Экологи çулталăкне пĕтĕмлетĕç

20 Дек, 2017

Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шу­пашкарта Наци библиотекинче «Симĕс Чăваш Ен» республикăри V экологи форумĕ иртет.

Унта Экологи çулталăкĕ Чăваш Енре мĕнле иртнине пĕтĕмлетĕç. Çулталăк республикăшăн тĕрлĕ мероприяти­пе пуян пулчĕ. Кашниех тарăн йĕр хă­варчĕ. Çак тапхăрта Чăваш Ен эколо­ги тĕлĕшпе чи лайăх вунă регион йыш­не кĕме пултарчĕ. Федерацин Атăлçи округĕн рейтингĕнче вара пĕрремĕш вырăна тухрĕ. «Таса çĕршыв» проек­та хутшăнса Шупашкарта хытă каяш­сен вырăнне рекультивацилеççĕ. Эко­логи лару-тăрăвне лайăхлатма Çĕнĕ Шупашкарта хытă каяшсене тирпейле­мелли комплекс хута янă. Канаш хулин­че тата Çĕмĕрле районĕнче çÿп-çап ти­екен станци тума палăртнă.

Чăваш Енре Атăла юхса тухакан шыва тасатас ыйтăва та татса панă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.