Ватлăхра тупнă телей

27 Дек, 2017

Муркаш районĕнчи Йÿçкассинчи Ваттисен çуртне уçни 13 çул иртрĕ. Унтанпах ăна Валентина Шивирева ертсе пырать.

Икĕ хутлă пысăк çурт юлашки çулсенче палăрмаллах илемленнĕ, çĕнелнĕ. Пÿлĕмсенче, коридорта, фойере ирĕклĕ, çутă. Пурĕ 19 пÿлĕм кунта. Çывăх çынсен хÿтлĕхĕсĕр юлнă ватăсем пĕрерĕн, ик¬шерĕн пурăнаççĕ. Хальхи вăхăтра 51 çын хÿтлĕх тупнă кунта. Ытла¬рахăшĕ — инвалидсем. Пурнăçран уйрăлнисене юлашки çула ăсатма асăнмалли пÿлĕм те тунă. Халăх йăли-йĕркипе пытараççĕ вĕсене.

Эпĕ те ватăсемпе хутшăнма час-часах килетĕп. Вĕсен шăпипе, пурнăçĕпе паллашатăп. Кашнин тĕрлĕрен вăл. Анчах пурнăç сук¬макĕ пурне те ватлăхра çакăнта илсе çитернĕ. Акă Николайпа Ва-лентина Андреевсем пĕр палатăра пурăнаççĕ. Сакăр теçетке çултан иртнĕскерсене тăван килне хăварсах ваттисен çуртĕнче хÿтлĕх туп¬ма мĕн хистенĕ-ши? Валентина Ивановна хăй вăхăтĕнче «Ударник» хуçалăхра тăрăшса ĕçленĕ. Ĕне фермине те ертсе пычĕ вăл. Унăн сăнĕ яланах Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Анчах çемье çавăрай¬ман. Çамрăк ĕмĕрне хуçалăхра ĕçлесех ирттернĕ. Николай Андрее¬вич вара Анатри Апашра çуралса ÿснĕ. Ĕмĕрĕпех уй-хирте, фермăра вăй хунă, хушма хуçалăх тытнă. Ăна та мăшăрлă пулма тÿр килмен. Пĕччен ватăсене ялта пурăнма йывăррипе кунта куçнă. Çамрăк чух¬не пĕр-пĕринчен аякра та пурăнман темелле. Анчах сукмаксем халĕ çеç пĕрлешнĕ. Хисеплĕ мăшăра уйрăм пÿлĕм уйăрнă.

— Кăмăллă çынсем, ватлăхра пулин те савăнса пурăнччăр, — терĕ Валентина Шивирева.

Ватăсем те пурнăç таппинчен юласшăн мар. Халĕ тăрăшсах Çĕнĕ çул кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Пÿлĕмсене, фойене илемлетеççĕ, юрă-кĕвĕ аса илеççĕ. Уяв сĕтелĕ хушшине вара пурте пĕрле пуçтарăнĕç. Кунта пурте пĕр çемьери пек-çке.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.