттăмĕш кварталта 51 хваттер е çурт туянма йышăннă. Вĕсене кĕçех хута яраççĕ.

Михаил Васильевич патшалăх пулăшăвĕпе саккунсăр майпа усă курма ăнтăлакансем те тупăннине палăртса асăрхаттарчĕ: "Сăмахран, ачине пĕччен ÿстерекен хĕрарăма пулăшакан программăсем çук пирĕн. Кирлĕ хутсем тутарса ачине "тăлăха хăварать" вăл. Çапла майпа хайхискерсем хваттерлĕ пулса тăраççĕ. Ытларах чухне хулара пурăнакансем çапла хăтланаççĕ. Ялти çынсем çапах та урăхларах кăмăл-сипетлĕ. Çавăн пеккисенчен сыхланмалла".

Августăн 16-мĕшĕ - Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ кун. Влаç органĕсем те, халăх та тĕп хула кунне паллă тума тахçанах хатĕрленеççĕ. Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова итленĕ май хулан 546-мĕш çуралнă кунĕ яланхи пекех чаплă та шавлă пуласси иккĕлентермест. Кăçалхи уяв "Шупашкар - çитĕнÿсен хули!" девизпа иртет. Тĕп лапам - Хĕрлĕ тÿрем тата Пултарулăх бульварĕ. Мероприятисем августăн 13-мĕшĕнчех пуçланаççĕ. Л.Черкесов каланă тăрăх - тĕрлĕ конкурс, чыслав, вăйă, ăмăрту, фестиваль, юрă, ташă, шÿт - уяв кăмăлне çĕклекенни, хавхалантараканни темĕн те пулĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе уяв кунĕсенче Шупашкарта социаллă объектсем - "Стрижи" ача сачĕ, 4-мĕш лицейра стадион, Алькеш поселокĕнче "Раççей почтин" çĕнĕ уйрăмне - уçĕç, Сосновка поселокĕнче пурăнакансене авари хăрушлăхĕ кăларса тăратакан çуртран куçарĕç.

Асра юлмалли самантсен шутĕнче, манăн шухăшăмпа, летчиксен "Стрижи" ушкăнĕ тÿпере вĕçни, тĕнчипе чапа тухнă Сергей Харитонов кĕрешÿçĕпе ирхи зарядкăна тухни, "Звери" ушкăн юррисене итлесе киленни пулĕ.

В.БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.