Архив - 2017 - Хресчен сасси

декабрь 27th

27 Дек, 2017

Чунра та канлĕ

«Хурçă ут» умне виççĕн пĕшкĕннĕ те хĕрсех тем сÿтсе яваççĕ. Пĕри пысăк тимĕр мăлатук илсе шаккама пикенчĕ. «Ĕçлемелле чухне чăхăмлать», — пăшăрханнине пытармарĕ арçын. Уй-хир тахçанах пушаннă пулин те, механизаторшăн хуçалăхра ĕç тупăнсах тăрать: техникăна юсамалла, фермăра пулăшмалла. «Алă усса ларма хăнăхман эпир», — терĕ вăл. Вăтăр çул ытла ĕнтĕ вăл тракторпа ĕçлеме тытăнни. Çуллен ака-сухана хутшăнать.

27 Дек, 2017

Çÿхе пăр инкек кăтартать

Хĕллехи вăрăм каникул пуçланнă май ача-пăча, аслисем те яка пăр çине туртăнаççĕ. Пĕрисем — ярăнма, теприсем вара — пулă тытма.

Анчах йĕркене пăхăнманни час-часах инкекпе вĕçленет. Çавна шута илсе ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе пресс-тур йĕркеленĕ. Вĕсем Тĕп çăлав станцийĕнче, Шупашкарти ГЭСра пулнă. Пулăçсемпе калаçу ирттернĕ, буклетсем сарнă.

27 Дек, 2017

Çине-çинех - çĕнĕ ФАП

Республикăра юлашки вăхăтра çĕнĕ те хăтлă ФАПсем çине-çинех уçăлаççĕ.

2013 çултанпа Чăваш Енре 146 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Çапла майпа ялсенчи кашни тăваттăмĕш сиплев çуртне çĕнетнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле Канаш /Сиккасси ялĕнче/, Красноармейски /Шывпуç/, Сĕнтĕрвăрри /Аксарин/, Çĕрпÿ /Туçи/, Вăрнар /Сăкăт/, Шупашкар /Карачура/ районĕсенче те хăтлă сиплев çурчĕсем ĕçлеме тытăнмалла.

27 Дек, 2017

Вите ан пушантăр

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев раштавăн 23-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче кил хуçалăхĕсенчен сĕт пухассипе, унăн пахалăхĕпе тата сутлăх хакĕпе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ.

Сутлăх сĕт хакĕ

декабрь 20th

20 Дек, 2017

«Лайăх юрă кăмăла уçать»

Муркашра пурăнакан Константин Марков кĕвĕленĕ юрăсене чăваш эстрада артисчĕсем юратса юрлаççĕ. Унсăр пуçне вырăнта йĕркеленĕ ушкăнсем те. Хăй каланă тăрăх, вĕсене тăван тăрăхĕнчи юрăçсем валли хайлать. Вăл юрă хыççăн юрă кĕвĕлет, вĕсене эфира кăларсах тăрать. Юррисенче чăвашлăх, халăх чунĕ уйрăмах палăрса тăрать. Ритм тĕлĕшĕнчен халăх юррисене çывăх.

— Константин Георгиевич, юрă-кĕвĕпе ачаранах туслă-и? Ку тĕлĕшпе мĕнле вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ эсир?

20 Дек, 2017

Чăвашлăха аталантаракан «Энĕш»

Куславкка районĕнчи Карачри культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Энĕш» ансамбль пултарулăхĕпе тĕрлĕ уявра пĕрре мар паллашнă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ, кун-çулĕ пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе хальхинче ятарласа çула тухрăм.

Юрă-кĕвĕ ĕмĕрне тăсакансем

Страницы