- Чăвашла верси
- Русская версия
Чунра та канлĕ
«Хурçă ут» умне виççĕн пĕшкĕннĕ те хĕрсех тем сÿтсе яваççĕ. Пĕри пысăк тимĕр мăлатук илсе шаккама пикенчĕ. «Ĕçлемелле чухне чăхăмлать», — пăшăрханнине пытармарĕ арçын. Уй-хир тахçанах пушаннă пулин те, механизаторшăн хуçалăхра ĕç тупăнсах тăрать: техникăна юсамалла, фермăра пулăшмалла. «Алă усса ларма хăнăхман эпир», — терĕ вăл. Вăтăр çул ытла ĕнтĕ вăл тракторпа ĕçлеме тытăнни. Çуллен ака-сухана хутшăнать.
— Кармалта унччен «Победа», «Слава» хуçалăхсем пулнă. Вĕсем аркансан ку тăрăхри Валерий Грачев фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕ, уй-хире çум курăкĕпе хупланма памарĕ, ял çыннисене ĕçсĕр хăвармарĕ. Пире, çулланнă çынсене, халĕ тин пурнăçа улăштарма, çемьене пăрахса Мускав тăрăх çÿреме йывăр. Колхозра е фермер хуçалăхĕнче-и — пирĕншĕн чи кирли — ĕç пултăр, вăхăтра шалу тÿлеччĕр. Тракторпа ака-сухана тухасчĕ, калча шăтса тухнине, сарă пучах тулнине курса савăнасчĕ, — терĕ Николай Пугачев. — Çĕр çыннишĕн пысăк савăнăç — тăван тăрăх юхăнманни, вăй илсе аталанни.
Уншăн хĕрÿ тапхăр çуркунне ака-сухаран пуçланать те кĕркунне уй-хир пушанмасăр та вĕçленмест. Хĕлле вара пĕчĕк техникăпа фермăра выльăха апат парать. МТЗ-82, Т-150, комбайн техникăна юсаса хĕрÿ тапхăра хатĕрлеме те вăхăт тупать вăл.
Шкултан вĕренсе тухсан тракторист специальноç не алла илнĕ. Çамрăк хулана тухса кайма васкаман, тăван ялтах юлнă. «Ырлăхран хурлăх шыраса çÿремен эпĕ. Мана ял пурнăçĕ килĕшет», — терĕ механизатор. Малалла вулас...
Комментари хушас