Пĕтĕмпех ĕне çинчен
Хăлхипе ĕне питĕ лайăх илтет. Авалхи йăхташĕсенченех пырать çакă. Чăтлăхсенче пурăннă чухне вĕсем ытларах куçĕсене мар, хăлхисене шаннă. Ĕне сасă вăйне уйăрать, сигналсене çăмăллăнах астуса юлать. Сигналпа кĕтÿçĕ кĕтĕве хăй тавра пуçтарма, шыв патне е киле илсе çитерме пултарать. Ăста кĕтÿçĕсем çакăн çинчен пĕлеççĕ, ĕçре усă кураççĕ. Ахальтен мар ĕлĕк кĕтÿçĕ пиçиххийĕ çинче çепĕç те янăравлă сасă кăларакан шăхличĕ çакса çÿренĕ. Халĕ ун пеккине кураймастăн. Пĕр хушă кĕтÿçĕсем пионер горнĕпе усă куратчĕç. Ăста аллинче вăл шиклентермелле мар, çăмăллăн та çепĕççĕн янăрать.