Чăваш Енĕн паянхи Раççейри пĕлтерĕшĕ
2015 çул Михаил Игнатьевшăн хăйнеевĕр юбилей çулталăкĕ теме те юрать. Республикăна пилĕк çул ертсе пыни хăшпĕр пĕтĕмлетĕве тума хистет. Иртнĕ çулсене тишкернĕ май паянхи Чăваш Ен çĕршыв картти çинчен мĕнлерех курăнни пирки шухăша кайрăмăр. Паллах, сăмах шкулти пÿлĕмри ахаль географи картти çинчен мар. Раççей регионĕсен сăнарлă картти пирки калатăп: унта федерацин кашни субъекчĕ хăйĕн чиккисемпе мар, социаллă сферăпа экономика аталанăвĕн уйрăмлăхĕсемпе, хăйнеевĕр идейăсемпе тата çĕнĕлĕхсемпе палăрса тăрать - вĕсем регионти çынсен пурнăçне лайăхрах тума, региона хăйне малтисен шутне кăларма тивĕç. Çак ыйтăва хуравламашкăн эпир Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа калаçас терĕмĕр.
- Михаил Васильевич, эсир хăвăршăн çак ыйтăва мĕнлерех хуравланă пулăттăр?
- Пĕтĕмпех танлаштарура уçăмланать. Чи малтан аса килекенни - 2010 çулхи лару-тăру, ун чухне эпĕ тăван Чăваш Ене ертсе пыма пуçларăм. Атăл леш енчи вăрмансенче пушарсем алхасатчĕç, хваттер туянма пая кĕрсе улталаннă çынсем митингсенче шавлатчĕç, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин питех те пысăк проектне - "Çĕнĕ хула" района - хытхура хупăрланăччĕ, пысăк промышленноç предприятийĕсем пĕрин хыççăн тепри панкрута тухатчĕç. Шупашкарти тахçан çĕршывĕпех паллă пулнă пир-авăр комбиначĕ кăна мĕне тăрать! Производство цехĕ пулнă лаптăксенче суту-илÿпе киленÿ центрĕсем уçăлаççĕ... Шăпах çавăн чухне республикăна малашлăх аталанăвĕн çĕнĕ планĕ кирли паллă пулчĕ.
Пирĕн нефтьпе газ та çук, Чăваш çĕрĕ ылтăнпа тата алмазпа мухтанаймасть. Пирĕн тĕп пуянлăх - çынсем, Чăваш Енĕн ĕçчен те ăслă халăхĕ. Çавăнпа та влаçăн тĕп тивĕçĕ - хамăрăн ĕçри пултарулăхпа, наукăпа, ăс-хакăлпа çыхăннă хăватпа туллин усă курмалли условисем йĕркелесси.
Инвестицисем экономикăна вăй параççĕ
- Çав çулсенчи условисене тĕпе хунă май мĕн çине пусăм тăвас терĕр, мĕншĕн çапла йышăнтăр?
- Республика ертÿçин должноçне йышăннă хыççăн пирвайхи кунсенченех эпĕ Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне çĕклемелли пирки каланă. Манăн шухăшăмпа - ăçта пусăм тумалли куçкĕрет. Инвестицисем - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, çĕнĕ технологисем, хамăрăн килти, Чăваш Енри, лайăх ĕç укçи.
Республикăра тирпейлекен промышленноçа инвестицисем хывассине хавхалантарас, инфратытăм объекчĕсен строительствине тÿрремĕнех пулăшас тата техника енĕпе çыхăнтарассин тăкакĕсене чакарас, производствăна çĕнетсе çĕнĕ техникăпа тивĕçтермелли кредитсен процент виçисене субсидилес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тунă. Сăмахĕсем кăткăс, анчах вĕсен хыçĕнчи шухăш ансат - инвесторсем валли ăнланмалла та уçăмлă условисем йĕркелесси. Çак политика хăйĕн çимĕçне кÿчĕ.
Паян Чăваш Ен питех те пысăк проектсене пурнăçлас тĕлĕшпе шанчăклă ĕçтеш пулнине пурте пĕлеççĕ.
Пилĕк çулта республика территорийĕнче пурнăçа кĕртнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсем 100 патнеллех. Ку вара - çĕнĕ 12 пин ĕç вырăнĕ. Чăваш Ен экономикине 130 млрд тенкĕ ытла хывнă.
- Сăмах мĕнле проектсем пирки?
- Çуллен çĕнĕ 3-5 производство уçатпăр. Пĕлтĕр, сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарта "Экоклинкер" ОООн отделка тумалли клинкер керамика плиткин Раççейри пирвайхи завочĕ хута кайрĕ, "ЭКРА" НПП ОООн производство тĕл-левĕллĕ комплексĕн пĕрре-мĕш черечĕ, "Бреслер" НПП ОООн çĕнĕ производстви ĕçлеме пуçларĕç.
Иртнĕ çул Шупашкарта "Нэт Бай Нэт Холдинг" ОООн контакт центрĕ уçăлчĕ, вăл Раççейĕн темиçе регионĕнчи абонентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Пĕрремĕш тапхăрта унта 300 çынна ĕçе вырнаçтарнă, каярахпа 400 çын ĕçлеме тытăнĕ.
Май вĕçĕнче Шупашкарта ВТБ24 банкăн сервис центрне уçассипе çыхăннă официаллă церемони пулчĕ. Вĕсем урăх региона та суйласа илме пултарнă - нимĕн те çухатмастчĕç. Анчах эпир инвестицисем пирĕн пата килччĕр тесе пĕтĕмпех турăмăр. Çакă пысăк усă кÿрет. Çĕршыври чи пысăк финанс тытăмĕсенчен пĕрин çакнашкал центрне уçни - Чăваш Еншĕн чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. ВТБ24 сервис центрне хута яма хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1,5 млрд тенкĕпе танлашрĕ. Паянах унта 400 яхăн сотрудник вăй хурать. Вун-вун яшпа хĕр, Мускавра ĕçленĕскерсем, Чăваш Ен тĕп хулине таврăнчĕç. 2017 çулта вара, сервис центрĕ тулли хăватпа ĕçлесе кайсан, унта 1200 çын патнелле ĕçлĕ.
Ют çĕршывсен капиталне явăçтарса пурнăçланă пысăк инвестици проекчĕсен ăнăçлă тĕслĕхĕсем пур. Кăçал Çĕнĕ Шупашкар хулинче хĕвел модулĕсен производствин завочĕ ĕçе пуçăнчĕ. Çывăх вăхăтра паха клинкер брусчатки туса кăларакан çĕнĕ йышши производство хута каймалла. Кĕркунне автомобильсем валли çĕнĕ йышши кабель туса кăларакан "Фуджикура Аутомотив РУС Шупашкар" производство ĕçлеме тытăнать.
Паян республикăра Испанири, Германири, Сербири, Японири, Италири паллă компанисем ĕçлеççĕ.
Çав шутра - "Роко Групп" компанин - ваннăй пÿлĕмсем валли тĕрлĕ издели туса кăларакан тĕнчипе паллă производителĕн - предприятийĕсем те, Канашри пахчаçимĕç тирпейлекен "Девелей" завод та. Сăмах май, юлашкинчен асăнни - нимĕç компанийĕн Раççей территорийĕнчи пĕр-ремĕш предприятийĕ.
Çĕршывăмăршăн çĕнĕлĕх шутланакан клинкер тата хĕвел батарейисен производствисем çинчен уйрăммăн каласшăн. Паянах çак заводсен продукцийĕ Чăваш Ен пирки çĕршывра та, унăн тулашĕнче те инвестицисем енĕпе сумлă ĕçтеш тесе каламашкăн хистет.
- Проектсем йышлă пулин те инвестицисем илсе килессипе çыхăннă ĕçе çĕршывăн ытти регионĕпе танлаштарса хаклани вырăнлă.
- Июнĕн 19-мĕшĕнче Петербургри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици климачĕн наци рейтингĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса Чăваш Ене бизнес тытса пымалли чи лайăх регионсен шутĕнче асăнчĕ. Çакă - Раççей регионĕсене бизнес тытса пырассин хăтлăхĕ енĕпе çапла пуçласа анлăн хаклани. Чăваш Ен тÿрех лидерсен йышне кĕни - уйрăмах кăтартуллă.
Çĕршывăмăр экономикине импорта улăштарнă май мĕн кирлине шута илсен юлашки вăхăтра уçăлнă мĕнпур производствăн малашлăхĕ лайăх пулмалла. Ку оборона саккасне пурнăçлама явăçтаракан организацисене те, строительство материалĕсем туса кăларакансене те пырса тивет. Апат-çимĕç промышленноçĕ пирки каламастăп та. Сăмахран, "АККОНД" АУО продукцийĕ - республикăн чăн-чăн визит карточки. Çĕршыври тĕп кондитер фабрикисен йышĕнчи предприятире 90-мĕш çулсенчен пуçласа производство виçĕ хут ытла ÿснĕ. Паян та предприяти производство калăпăшне ÿстерсе пырать.
Электротехника отраслĕн производствисем пирки те уйрăммăн чарăнса тăрам. Хăйсен позицийĕсене çирĕплетмешкĕн вĕсен пысăк технологисене, инновацие тĕпе хуракан производствăсем пулмалла. Республика Правительствин тивĕçĕ вара - вĕсене ку енĕпе пулăшасси. Эпĕ пуçару авторĕсенчен пĕри пултăм: çак тĕллевпе республикăра инноваци территори электротехника кластерне туса хунă, вăл 40 ытла организацие пĕрлештерет. Çак предприятисем çуллен туса кăларакан продукци калапăшне ÿстереççĕ. Тирпейлекен производствăсен тирпейлесе ăсатнă продукци калăпăшĕнчи кашни пиллĕкмĕш тенкĕ тата республикăн машиностроени комплексĕн кашни виççĕмĕш тенки - электротехника предприятийĕсен кластерĕн тÿпи. Çакă - республикăн ăс-хакăл капиталĕпе тухăçлă усă курнин кăтартуллă тĕслĕхĕ.
- Анчах çакă экономикăна çĕнетмелли çул пуçламăшĕ пулни куçкĕрет. Малашне мĕнле кăтартусем кĕтетĕр?
- 2020 çулччен Чăваш Енре бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен пысăк технологиллĕ çĕнĕ производствăсем йĕркелеме тата пуррисене çĕнетме 100 млрд тенке яхăн хывма палăртатпăр. Ку республикăра пурăнакан кашни çынна лайăх ĕçпе тивĕçтерме май парĕ.
Пирĕн паянхи тĕллев - хамăр тăрăхшăн йăлана кĕнĕ отрасльсене, Раççейри потребительсем валли продукци туса кăлараканскерсене, малалла ÿсме пулăшакан условисене упраса хăварасси, аталантарасси тата хатĕрлесси. Çĕнĕ производствăсене аталантармалли условисем йĕркелемелле. Малашлăха шанманнисем çапла тумашкăн çынсем те, технологисем те çук теме пăхĕç. Хуравлатăп: пурнăç чарăнса тăмасть. Иртнĕ çулсем эпир малтанлăха пурнăçлама май çук пек туйăннă тĕллевсене тÿрре кăларма та пултарнине кăтартса пачĕç, Чăваш Ен паян çавăнпа пурăнать тата ĕçлет.
Демографи ÿсĕмĕ
- Пĕлтĕр Владимир Путин регионти демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртрĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă?
- Чăваш Ен хăнисем пирĕн хуласемпе поселоксен урамĕсенче ача кÿми тĕртсе пыракан çамрăк хĕрарăмсем нумаййи пирки каланине илтме кăмăллă. Нумай ачаллă çемьесем ытларах та ытларах, вĕсенче виçшер, тăватшар, пилĕкшер ача çитĕнет.
Çакă эпир республикăра ача амăшĕпе ачалăха пулăшас тата хÿтĕлес енĕпе тĕрĕс çул суйласа илнине çирĕплетет. Юлашки икĕ çулта эпир демографи лару-тăрăвне самаях лайăхлатрăмăр: пĕлтĕр çуралнă ачасен шучĕ çын вилессинчен пин çынна яхăн нумайрах пулчĕ - Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче чи лайăх кăтарту. Апла-тăк пирĕн мăшăрсем çуратма шикленмеççĕ, мĕншĕн тесен хăйсен ачисен пуласлăхĕ лайăххине ĕне-неççĕ. Амăшĕн сисĕмлĕ чĕрине вара улталаймăн.
Çак условисенче эпĕ пирĕн республикăн пĕчĕк гражданĕсем çуралнă хыççăн пирвайхи кунсенченех хăйсене хăтлă туйччăр тесе май пуррине тата май çуккине пĕтĕмпех тумаллине хамăн тивĕç вырăнне хуратăп. Çавăнпа Чăваш Енре ачалăха пулăшас тата хÿтĕлес тĕллевлĕ патшалăх политикине малалла тăсăпăр кăна мар, вăйлатăпăр та.
Ĕçлес кăмăл пулмасан кун пирки иккĕленме пулать. Çав вăхăтрах, тĕслĕхрен, Чăваш Енре ача сачĕсенчи черетсемпе çыхăннă лару-тăру мĕнлерех пулнине аса илме пулать. Социаллă çивĕчлĕхе сирмешкĕн эпир çирĕп йышăну турăмăр. Ачисем 1,5 çултан пуçласа 3-ччен ача сачĕсене çÿремен çемьесене 2011 çулхи апрельтен тытăнса уйăхсерен 4330 тенкĕ пособи тÿленĕ. Çак проекта ача сачĕсенче вырăн çителĕксĕррипе çыхăннă çивĕчлĕх пур муниципалитетсенче пурнăçланă: Шупашкар, Канаш хулисенче, Шупашкар районĕнче. Республика бюджечĕн укçипе çыхăннă дефицита пăхмасăр май тупрăмăр, йывăр лару-тăрура çемьесене тĕрев патăмăр. Ку проекта виçĕ çул тытса пынă, патшалăх пулăшăвне сахал тупăшлă 4 пин ытла çемье илнĕ. Çак тĕллевпе 17 млн тенкĕ ытла уйăрнă.
- Халĕ ку енĕпе тĕллевсем çĕнелчĕç. Чăваш Енре пĕрин хыççăн тепри ача сачĕсем çĕкленеççĕ...
- 90-мĕш çулсенче ача сачĕсен çурчĕсенче лавккасем, çĕвĕ тата сĕтел-пукан мастерскойĕсем, парикмахерскисем, складсем, хупахсем уçăлнине курсан чун ырататчĕ. Кăтартăвĕ - садиксенчи ушкăнсенче ача нумаййи, унта йышăнмалли 20 пин ачана çитнĕ черет. Паян пурте ăнланатпăр: патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курас тĕлĕшпе йăнăшсем тунă. Çак лару-тăру урок пултăр, малашне апла йăнăшма юрамасть.
2012 çулта Чăваш Енре юлашки вунă çулта пуçласа çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ. Унăн строительствине хам тĕрĕслесе тăтăм. Унтанпа республикăра 40 ача сачĕ тунă тата реконструкциленĕ, хушма 20 пин вырăн йĕркеленĕ. Çакăн пирки пусăм туса каласшăн: ку - пĕр хут ирттерекен акци мар, планпа килĕшÿллĕн тăвакан ĕç. Унăн кăтартăвĕсене çĕршывăн нумай регионĕнче пĕчĕкскерсене ача сачĕсенчи вырăнсемпе тивĕçтермелли программăсем хатĕрленĕ чух шута илнĕ.
Унсăр пуçне çак ĕç шкулчченхи вĕрентĕвĕн çĕнĕ йышши тытăмне аталантарассине пысăк витĕм кÿчĕ. Паян нумай ача садĕнче çĕнĕ йышши спорт, музыка залĕсем, интерактивлă классем, вăйă оборудованийĕ пур, сывлăха тăварпа çирĕплетмелли пÿлĕмсем уçăлаççĕ. Ача сачĕсенчи бассейнсенче паянхисем кăна мар, пулас воспитанниксем те, çывăхри çуртсенче пурăнаканскерсем, шыва кĕреççĕ. Кăкăр ачисемех шывра ишме вĕренеççĕ. Ытларах та ытларах садике вăйă автохулисемпе тивĕçтеретпĕр, унта шăпăрлансем çул-йĕр правилисене хăнăхаççĕ. Çакăн кăтартăвĕ - юлашки çулсенче пуçласа харăсах Чăваш Енри икĕ ача сачĕ Раççейри чи лайăх садиксен шутне кĕни. Çапах чи кирли - пирĕн ачасем урăх шайра воспитани илни: вĕсем çĕнĕ йышши технологисене, наукăпа культура çитĕнĕвĕсене ăса хываççĕ, хăнăхаççĕ. Уйрăммăн палăртас килет: тĕнчери пĕр çĕршыв та ача сачĕсен строительствине, шкулчченхи вĕрентĕве йĕркелессине çакăн чухлĕ вăй, укçа хывмасть. Паян çирĕплетсех калама пулать: ача сачĕсенчи черетсен çивĕч ыйтăвĕ хыçа юлса пырать. Çакă - пысăк ăнăçу, анчах çитĕнÿ мар-ха. Эпĕ май пур таран ытларах ача сачĕ чи çÿллĕ стандартсене тивĕçтерессишĕн çине тăратăп. Çавăнпа та çĕнĕ ача сачĕсем тăвассипе çыхăннă ĕçе малалла тăсăпăр кăна мар, пуррисене çĕнетес енĕпе те ĕçлĕпĕр.
- Сывлăх сыхлавĕнче пурнăçланă ĕç калăпăшĕпе кăтартăвĕсене тĕпрен илсен мĕнле хаклатăр?
- Чăваш Ен юлашки çулсенче тÿлевсĕр медпулăшу кÿмелли территори программине пурнăçлас енĕпе те лидерсен шутĕнче. Медицинăна мĕнешкел пысăк укçа хывнă! Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа кăна Чăваш Ен 4,8 млрд тенкĕ ытла илнĕ. Çĕнĕ йышши оборудовани туяннă, республикăри больницăсен çуррине тĕпрен юсанă, районсенче çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ. Çак ĕç кăтартăвĕсенчен пĕри - Чăваш Енре виçĕ çул демографи ÿсĕмне шута илни. Шупашкарти ачасен 1-мĕш хула больници вара çĕршыври ачасен чи лайăх поликлиникисен ТОП-3 йышне кĕчĕ - халиччен пулманни.
Çапах ку енĕпе манăн эйфори тени çук. Больницăсенче час-часах пулатăп, çивĕч ыйтусене регион ертÿçи пулнипе кăна мар, республикăра пурăннипе те лайăх пĕлетĕп.
Çитес çулсенче татса памалли ыйтусем пайтах-ха. Калăпăр, ансăр специалистсен пулăшу ĕçĕсемпе усă курмалли майсене пысăклатмалла. Вĕсем патне тÿлевсĕр йышăнăва пыракансем паян вăрăм черетсем йĕркелеççĕ. Врачсем паян хуçалăх расчечĕн мелĕпе ытларах ĕçлесе илме пултарнине йĕркеллĕ тесе хаклатăп, анчах пирĕн тĕрлĕ лару-тăрăва кура тепĕр чух ытла та хаклă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли майсем çук граждансен категорийĕсем пуррине те манмалла мар.
Паллах, çынсен лайăх шалу илмелле. Апла пулин те, шел, хальлĕхе халăх кĕтнине тÿрре кăларман врачсем те пур. Ялсемпе хуласенче пурăнакансем медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ япăххи, тепĕр чух медперсонал кăнттамлăхĕ пирки ÿпкелесе калани сайра мар.
Отрасльте ырă улшăнусем нумаййине пăхмасăр пирĕн сывлăх сыхлавĕн представителĕсен ÿсмелли пур-ха. Республика Пуçлăхĕ пулнă май хамăн çинчен те яваплăха сирместĕп. Министр та, сиплев учрежденийĕсен ертÿçисемпе персоналĕ те - яваплăх тĕлĕшпе кашнин хăйĕн тÿпи. Лару-тăрăва тÿрлетĕпĕр. Хăш-пĕр çĕрте профилактика мерисем те çителĕклĕ пуль, хăшпĕр çĕрте вара хирург пулăшăвĕ те кирлĕ. Лару-тăрăва питĕ хăвăрт - пĕр уйăхра, çур çулта - йĕр-келĕпĕр тесе шантармăп, анчах çитес 5 çулта медицинăри ĕç-пуç палăрмаллах лайăхланмалла.
Çурт-йĕр туянмалли майсем анлăланаççĕ
- Чăваш Ен - строительство отраслĕнчи лидерсен йышĕнче. Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Паян нумай çурт-йĕр туни çителĕксĕр, вăл йÿнĕ те пулмалла. Чăваш Ен çак тĕллеве пурнăçлама вăй çитерет-и?
- Цифрăсенчен пуçлам. Юлашки çулсенче Чăваш Республикин патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн пĕ-тĕмĕшле лаптăкĕ 106 пин ытла тăваткал метрпа танлашакан 1986 хваттерне хута янă, вĕсенче пилĕк пин ытла çын пурăнать. Унти аренда хакĕ потребитель рынокĕнчинчен 2-3,5 хут пĕчĕкрех. Пĕтĕмпех пурăнмалли лаптăкран, хваттерти пÿлĕмсен шутĕнчен килет.
Çынсене çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене сутăн илме май паракан нормăпа право никĕсне йышăннă, вĕсене сутнă май килекен укçана çак программăпа çĕнĕ çурт-йĕр тума яратпăр.
Палăртам: Чăваш Республикин патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене тара илекенсем - бюджет сферин ĕçченĕсем, çамрăк çемьесем, çамрăк специалистсем, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли çынсем.
Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелес енĕпе республика çул уçакан пулчĕ. Черетри çынсен шутне чакармалли опыт Раççейĕн ытти регионĕшĕн те интереслĕ пулчĕ,вĕсем унпа усă кураççĕ.
Унсăр пуçне, республика федерацин граждансене юхăннă çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программине малалла хутшăнать. Кăçал программăпа килĕшÿллĕн тата 3 пине яхăн çын çĕнĕ хваттерсем илĕ. Пĕтĕмпе юлашки çулсенче эпир нумай хваттерлĕ 1698 çурта тĕпрен юсама, çавăн пекех юхăннă çуртсенчен 12 пин ытла çынна куçарма пултартăмăр.
Республикăра пурăнакансем кĕçех "Çурт-йĕр - Раççей çемйи валли" программăпа тунă хваттер туянма пултарĕç. Икĕ çулта çак программăпа 5 пине яхăн çемье валли 210 пине яхăн тăваткал метр çурт-йĕр пулĕ. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ: пĕр тăваткал метр хакĕ 35 пин тенкĕрен иртмĕ.
Уйрăммăн палăртатăп: Чăваш Ен çĕршывра чи малтанхисен шутĕнче çак проекта хутшăнать.
Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхĕ пысăк пулни вăрттăнлăх мар. Ку республика экономикин йăлана кĕнĕ отраслĕсенчен пĕри, республика экономикин аталанăвĕн чăн-чăн локомотивĕ. Строительствăна хывакан кашни тенкĕ çывăх отрасльсенче 10 тенкĕ таран кÿрет. Юлашки çулсенче эпир федерацин Атăлçи округĕнче кашни çын пуçне тăвакан çурт-йĕр лаптăкĕпе малтисен йышĕнче. Паян çак кăтарту кашни çын пуçне 0,7 тăваткал метрпа танлашать.
- Республикăн чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннăччĕ - пая кĕрсе улталаннисемпе çыхăннă лару-тăру...
- Çĕршывăн ытти регионне те куçакан ырă тепĕр опыт - хваттер туянма пая кĕрсе улталаннисен çивĕч ыйтăвне татса пани. 2010 çул пуçламăшĕ тĕлне республикăра вĕсен шучĕ 800 яхăн çынпа танлашнă. Тата - çав çынсен çемйисем.
Çăмăл пулмарĕ тени - нимĕн те каламанниех. Çĕнĕ хваттер пирки ĕмĕтленнĕ çынсем çĕр-çĕр пин тенкĕ укçа хывнă, хăшĕсем хăйсен мĕн пуррине йăлтах панă, теприсем кивçен илнĕ. Кăтартăвĕ вара - нуль, нимĕн те илмен!
Вĕсен хуйхине ăнланмалла, çавна май çак çынсемпе тĕл пулсан калаçма та çăмăл марччĕ. Йывăр лару-тăруран тухасси те ансат пулмарĕ. Çак лару-тăрăва пирĕн саккунсенче халĕ те уçăмлатман. Çивĕч ыйтăва татса памалли вариантсене шырама тиврĕ. Вĕсене тупрăмăр. Паянхи кун тĕлне тÿрĕ кăмăллăх çине алă сулнă строительство компанийĕсене пула шар курнисен тĕп йышĕ çĕнĕ хваттерсем илнĕ ĕнтĕ, ыттисем 2015 çул вĕçлениччен çĕнĕ хваттерсене куçĕç. Пусăм тусах калатăп: çавăн чухне, пилĕк çул каялла, саккуна суккăрла пурнăçланă-тăк çивĕч ыйтăва татса парассипе çыхăннă ĕç вырăнтан тапранасси иккĕленÿллĕччĕ.
Йăнăш туни унран сыхланма вĕрентет, çавна май куçми пурлăх рынокĕнче, çурт-йĕр строительствинче питĕ асăрхануллă пулмалла, тивĕçлĕ ведомствăсене çакна шута илме хистетĕп. Ултав палăрăмĕсене çийĕнчех пÿлмелле! Çынсем хăтлă хваттер пирки ĕмĕтленнипе усă курса улталас, услам тăвас кăмăллисем малашне те пулма пултарĕç, çавăнпа та вĕсен киревсĕр ĕçĕсемшĕн бюджет укçине тÿлемелле пуласран асăрханмалла.
Строительство тапхăрĕнче хваттер туянас кăмăллă граждансен хăйсен те яваплăха туймалла, тимлĕ пулмалла. Темле психологи витĕмне парăнма юрамасть, мĕншĕн тесен вĕсен йăнăшĕ налук тÿлекенсем çине тиенет.
Килĕшÿре пурăнатпăр
- Йышлă хăнасем пирĕн тăрăх илемĕсĕр пуçне унăн ăс-хакăлпа культура пуянлăхне те палăртаççĕ. Мĕнле шухăшлатăр, вĕсен республика пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ мĕнлерех?
- Чăваш Енĕн ырă тепĕр пахалăх та пур. Ун çинчен республика хăнисем ытараймасăр калаççĕ, ăна ĕçтешĕмсем - кÿршĕ регионсен ертÿçисем, федераци Правительствинче палăртаççĕ. Вăл - тĕрлĕ наци çынни килĕштерсе пурăнма пĕлни. Чăваш Енре тĕнсен хушшинчи хирĕçÿсем, нацисен хирĕçтăрăвĕ нихăçан та пулман. Республикăра пурăнакан халăхсен хушшинче çирĕп ăнлану, пĕр-пĕрне хисеплесси, тĕнсен çураçăвĕ çирĕпленнĕ.
Культурăсен тĕрлĕлĕхĕ, вĕсем пĕр-пĕрне пуянлатни нацисен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетме, тăнăçлăха упрама пулăшаççĕ. Çавăнпа та туслăхсăр пурăнма юрамасть. Эпир ĕмĕр-ĕмĕр юнашар пурăнатпăр, пирĕн шăпасем пĕтĕçнĕ те - уйăрас пулсан чĕрĕлле касма тивĕччĕ. Эпĕ иккĕленместĕп: хамăрăн çуртри килĕшĕве упрасси - принцип тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Гражданла мир пулмарĕ-тĕк - ытти хăй тĕллĕнех арканĕ, нимĕнле миллиардсем те çăлаймĕç.
Пирĕн республикăра 128 национальноç тата 8 этнос ушкăнĕн представителĕсем пурăнаççĕ. Тĕн тата наци диаспорисен представителĕсене тав тăватăп, вĕсем тĕрлĕ наци тата тĕн çыннисем пĕр-пĕрне хисеплесе, пĕртанлăх хутшăнăвĕсене çирĕплетсе пурăнассине тытса пырас енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ. Чăваш Енре тĕрлĕ халăх çыннисем туслă тата килĕштерсе пурăнаççĕ, çапла тума чи малтан чăвашсемшĕн кăтартуллă çураçулăх пулăшать. Тата, паллах, ку енĕпе влаçсем çине тăни те тăнăçлăха çирĕплетет.
Кÿршĕ регионсенчи чăваш акатуйĕсем тата тутарсен пирĕн патри сабантуйĕсем - кÿршĕсен ырă хутшăнăвĕсене çирĕплетме тивĕç ĕçĕн пĕр пайĕ кăна. Кунсăр пуçне, çакă - культура аталанăвне хывакан пысăк тÿпе те.
Республика паян тивĕçлипех Раççейри культура центрĕсенчен пĕри шутланать. Çакна уççăн кăтартаканни - çуллен пĕтĕм Раççей тата тĕнче шайĕнче йĕркелекен фестивальсем, вĕсем Чăваш Енĕн Раççей тата тĕнче культура анлăшĕнчи ят-сумĕн пĕр пайĕ пулса тăчĕç. Пĕтĕм тĕнчери проектсен шутĕнче - Шупашкарти кинофорум, опера тата балет фестивалĕсем. Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивалĕ темиçе çул ĕнтĕ Республика кунне уявлассин визит карточки пулса тăрать. Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăлкуçĕсем" фестивалĕ вара тахçанах Раççейри халăхсен наци тĕр-лĕлĕхĕпе пĕрлĕхĕн символĕ шутланать. Эпĕ хам та çак тата ытти мероприятие тулли кăмăлпа хутшăнатăп, мана хăнасене чĕнме намăс мар. Паллах, çак ырă йăласем упранса юлччăр тата аталанччăр тесе пĕтĕмпех тăвăпăр. Пирĕн пĕрлехи тĕллев - хамăрăн халăхшăн кăтартуллă ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пуянлăхне упраса хăварасси, вĕсене килес ăрусене - хамăрăн ачасемпе мăнуксене - парасси.
Сывă пурнăç йĕркишĕн!
- Çак кунсенче Чăваш Ен хăйĕн физкультурăпа спорта аталантарас ĕçри пысăк рейтингне тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çак çул-йĕр республикăн тата тепĕр визит карточки пултăр тесе ятарласа ĕçлетĕр-и?
- Паянхи экономика лару-тăрăвĕ татса пама хистекен ыйтусемпе пĕрлех пирĕн çыннăн ырă пурнăçĕ чи малтанах унăн тупăшĕн виçинчен мар, вăл хăйне туса панă майсемпе мĕнлерех тухăçлă усă курма пултарнинчен килнине манмалла мар. Ку енĕпе, манăн шухăшпа, физкультурăпа спорт аталанăвĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла. Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес енĕпе те, спортри пысăк çитĕнÿсем патне ăнтăлас тĕлĕшпе те. Пирĕн ачасем сывă та вăйлă пулса çитĕнччĕр, пирĕн вара вĕсене хамăрăн тĕслĕхпе пулăшмалла - ку манăн принциплă позици.
Эпĕ ачаранпах ĕçленĕ. Çуллахи каникулсенче уй-хирте тăрăшнă. Ĕçрен пушă вăхăтра вара шыва кĕнĕ, футболла вылянă - спортпа туслă пулнă. Çакă пулăшатчĕ, ачасем шкулта хисеплетчĕç. Конькипе ярăннă, хоккейла вылянă. Никам та хистемен, пире никам та пусахламан - хамăр пуçаруллă пулнă, пĕвери пăра юртан хамăрах тасатнă. Хальхи пек коньки пирки ĕмĕтленмен те. Ăна атă е çăматă çумне пăявпа çыхмаллаччĕ, клюшка вырăнне вара - авăк патак...
Хăй вăхăтĕнче, 90-мĕш çулсен вĕçĕнче, мана Шупашкар районне аталантарас тĕллевпе хастар çынсене пĕтĕçтерме шăпах спорт пулăшрĕ. Халĕ çакăн çинчен çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин та калать, Раççей халăхне спорт тавра чăмăртас тĕлĕшпе сулмаклă утăмсем тăвать. Сочири Олимпиада, 2018 çулта ирттерме палăртнă тĕнчери футбол чемпионачĕ - ку ахаль киленÿ мар вĕт, çакă - çĕршывшăн, унта пурăнакансемшĕн.
- Халь вара пĕвери пăр çинче конькипе ярăнасси йăлара мар. Инфратытăм тĕлĕшпе çĕнĕ требованисем 10 çул каяллахинчен те улшăннă. Чăваш Ен паян çак требованисене тивĕçтерет-и?
- Юлашки çулсенче Чăваш Енĕн спорт инфратытăмне аталантарма 5 млрд ытла тенкĕ хывнă. 50 ытла спорт объекчĕ тунă е реконструкциленĕ. Юлашки тĕслĕхсенчен пĕри - "Шупашкар-Арена" Пăр кермен, вăл конькипе ярăнма юратакансене йышăнчĕ те ĕнтĕ.
Эпĕ пуçарнипе иртнĕ çултанпа республикăра уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунĕсем иртеççĕ - кашниех спорт объекчĕсенче тÿ-левсĕр пулма пултарать. Тĕ-рĕссипе, çак кунсем пин-пин çыншăн çемье уявĕсем пулса тăчĕç.
Унсăр пуçне, эпĕ çине тăнипе республикăри хуласемпе районсенчи физкультурăпа спорт комплексĕсене муниципалитетсен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен балансне патăмăр. Çакă управлени тăкакĕсене чакарма, тренерсен шалăвне пысăклатма, чи кирли - çамрăк спортсменсем валли лайăхрах условисем йĕркелеме май пачĕ. Спорт инфратытăмĕн социаллă пĕлтерĕшĕ пысăкки пирки иккĕленместĕп, мĕншĕн тесен вăл ытларах та ытларах çынна спортпа явăçтарма пулăшать.
Спорт инвестицисем тĕ-лĕшпе те пысăк пулăшу парать. Эсир Чăваш Ен физкультурăпа спорт енĕпе "Раççей регионĕсем" номинацире наци премине илнине пĕлетĕр. Пирĕн республика çĕршывăн чи лайăх спорт регионĕн ятне тивĕçрĕ. Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко та Чăваш Ене тĕслĕх вырăнне хурать, республикăра юлашки çулсенче нумай спорт объектне хута янă, вĕсемпе тухăçлă усă куратпăр.
- Эсир инвестицисен спортри пĕлтерĕшĕ пирки каларăр. Ăна мĕнлерех куратăр?
- Хăй вăхăтĕнче, виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев тĕнче уçлăхне çĕкленсен, пĕчĕк Чăваш Ен çинчен пĕтĕм тĕнче пĕлнĕ. Апла-тăк республика çинчен ытларах çын - Раççейре те, чикĕ леш енче те - пĕлтĕр тесе мĕншĕн спортпа усă курас мар? Шăпах çавăнпа хамăр çине спорт форумĕсене, федераци, Европа тата тĕнче шайĕнчи пысăк ăмăртусене ирттерессипе çыхăннă хушма яваплăх илет-пĕр.
Пысăк тăхтав хыççăн Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумне ирттерме те шăпах Чăваш Ене суйласа илчĕç, унта Раççей Президенчĕ Владимир Путин та хутшăнчĕ.
Июньте Шупашкарта пирĕн çĕршывра пуçласа Европăри çăмăл атлетсен команда чемпионачĕ иртрĕ, ăна историри чи лайăххи тесе хакларĕç. Пирĕн регионсем унччен те хутшăннă, анчах конкурсра çĕнтереймен. Шупашкар хули çĕнтерчĕ. Шухăшласа пăхăр-ха: 12 çĕршыв хăйсен командисене тăратнă, кашнинче аллăшар çын - профессионал спортсменсем тата вĕсене пулăшакан персонал. Вĕсем пирĕн хăна çурчĕсене вырнаçрĕç, пирĕн ресторансенче апатланчĕç. Чăваш Ен хăнисем хăйсен тавра йĕркеленĕ ырă-кăмăллă атмосферăна, пирĕн çынсен ăшă кăмăлне пысăка хурса хакларĕç. Вĕсем Шупашкар урамĕсенчи тасалăхпа йĕркелĕхрен, мероприятие çÿллĕ шайра йĕркеленинчен тĕлĕннĕ. Çаплах калаççĕ: кунта кăна, сирĕн республикăра, чăн-чăн Раççее куртăмăр. Çав кунсенче Чăваш Ен çинчен тĕнчери тĕп массăллă информаци хатĕрĕсем çырчĕç. Евросоюз çĕршывĕсен телеэфирĕнчи пĕтĕмĕшле трансляци 123 сехете тăсăлнă.
Кĕçех, 2016 тата 2018 çулсенче, Чăваш Ен тĕп хули хăвăрт утакансен Тĕнче кубокне йышăнĕ. Çăмăл атлетсен сумлă çак тупăшăвне умлăн-хыçлăнах пĕр çĕршывра, пĕр хулара ирттерме пуçласа йышăннă! Çакă та - пирĕн çитĕнÿ! Республикăра пурăнакансен çĕнтерĕвĕ. Эпир вара пурте пĕрле пулса Раççей командине ăнăçлă тупăшма сунăпăр, унăн йышĕнче, шансах тăратăп, çĕршыв чысне пирĕн ентешсем те - Чăваш Енре çуралса çитĕннĕ спортсменсем - хÿтĕлĕç.
Пĕрле эпир вăйлă!
- Пĕтĕмлетнĕ май калаçăвăн тĕп ыйтăвне хуравлама хăтланса пăхар-ха: Чăваш Ене çĕршыв картти çинче паян мĕнлерех куратăр?
- 2010 çул илсе килнĕ йывăрлăхсем Чăваш Енĕн çĕнĕ ертÿлĕхĕшĕн чăн-чăн экзамен, унăн çирĕплĕхĕн тĕрĕслевĕ пулчĕç тенипе килĕшетĕп. Паян çакăн пирки те иккĕленместĕп: пилĕк çул каялла республика аталанăвĕн çулне палăртнă чух эпир тĕрĕс суйлав тунă. Эсир пĕлетĕр, паян ĕçлекен влаç - чăн ĕçсен влаçĕ. Курнăçланма тăрăшмастпăр, хамăрăн ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатпăр. Хамăр çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçлатпăр, Чăваш Ен çыннисен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртетпĕр. Федераци Правительстви пирĕн общество финансĕсене ăнăçлă тытса пынипе, Чăваш Енре массăллă спорта тата физкультурăна аталантарассипе çыхăннă ĕçе, пирĕн сывлăх сыхлавĕнчи, строительствăри, ялхуçалăхри тата социаллă политикăри ăнăçусене çапла пысăка хурса хаклать пулсан, эппин, ĕç ăнать. 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх республика ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçĕн тухăçлăхĕн рейтингĕнче 14-мĕш вырăн йышăннă.
Чăваш Ен паян çĕршыв картти çинчи сăнсăр регион мар, вăл - федерацин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн чи çивĕч ыйтăвĕсене татса памалли тухăçлă вариантсем сĕнекен субъекчĕ.
Манăн шухăшпа - хăй вăхăтĕнче эпир питех те тĕрĕс тата шанчăклă никĕсе тĕрев вырăнне суйласа илнĕ. Вăл - пирĕн ĕçчен халăх. Республикăна çине тăрса ĕçлесе, пархатарлă ĕçпе кăна аталантарма пулать. Эпир тĕрлĕ ыйтăва тата сĕнÿсене экспертсемпе, общество организацийĕсемпе тата ахаль граждансемпе сÿтсе явмашкăн яланах хатĕр, диалог валли уçă. Сирĕнпе пĕрле юратнă тăван Чăваш Ен тата унта пурăнакан кашни çын ырлăхĕшĕн ĕç-летпĕр. Пĕрлĕхре - пирĕн вăй! Пĕрле пулсан пысăк ĕçсем тума пултарăпăр!
А. КУЗИН калаçнă
Комментировать