- Чăвашла верси
- Русская версия
«Лайăх юрă кăмăла уçать»
Муркашра пурăнакан Константин Марков кĕвĕленĕ юрăсене чăваш эстрада артисчĕсем юратса юрлаççĕ. Унсăр пуçне вырăнта йĕркеленĕ ушкăнсем те. Хăй каланă тăрăх, вĕсене тăван тăрăхĕнчи юрăçсем валли хайлать. Вăл юрă хыççăн юрă кĕвĕлет, вĕсене эфира кăларсах тăрать. Юррисенче чăвашлăх, халăх чунĕ уйрăмах палăрса тăрать. Ритм тĕлĕшĕнчен халăх юррисене çывăх.
— Константин Георгиевич, юрă-кĕвĕпе ачаранах туслă-и? Ку тĕлĕшпе мĕнле вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ эсир?
— Анне питĕ юрлама ăстаччĕ. Эпĕ мандолина, пианино калатăп. Анчах ку тĕлĕшпе ниçта та вĕренме тÿр килмен. Мĕн пĕчĕкрен аслисем чăваш юррисене шăрантарнине итлесе çитĕннĕ. Мана çут çанталăк, юрату темисем çывăх. Сăвă тупатăп та ĕнĕрлесе çÿретĕп, диктофон çине çыратăп. Каярахпа тепĕр хут итлетĕп, килĕшмесен улăштаратăп.
— Хăвăр юррăрсене чи малтан кама кăтартатăр? Паянхи кун вĕсен шучĕ миçе?
— Пĕр вăхăт эпĕ Орининри «Шур акăш» ансамбле çÿрерĕм. Валерий Ильдяков купăсçăпа туслашрăм. Хамăн пĕрремĕш юрра та ăна кăтартрăм. Вăл «Кăкшăм курăкĕ»/сăвви Надежда Силпин/ ятлăччĕ. Çавăн пекех ансамбль ертÿçи Владимир Александров та чылай пулăшнă мана. Валерий Ильдяковпа халĕ те туслă çыхăну тытатăп. Вăлах манăн юрăсене хаклаканĕ те. Паянхи куна 50 ытла юрă халăх патне çитнĕ. Ĕçре мана Валерий Ильдяков, Валерий Игнатьев, Александр Сафронов аранжировщиксем пулăшса пыраççĕ.
— Юратнă юррăр пур-и?
— Вĕсем пурте — ман «ачасем». <...>
— Чун киленĕçĕ сирĕншĕн юрă çеç мар, пыл хурчĕ те. Вĕлле хуртне пăхнă чухне те юрă-кĕвĕ шăрантаратăр-и?
— Ун пекки час-часах пулать. <...>
— Паллах, пурнăçра «шурăпа» пĕрлех «хури» те юнашарах. Чун ыратăвĕ те пурах ĕнтĕ. Чун-чĕре мĕншĕн «йĕрет» паян?
— Чăвашлăх пĕтсе пынăран, культура йăшнăран. Паянхи сцена çинче кам кăна юрламасть? Юрă сăмахĕсене илтес те килмест. Çакнашкаллисене мĕншĕн радиопа кĕрлеттереççĕ-ши? Юрра-кĕвве «ала» витĕр кăлармаллах. Çÿп-çапран тыр-пул шăтас çук. Çавăн пекех çамрăксем сăра-эрехпе туслашни чуна ыраттарать. <...> Тулли верси...
Комментировать