«Çук, çук!» теекен ­- çав ĕçсенех тăвакан

19 Авг, 2015

"Пурнăçра нихăçан та "çук" тесе татăклăн хирĕçлесе каламалла мар иккен, унсăрăн пачах тепĕр майлă пулса тухать", - тет Елчĕк районĕнчи Курнавăшри Галина Кириллова. Вăл, çамрăк чухне "чăваша тата Иван ятлă йĕкĕте качча тухмастăп” тенĕскер, каярахпа "яла нихăçан та пурăнма каймастăп” шухăш патне пырса тухнăскер, качака сĕтне тутанса пăхма та килĕшменскер - 4-мĕш çул ĕнтĕ ялта ыр курса пурăнать, хулари хваттерне 1-2 кунлăха çеç килсе каять, мăшăрĕпе иккĕмĕш çул ĕнтĕ качака усрать. Вулакан тавçăрчĕ пулĕ ĕнтĕ: Галина Ивановнăн мăшăрĕ - Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ чăваш, паллах, Иван ятлă.

Чăн-чăн ял çынни

Кăçал çулла Кирилловсем патĕнче пулса куртăмăр та - тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Пÿрт умĕнче те, картишĕнче те, пахчара та - чечексем: хĕрлисем, шуррисем, саррисем... Георгин, лили, астра, календула, цини, роза, клематис, портулак, флокс... Илемлĕскерсем куçа илĕртеççĕ, хăйсем патнелле туртаççĕ, ырă шăрши сăмсана кăтăклать. Малтан пĕрисем çеçке çурса савăнтараççĕ, унтан теприсем - çанталăк ăшăтма пуçласа мĕн сивĕтичченех çапла ÿкерчĕк хуçаланать ку хуçалăхра. Кунтах - декоративлă ÿсентăран, тăванĕ Владимиртан ярса панă уртăш /можжевельник/, хĕрĕ Крымран илсе килнĕ туя. Юнашарах - ятарласа куршаксене акнă чечексем, автомашинăн резина кустăрминчен касса кăларнă акăшсем, кирлĕ мар япаласенчен ăсталанă ытти тĕлĕнтермĕш. Йĕри-тавра тирпейлĕхпе тасалăх, хăтлăх - хуçисем пĕтĕм ĕçе юратса, чунран тăрăшса пурнăçлани сисĕнет.

"Тепĕр çул паха йышши тата гибрид чечексене ытларах акас тетĕп. Пĕр хĕрарăмпа çыхăнтăм, вăл мана вăррисене ярса пама шантарчĕ. Француз духийĕн шăршиллĕ розăсем ÿстерме планлатăп. Чечексене тепĕр çул дизайн "саккунĕсене" пăхăнса акма ĕмĕтленетĕп, ун пек чухне вĕсем пушшех хитререх курăнĕç", - ĕмĕчĕсемпе паллаштарать Галина Ивановна, 6-7 çул каялла çеç-ха Елчĕк районĕнчи тăпра ытла хуришĕн, çумăрлă çанталăкра атă-пушмака çуса тасатма çăмăлах марришĕн кăмăлсăрланнăскер. Халĕ вара кунти çĕр хура тăпраллă пулнăшăн, тухăçлă пахчаçимĕç туса илме май пурришĕн савăнать. Пĕлтĕр вĕсем мăшăрĕпе теплица туянса вырнаçтарнă. Унта çуркунне симĕс сухан ÿстернĕ, ăна сутса тупăш илнĕ. "Март уйăхĕнче урамра юр выртать, теплицăна кĕретĕн те - сип-симĕс сухан çитĕнет, чунра ырă пулса каять", - каласа кăтартать тăрăшуллă çемье. Хăяр-помидора теплицăра та, уçă çĕрте те - пахчара - çитĕнтереççĕ. Кăçал июнь уйăхĕн пуçламăшĕнчех хăяр çиме пуçланă, кÿршисемпе тăванĕсене те пара-пара янă. Çу тăршшĕпех хăяр пултăр тесе каярахпа тепĕр тĕрлине лартнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Галина Ивановна çулсеренех 30-40 банка таран /3 литрлине!/ хăяр маринадлать. Çавăн пекех помидортан, пылак пăрăçран, кабачокран, баклажанран, ытти çимĕçрен хĕле валли тĕрлĕ салат хатĕрлет. Ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть, паллах.

Кирилловсем арбузпа дыня та акса ÿстереççĕ, иккĕшĕ те ăнса пулаççĕ. Июль уйăхĕн вĕçĕнчех арбузĕсем вăтамран 5 килограмччĕ, касса пăхрăмăр та - ăшĕ хĕрлĕ те пылак. Вĕсен пахчинче ниçта пĕр çум курмарăмăр, ытлашши пĕр япала та асăрхамарăмăр. Маттур!

Галина Ивановна "Манăн юратнă дача", "Килти чечексем" йышши журналсем çырăнса илет, вĕсене вуласа нумай çĕннине пĕлет, унпа усă курма тăрăшать. Кашни садра тенĕ пекех ÿсекен улма-çырла йывăççисемсĕр пуçне вăл экзотика еннелле те туртăнать. Акă, аçтăрхан мăйăрне вăрăран çитĕнтерет, хунавне кĕçех сыпма хатĕрленет. Абрикос вăрри те çĕр ăшне лексен чиперех шăтса тухнă, вăл та вăхăт çитсен çимĕçĕпе савăнтарасса шанать. ?ркенменскер çавăн пекех сиплĕ курăксем - сар çип ути, салтак тÿми, чапăр курăкĕ т.ыт.те - пуçтарать, вĕсене типĕтсе тутлă чей вĕретет. Унсăр пуçне çырла-кăмпана та çÿреме юратать.

"Хамăн тăван ялта Тĕмерте çурт сутакан тупăнмарĕ, çавăнпа ял тăрăхĕнче ĕçлекенсене сутас текенсем пулсан систерме ыйтрăмăр. Пĕр-икĕ çултан тин Курнавăшра - вăл пирĕн ялтан инçех мар - çурт сĕнчĕç", - каласа кăтартать кил хуçи Иван Егорович. Арçын çурта шалтан та, тултан та хăтлăлатнă. Картишне тротуар сарнă, пахчара çуллахи душ туса лартнă, хапха умне тăрă ăсталаса вырнаçтарнă. Ăшă туалет тунă. Картишĕнче те, хапха умĕнче - каçхине çутăлакан хитре хунарсем. Икĕ çул каялла мунча хăпартнă, ăна кашни эрнере хутаççĕ, милĕкпе çапăнни сывлăхшăн усăллине çирĕплетеççĕ. Алă-ура сыпписем ан сурччăр тесе вĕсем велотренажерпа 5 çухрăм таран "ярăнма” пултараççĕ, сăмах май, ăна арçын хăех ăсталанă. Кирилловсем спортпа туслă, ахальтен мар ĕнтĕ çуллахи çурт стени çине Олимпиада паллине вырнаçтарнă.

Малтанхи икĕ çул ку çуртпа ытларах дача вырăнне усă курнă. Икĕ çул каялла качака туяннă та халĕ ялтах тĕпленсе пурăнаççĕ, хулана ĕçпе çеç килсе каяççĕ. Галина Ивановна, тахçан çак выльăха чăтма пултарайманскер, унăн сĕтне шăршлă тесе шухăшланăскер - халĕ качакапа путеккисене питĕ юратать: вĕсене ачашлать, чуптăвать, çынпа калаçнă пекех пуплет. Паллах, сĕтне те ĕçет, вăл сиплĕ пулнине палăртать. Кăçал качаки икĕ путек парнеленĕ, пĕрне хăй пек хура пулманран ĕмĕртме килĕшмен-мĕн. Галина Ивановна шурăскерне амăшĕн сĕтне ĕмкĕчпе ĕçтернĕ. Кĕçех хулана килме тивнĕ вĕсен. Виçĕ кунри путеке ăçта хурас? Кирилловсем тĕплĕн шухăшланă хыççăн качакана сума кÿршĕ хĕрарăмне ыйтнă, шурă путеке вара курупкана чикнĕ те хулана илсе килнĕ. Çапла Люнтик Шупашкарти хваттерте виçĕ кун пурăннă. Çак тĕслĕх хуçисен яваплăхне, чунĕсен ырăлăхне кăтартса парать мар-и? Пĕлĕшĕ нумаях пулмасть ăратлă качака путекки парнеленĕ - ăна та юратаççĕ çĕнĕ хуçисем, анчах Люнтик кĕвĕçет иккен. "Ача пекех вĕт-ха вĕсем”, - путексене пĕремĕкпе сăйланă май хавхаланса калаçать хĕрарăм. Унтан çапла хушса хурать: "Эпĕ хам пирки яланах хула çынни тесе шутлаттăмччĕ, халĕ вара манăн чăн-чăн ял хĕрарăмĕ пулас килет!"

"Каймастăп чăваша, каймастăп Ивана..."

Галина Ивановнăпа вĕсен хуçа­лăхне пăхса çÿренĕ май хама канăç­сăрлантаракан ыйту тупсăмне пĕлме тăрăшатăп: мĕншĕн-ха вăл чăваша тата Ивана качча тухасшăн пулман? Хĕрарăм йăл кулчĕ те ачалăхне аса илме пуçларĕ. Галина Кемĕр облаçĕнчи Киселевск районĕнчи Алексеевка ялĕнче çуралнă иккен. Тĕрĕссипе, унра чăваш юнĕ чупать: унăн кукамăшĕ выçлăх çулĕсенче Çĕпĕре Чăваш Енрен куçса кайнă. Амăшĕ пĕчĕк Гальăна чăвашлах калаçса ÿстернĕ, шел, çак чĕлхепе вулама-çырма вĕрентсе ĕлкĕреймен. "Чăваш ялĕнче пурăнаттăмăр, унта хама питĕ лайăх туяттăмччĕ, мана пурте юрататчĕç, хам та çаплах. Чăваш чĕлхине те кăмăллаттăм, унран тĕнчере лайăхраххи çук тесе шухăшлаттăм. Эпĕ 6 çулта чухне аппа вырăс ялне - Малиновкăна - качча кайрĕ. Атте вилнĕччĕ ĕнтĕ ун чухне, çавăнпа аннепе эпир те çав поселока куçрăмăр. Унта вара урăх пурнăç пуçланчĕ. Урамра ачасемпе выляс тетĕп - анчах вĕсен пĕр сăмахне те ăнланмастăп - вырăсла пуплеççĕ, çитменнине мана "чăваш чĕппи” тесе витлеççĕ. Çавăншăн нихăçан та чăваша качча каймастăп тенĕ ĕнтĕ. Кичем ан пултăр тесе килте пуканесем ăсталама, вĕсемпе выляма-калаçма пуçларăм”, - асаилÿ çăмхине сÿтет Галина Ивановна.

7 çултан пуçласа чăвашла пач калаçман пулин те чĕлхене халĕ те ăнланать вăл, унтан та ытла - чăвашла вулама вĕренет. Курнавăша куçса килсен пĕр хушă унти чиркÿре те юрланă, çавна май халĕ чăвашла куçарнă кĕлĕ кĕнекисене вулать. Чăваш халăхĕ çинчен те ыррине çеç калать: "Вĕсем питĕ хитре юрлаççĕ, наци тумĕсем мĕнле илемлĕ тата! Çĕпĕрти чăваш ялĕнче пурăннă чухне эпĕ никама та ÿсĕр çÿренине курман. Хĕрарăмсем уявсенче сăрана астивсе çеç пăхатчĕç те каялла паратчĕç. Чăвашсем пĕр кунра мунча туса лартма, унта çăвăнса тухса кĕрекере савăнма пултарнине те лайăх астăватăп. Мĕн тери ĕçчен халăх! Паян пĕрисене пулăшаççĕ, ыран - теприсене. Ниме мелĕпе анлăн усă куратчĕç чăвашсем. Таçта та пурăнса пăхрăм, çапах чăвашсем пек ĕçчен те туслă халăх урăх курмарăм”, - чунне уçрĕ халĕ чăвашла чиперех калаçма пултараканскер.

"Иван ятлă каччăсене мĕншĕн сивленĕ вара эсир?" - малаллах тĕпчетĕп эпĕ. "Нумай юмахри тĕп сăнар ухмах Йăван пулнăран. Çапах пурнăçра чăваша тата Ивана качча тухма тиврĕ", - кулса пĕлтерет Галина Ивановна. Тĕрĕссипе, вăл Иван Егоровичăн юлташĕпе туслă пулнă иккен. Каччă ун чухне шахтăра ĕçлекен пикерен адресне ыйтнă, хăнана килме шантарнă. "Палăртнă кун тусăма кĕтме тухрăм. Пăхатăп та - автобусран вăл мар, Иван тухать. Вăл манăн адреса çырнă хута юлташĕн кĕсйинчен кăларса илнĕ те хăй килнĕ! Маларах та курнă-ха эпĕ ăна, çавăнпа аппа патне хăнана чĕнмех тиврĕ. "Иван - чăн-чăн хуçалăх çынни. Унпа пĕрлешсен ырă курса пурăнăн”, - терĕ аппа. Малтанлăха кăшт турткалантăм, икĕ уйăхран вара Иванпах мăшăрлантăмăр”, - каласа кăтартрĕ мана Галина Ивановна.

Иван Егорович, Елчĕк районĕнчи Тĕмерте çуралса ÿснĕскер, 8 класс пĕтерсен Çĕпĕре куçса кайнă, унта 10 класс вĕреннĕ. "Аслă пичче, икĕ аппа Новокузнецкра пурăнатчĕç. Ялта ăçта ĕçлĕн? Çемьере - 10 ача. Çавăнпа эпĕ те Çĕпĕре каяс терĕм”, - пирĕн калаçăва тăсрĕ Иван Егорович.

Çамрăк арăм каярахпа институтран, геологи факультетĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухнă. Нумайăшĕ асăрханă-тăр: арçынсенчен хăшĕ-пĕри арăмне çын хушшине питех кăларасшăн мар. Иван Егорович вара ун пек мар: мăшăрне аслă пĕлÿ илме те, юрлама юратаканскерне сцена çине тухма та чарман, пачах хирĕçле - ăна пулăшса-хавхалантарса пынă, халĕ те çаплах. Çавăнпа Галина Ивановна "çук-çук" тесех чăвашпа тата Иванпа çемье çавăрнăшăн пĕрре те ÿкĕнмест.

Украинăри лару-тăру пăшăрхантарать

Пурнăç сукмакĕпе 38 çул юнашар утакан мăшăр паянхи кун Украинăри лару-тăрупа кăсăклансах тăрать, унти хирĕçтăрусем айăпсăр çынсене шар кăтартнăшăн пăшăрханать: Луганск облаçĕнче Иван Егоровичăн шăллĕ пурăнать-çке. Чăн та, тăванĕ вĕсем тĕпленнĕ вырăнта пурте йĕркеллех тесе çирĕплетет, малашне те çаплах пултăрччĕ. Унсăр пуçне Украинăра Кирилловсем хăйсем те пĕр вăхăт пурăннă: "Çурçĕр çăмăллăхĕсене" тивĕçсен çав тăрăхра ăшă тата улма-çырла нумай тесе унта куçса кайрăмăр. Машинăпа 6 пин çухрăм кайсан чарăнтăмăр та çул хĕрринчи йывăçсем çинчи абрикоссене çиме пуçларăмăр. "Тусанлă абрикос мĕн тума кирлĕ сире, килĕртех пур вĕт”, - терĕç пире арçынсем. Чăн та, хамăр туяннă çурт йĕри-тавра та туллиех иккен вĕсем. Елчĕкри тăвансем патне хăнана пуçтарăннă чухне миххи-миххипе абрикос илсе килеттĕмĕр", - йăл куларах аса илет кил хуçи.

Украинăри Луганск облаçĕнчи Свердловскра тĕпленнĕ вĕсем. Галина Ивановна "Водоканалта" диспетчерта ĕçленĕ, Иван Егорович - автоколоннăра водительте. 13 çул хушшинче украинла та калаçма хăнăхнă. Уйрăм çуртра пурăннă май выльăх-чĕрлĕх нумай усранă, кил хуçи арăмĕ унти халăх апачĕсене тутлă пĕçерме вĕреннĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Украинăра вырăссене хĕсме пуçласан, ĕçре украинла çеç калаçма хушсан тата ытти пăтăрмаха пула Кирилловсем тăван тăрăха куçса килме шухăш тытнă. Вĕсен хĕрĕ, Çĕпĕрте кун çути курнă Оксана, ун чухне качча кайса ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, çавăнпа вăл çемйипе Евпаторире юлнă. Свердловскра çуралнă ывăлĕ Саша ашшĕ-амăшĕнчен юлман, вĕсемпе пĕрле инçе çула тухнă. Килйыш 1999 çулта Чăваш Енре тĕпленнĕ: Шупашкарта икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. "Юн туртăмĕ вăйлă çав. Чăваш Республикине куçса килсен вăл чăннипех те манăн тăван çĕр пулнине ăнлантăм”, - тет Галина Ивановна.

Хĕрĕ патне Крыма кашни 2-3 çулта кайма тăрăшнă вĕсем. Оксана - 4 ача амăшĕ, кăçал кукамай ятне те илтме ĕлкĕрнĕ. "Хĕрĕм Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе пурнăç лайăхланнине палăртать. Ĕç укçине те ÿстернĕ иккен - вăл санаторире поварта тăрăшать. Пĕлтĕр ывăлпа Евпаторие кайса килтĕмĕр, унти çынсемпе калаçрăм та - вĕсем те кăмăллă, "Раççейре пурăнма пулать", - теççĕ", - палăртать кил хуçи. Хĕрĕ кăçал февральте çемйипех Чăваш Ене хăнана çитнĕ, ашшĕ-амăшĕн ялти çуртне курса савăннă, вĕсем ыйтнипе туя хунавне тата вăррисене илсе килнĕ. Ывăлĕ, Саша, халĕ Мускавра пурăнать, уçă саслăскер ресторанра юрлать. Галина Ивановнăпа Иван Егорович вăл та авланасса, хăйсене асаннепе асатте тăвасса шанаççĕ.

Мĕншĕн эпĕ художник мар-ши?

Галина Ивановна мĕн пĕчĕкренех юрлама юратнă, халĕ те юрăсăр пĕр кун та пурăнаймасть. Шкулта концертсене тăтăшах хутшăннă, Украинăра унти халăх юррисене шăрантарма тытăннă, сăмах май, вĕсене вăл халĕ те юратса юрлать. Шупашкара куçса килсен Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн "Çулăм” ансамбльне çÿренĕ. Ку ушкăнпа пĕрле Пензăна, ытти хулана çитсе курнине халĕ те ырăпа аса илет. Интернатсемпе ача çурчĕсене концертпа кайсан вăл пĕчĕкскерсене савăнтарас тесе костюм тăхăнса шÿтсем те каланă. Пĕр хушă Владимир Моряков ертсе пыракан "Оптималист” ансамбльте юрланă.

Пултарулăх çыннин пĕр вырăнта тăмалла маррине, шав малалла аталанмаллине шута илсе хăй те уйрăм концертсем лартма пуçланă. Владимир Асхвана, ытти çамрăк юрăçпа ташăçăна пĕрле илсе санаторисене, кану çурчĕсене, ытти организацие çитсе унти çынсене савăнтарнă. Чуна пырса тивекен тата кăмăла çĕклентерекен юрăсем шăрантараканскерне, сцена çине хитре костюмсемпе тухаканскерне пур çĕрте те хапăлласа кĕтсе илнĕ. Ун чухнехи афишăсене халĕ килĕнчи стена çине пĕр çĕре çакса хунă.

Яла пурăнма куçсан та чун туртăмĕ çинчен манман вăл. Çулталăк ытла вырăнти чиркÿре юрлани çинчен маларах асăнтăм ĕнтĕ. Унсăр пуçне Курнавăшра Троица кунĕнче икĕ çул концерт йĕркеленĕ, ял çыннисене пултарулăхĕпе савăнтарнă. "Елчĕкри çăлтăр çумăрĕ" конкурсра "Халăх юррине чи лайăх шăрантаракан" номинацире çĕнтернĕ. Тăванĕсем ыйтсан вĕсене çуралнă кун ячĕпе саламласа халĕ те концерт лартать Галина Кириллова, çынсене хăйĕн компакт-дискне парнелет. "Эх, пĕр 20 çул çамрăкрах пулсан-и?" - хаш сывлать Надежда Кадышеван юррисене килĕштерекенскер.

Хăй каланă тăрăх - вăл тĕрлĕ чечек ÿстерме концертсем тăтăш йĕркелеме май килменрен пуçланă. Илем тĕнчине кăмăллаканскер хăйĕн киленĕçне вĕсенче курать. Çав хушăрах çынсене те ырă тума тăрăшать: ачасене сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкула илсе кайма чечек çыххисем парнелет, çынсене вăррисене парать. Кăçал Елчĕкри чиркĕве темиçе куршак чечек парнеленĕ. Хĕрĕ Крымран илсе килнĕ туя вăррисене акнă ĕнтĕ, темиçе сантиметр ÿснĕ хунавсене тепĕртакран çынсене, шкула, ялти чиркĕве парасшăн. "Ыттисем те савăнччăр, илеме курса киленччĕр”, - тет Галина Ивановна. Хăйсене тата ыттисене савăнăç кÿрес тесех вăл Çĕнĕ çул умĕн çурчĕ умне ятарласа туяннă синтетика чăрăша лартать, ăна гирляндăпа хитрелетет. Гирляндăна ирех çутать те чăрăш вара кунĕпех ялтăртатса çынсене илĕртет.

Илем тĕнчисĕр пурăнаймасть Галина Ивановна. Ун çинчен сехечĕ-сехечĕпе калаçма пултарать: "Мана яла килсе пурăнма тÿр килнĕшĕн Турра тав тăватăп. Кунта шурăмпуç мĕнле хитре! Хĕвел аннă самант тата! Çак илеме сăнласа кăтартма нимĕнле сăмах та çитес çук! Мĕншĕн эпĕ художник мар-ши тетĕп çакнашкал самантсенче. Ан тив, Турă мана ку илеме пир çине куçармалăх пултарулăх паман пултăр, çапах эпĕ ăна çак хитрелĕхе курма тата унпа киленме пÿрнĕшĕн тав тăватăп. Ялта уй-хире тухатăп та - тулă, ыраш, урпа пучаха ларнине курса савăнатăп, тырпул лартса çитĕнтерекенсен сывлăхĕ пултăр тетĕп. Эпĕ тÿпене сăнама юрататăп. Çын чунĕ пекех вĕт-ха вăл: тепĕр чухне тап-таса, хушăран - ăшă, хушăран - сивĕ, пĕринче - лăпкă, тепрехинче - вĕткеленет... Эсир çумăр кĕввине илтнĕ-и тата? Шăпăр-шăпăр çунă чухне пÿрт тăррине лексе хăйнеевĕрлĕ çемĕ çуратать вăл: пĕр хăвăртланать, пĕр вăрахланать, унтан çил вĕрет - чăн-чăн оркестр тейĕн. Ырлăх вĕт! Хулара эпĕ çумăр кĕввине илтейĕттĕм-и? Ăçта? Балкон çинче-и? Çук! Хĕлле ялта - пачах урăх илем: лапка-лапка юр çăвать... Халĕ манăн ялтан ниçта та каяс килмест. Кунта - чăн-чăн ырлăх”.

Çак сăмахсем çумне мĕнех хушса калайăн? Иван Егорович та, авă, хăйĕн хулара пачах çĕр каçас килменнине пĕлтерет. Кирилловсем хăйсен телейне ялта тупнă, унпа киленсе пурăнма пĕлеççĕ. Вĕсем патĕнче пулса курнă хыççăн хамăрăн та ялти пурнăçран ырри çук текен шухăш çуралчĕ. Тепĕр тесен, çын ÿркенмесен, пурăнма пĕлсен тата çутă ĕмĕтпе хавхалансан вăл хăйне кирек ăçта та телейлĕ туйĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.