Комментировать

28 Авг, 2015

Пĕтĕмпех ĕне çинчен

Хăлхипе ĕне питĕ лайăх илтет. Авалхи йăхташĕсенченех пырать çакă. Чăтлăхсенче пурăннă чухне вĕсем ытларах куçĕсене мар, хăлхисене шаннă. Ĕне сасă вăйне уйăрать, сигналсене çăмăллăнах астуса юлать. Сигналпа кĕтÿçĕ кĕтĕве хăй тавра пуçтарма, шыв патне е киле илсе çитерме пултарать. Ăста кĕтÿçĕсем çакăн çинчен пĕлеççĕ, ĕçре усă кураççĕ. Ахальтен мар ĕлĕк кĕтÿçĕ пиçиххийĕ çинче çепĕç те янăравлă сасă кăларакан шăхличĕ çакса çÿренĕ. Халĕ ун пеккине кураймастăн. Пĕр хушă кĕтÿçĕсем пионер горнĕпе усă куратчĕç. Ăста аллинче вăл шиклентермелле мар, çăмăллăн та çепĕççĕн янăрать. Хăнăхнă сасса илтсен ĕнесем хăраса тармаççĕ, кĕтÿçĕ енне куç ывăтаççĕ те хăлхисене вылятаççĕ. Çакă хушнине итлемеллине пĕлтерет.

Ытти сасă /автомашина кăшкăртни, самолет вĕçсе иртни, кил хуçи хĕрарăмĕ витрине çĕре ÿкерни/ чĕрчуна сисчÿлентерет. Кунашкал сасса тăтăш илтсен ĕне сахал выртать, чăмлать, сĕтне те япăх антарать. Хăшĕ-пĕри тепĕр кунне те тăна кĕрсе çитеймест.

  •  Мăйракаллă шултра выльăх шăрша аван туять, çакă ăна кулленхи пурнăçра питĕ пулăшать. Çĕнĕ вырăна куçсанах выльăх урайне е çĕре шăршласа тĕрĕслет. Кĕтÿре курăка тата çĕр сийне сăмсипе тĕпчет. Нумаях пулмасть тислĕк тăкнă вырăна кăмăлламасть.

Шăршă тăрăх тата сăнран апата ĕне çиелтен кăна хаклама пултарать. Апат тутине вара çăварĕнче вырнаçнă 25 пин ĕмкĕч тĕрĕслет. Ĕне пылак, йÿçĕ тăварлă тата питĕ йÿçĕ апата уйăрать. Çав тери йÿççине пач килĕштермест, ытла тăварлине те çиесшĕн мар, ытларах пылак курăка кăмăллать.

  •  Пытарас çук, чылай кил хуçин выльăх витинче çил вылять: унта сивĕ, нÿрĕк тăрать, тĕттĕм. Япăх условире усранăран ĕне сахал сĕт антарать. Сивве пула унăн хырăмĕ выçать, çавăнпа çÿхе стеналлă витере тăракан выльăха апат ытларах çитермелле. Капла тумасан вăл вăйлăрах шăнать, вăйсăрланать. Çакна та палăртмалла: шартлама сивĕсенче ĕне сахал çиет, ытла шăрăх çанталăкра та çаплах.
  •  Ĕне вăхăт-вăхăтпа 1-5 минутшар çывăрать. Вăл куçне хупни çывăрнине пĕлтермест, тĕлĕрнине кăна.
  •  Апата ĕне чăмламасăрах çăтать, тĕп ĕçне каннă хушăра пурнăçлать. Акă мĕншĕн ĕнене лăпкăн выртма май туса памалла.

Ĕне ытларах чухне ирхине апатланма кăмăллать. Тепĕр чухне кил хуçи хăйĕншĕн меллĕ йĕркене те хăнăхтарать. Утта выльăха каçхине çитерсен аван, шăплăхра тата канăçлăхра ăна лайăх чăмласа антарать.

Мăйракаллă шултра выльăх 4 сантиметртан кĕске курăка çиеймест. Çавăнпа çуркунне кĕтĕве тухсассăнах вăл тăранаймасть, ирсерен тата каçсерен ăна апатлантармалла. Çÿллĕ курăк çинче те çÿретме тăрăшмалла мар. Курăк çÿллĕшĕ 10-12 см пулсан аван.

  •  Ĕнене мĕн чухлĕ шыв ĕçтермелле тетĕр-и? Татăклă хуравлаймăн. Ку ăратран, выльăх йывăрăшĕнчен килет. Нумай сĕт паракан ĕнене ытларах ĕçтермелле. Ăсчахсем сăнанă тăрăх – пăруланă тына талăкра 31 литр шыв ĕçет, 15-20 литр сĕт паракан ĕне - 38 литр, 20-25 л сĕт антараканни - 40 литр.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.