Илĕртÿллĕ "пирамидăсен" çăткăнлăхĕ çинчен

18 Çурла, 2015
 

Финанс пирамидин паллисем:

- питĕ анлă реклама;

- рынокринчен пысăкра х тупăш шантарни;

- пуçламăш взнос ыйтни;

- çĕнĕ клиентсене илсе килнĕшĕн бонус тÿлени;

- офисра тĕплĕ паллаштармасăрах килĕшĕве алă пусма сĕнни;

- компани ертÿçисем çинчен калакан информаци, тивĕçлĕ реквизитсем çукки;

- компани продукци туса кăларманни, пулăшу ĕçĕ кÿменни;

- çынсен укçине явăçтарас енĕпе ĕçлемешкĕн лицензи çукки.

Экономикăри йывăрлăхсен тапхăрĕнче финанспа çыхăннă ултавçăсем пуç çĕклени вăрттăнлăх мар. Вĕсем граждансене улталама темле мелпе те усă кураççĕ. Пĕри - финанс пирамиди. Шел те, çак пулăм Чăваш Еншĕн те ют мар.

Пысăк тупăш шантараççĕ те...

Пуçласа финанс сферинче "пирамида" сăмахпа Англире иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче усă курнă. Ултав мелĕ вăй илсех пынине кура термина çаврăннă сăмах тĕнчипе тымар янă.

Республикăн Наци банкĕнче çапла ăнлантараççĕ: финанс пирамиди - пысăк вăй хумасăр тата пысăк укçа хывмасăр хăвăрт тупăш илме ăнтăлакан çынсенчен укçа пухас тĕллев тытакан организаци. Граждансене шăпах услам пысăкки илĕртет, çынсенчен ытларахăшĕ çакнашкал организацисен пулăшу ĕçĕсемпе хăрушлăха пĕлсех усă курать. Анчах пирамидăна хутшăнни ялан тенĕ пекех укçа çухатнипе вĕçленет. Хăшпĕр чухне организаци укçа хывакан çĕнĕ çынсен шучĕпе малтанхи клиентсене тÿлев парать-ха, анчах хăçан та пулин çакнашкал конструкци арканатех. Клиентсем хывнă укçана тавăрса памаççĕ, процентсене тÿлемеççĕ, ултавлă ĕç-пуç йĕркелÿçисем вара хăйсене шаннă çынсен укçипе пĕрле çухалаççĕ. Пĕлтĕр кăна Раççей гражданĕсем пирамидăсемпе çыхланса 2 млрд тенке яхăн çухатнă. Анчах айăплисене явап тыттарасси, укçана хуçисене тавăрса парасси питĕ йывăр.

Укçана шыраса илесси иккĕленÿллĕ

Çакна республика вице-премьерĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина та пайăррăн палăртать. Вăл нумаях пулмасть иртнĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре паян потребительсен 85 кредит кооперативĕ, 44 микрофинанс организацийĕ ĕçлет. Шел те, пирамида мелĕпе усă курнă тĕслĕхсем те çук мар. Юлашки вăхăтра кăна Чăваш Енре ултавлă организацисен вăлтине çакланса 1 пин ытла çын шар курнă. Сиенĕн пĕтĕмĕшле виçи чăннипех пысăк - 410 млн тенкĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.