- Чăвашла верси
- Русская версия
Тырă вырăнне - çумкурăк
Çĕр çынсене ĕмĕртен вăрçтарнă. Унпа çыхăннă ыйтусем халĕ те çивĕч. Çакна Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленине килекен çырусем те çирĕплетеççĕ. Кăçалхи çур çулта кăна 17 çăхав çитнĕ. Çынсем ыйтăва вырăнта татса парайманнипе специалистсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Вĕсене ыттисем çĕрпе мĕнле усă курни канăç памасть. Çакна та палăртмалла: çăхавсем тăрăх – административлă тĕпчевсем ирттерсе должноçри икĕ çынна явап тыттарнă.
Çулсерен инспекторсем район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсенчен килнĕ çырусемпе çула тухаççĕ, лару-тăрупа вырăнта паллашса ыйтăва татса пама тăрăшаççĕ.
Акă нумай пулмасть Канаш район администрацийĕнчен Шаккăл ял çывăхĕнчи 157 гектар çĕре çумкурăк пусса илнине пĕлтерчĕç. Вăл лаптăка 2011 çултах пĕр çын арендăна илнĕ-мĕн. Унтанпа шыв-шур самай юхса иртнĕ, анчах çак тарана çитсе те ăна сухаласа акма, пахчаçимĕç лартма вăхăт тупайман.
- Ĕлкĕрĕп-ха çĕр çинче тар тăкма, - тенĕ пулас вăл, лаптăка 49 çула арендăна илнĕскер.
Çын ури пусман уй-хире вара çумкурăк кăна мар, йывăç-тĕм те пусса илме тытăннă. Кĕçех вăрман кашласа ларĕ кунта.
Арендатор çĕрĕ пирки пач маннă тейĕн. Хăй каланă тăрăх - 32 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне акнă-мĕн. Иртнĕ çул вара пĕр гектар çĕрулми те лартнă. Анчах кăçал вăй çитереймен курăнать, лаптăкра çумкурăк кăна ашкăрса ларать.
2015 çулхи çур çулта çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмешкĕн 26 протокол çырма тивнĕ. Вĕсем ытларах Патăрьел, Комсомольски, Канаш, Шăмăршă, Етĕрне, Тăвай районĕсенче.
Надежда Васильева, управлени ĕçченĕ.
Комментировать