Пахчи-пахчи иçĕм çырли...

14 Çурла, 2015

Чăваш Енре кăçал «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса 33 фермер, «Çемье ферми» программăпа вара 9 фермер хуçалăхĕ грант çĕнсе илме пултарчĕ. Çак хастарсен хушшинче Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи Павел Семенов та пур. Патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕскер нухрата пĕтĕмпех фермер хуçалăхне аталантарма ярĕ.

Павел Николаевич 21 çулта çеç. Вăл - Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн студенчĕ. Ашшĕ, Николай Семенович Семенов, 20 çул ытла иçĕм çырли тата улма-çырла йывăççи çитĕнтерессипе ĕçлет. Паллах, Павел Николаевич та ачаранах ĕç çумне çыпçăннă. Иçĕм çырли ÿстерес тĕлĕшпе вăл чылай опыт пухнă.

Паянхи кун фермерăн 1,5 га лаптăк çинче питомник пур: унта 48 сорт иçĕм çырли, 51 сорт груша, 62 сорт улмуççи, 8 сорт аçтăрхан мăйăрĕ, слива, черешня, абрикос, алыча çитĕнет. Иçĕм çырлин хăшпĕр сорчĕ виççĕмĕш çул лайăх тухăçпа савăнтарать.

Питомник хывнин тĕп тĕллевĕ - Чăваш Енри çанталăк условийĕсенче улма-çырла культурин тĕрлĕ сортне сăнаса тĕрĕслесси, улмуççипе грушăн кĕркуннехипе хĕллехи сорчĕсене çитĕнтерсе пысăк тухăç илесси, халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтересси, малашне чĕртавара тирпейлеме ятарлă цех хута ярасси, çамрăк фермерсене, шкул ачисене, студентсемпе пахчаçăсене кăсăклантарма вырăнта вĕренÿпе практика предприятийĕ йĕркелесси.

Ĕç кăтартăвĕсем тăрăх - пирĕн республикăра шăпах иçĕм çырли тата ăшша юратакан ытти ÿсен-тăран ÿстерме май пуррине палăртать фермер. Çуллахи шăрăх çанталăк та, хĕллехи сивĕсем те хăратмаççĕ вĕсене. «Виноград çитĕнтерме Турă хушать пире, - тет каччă. - Чăваш Енри çанталăк шăпах çак культурăна ÿстерме юрăхлине пĕтĕмлетнĕ вырăнти пахчаçăсем. Мĕншĕн тесен хĕллехи сивĕсем ăна сăтăрçăсенчен хăтараççĕ. Сăмахран, кÿршĕри Мари Республикинче вăл пиçсе çитеймест, Чĕмпĕр облаçĕнче вара, кăнтăрти пек, çак культура чирлет. Пирĕн тăрăхра экологи тĕлĕшĕнчен таса çырла çитĕнтерме май пур. Нимĕнле наркăмăшсăр. Çулталăкра пĕрре унăн лаптăкне сухалама трактор туянни те вырăнсăр. Кун пек чухне тытса ĕçлеттерме пулать. Çавăнпа та Чулхула облаçĕнче тыр-пул çитĕнтерччĕр. Ăна туса илме унта икĕ хут йÿнĕрех. Асăннă тăрăхра çĕр чылай».

Фермер кăçал 500 ытла тĕп иçĕм çырли сутнă. Чăваш Енре çак культурăпа кăсăкланакан чылай пулнине калать вăл. Нумайăшĕ унран пысăк тухăç илет.

Кăçал Павел Семенов сад лаптăкне 8,5 га таран пысăклатнă. Кунтах вĕсем лартмалли йывăçсем тата иçĕм çырли валли тăпра хатĕрлеççĕ.

Ĕçне кура чысĕ. Кăçал Павел Николаевич хăйĕн продукцийĕпе Канашра иртнĕ Республика кунне халалланă уява хутшăннă. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ăна, «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăн конкурс çĕнтерÿçине, сертификат парса чысланă.

Маларах вĕсем ашшĕпе Мускавра иртекен «Ылтăн кĕркунне» курава çулсеренех хутшăннă. Çавна май вĕсен награда чылай: дипломсем, Хисеп хучĕсем.

Фермер хуçалăхĕн членĕ Николай Семенович каланă тăрăх - вĕсене час-часх тĕрлĕ курава йыхравлаççĕ: район, республика шайĕнчисене çеç мар, унăн тулашĕнчисене те. «Анчах пушă вăхăт çукрах, - кăмăллăн калаçать вăл. - Кашни йывăçа сыпмалла. Пĕр кунра 100-110 тĕм таран. Кăçал пĕтĕмĕшле 3,5 пин тĕмĕ сыпма пултартăм. Йывăçсен чĕрĕлеслĕхĕ 80-85 процентпа танлашать. Ку лайăх кăтарту!»

Ашшĕпе ывăлĕ килĕштерсе ĕçлеççĕ. Халăха паха сортсемпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Вĕсене иçĕм çырли, хĕллехи сивве чăтăмлă улмуççипе груша тата ытти культура çитĕнтерес тĕлĕшпе яланах пулăшма хатĕр.

Альбина ДАНИЛОВА,

Чăваш Енри хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ассоциацийĕн ертÿçин çумĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.