Чăваш кăларăмĕсем - «Çырăнтару лидерĕ» çĕнтерÿçисем

14 Çурла, 2015

«Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан «Çамрăксен хаçачĕн», «Хресчен сасси» хаçатăн тата «Тăван Атăл» журналăн редакцийĕсене Мускавра Дипломпа наградăларĕç.

Раççейĕн тĕп хулинче августăн 6-мĕшĕнче пичет ĕçченĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ канашлу-семинар иртрĕ. Ун хыççăн «Аргументы и факты» Издательство çурчĕн пресс-центрĕнче çĕршыв тата регион шайĕнче тухса тăракан, 2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли çырăнакансен шутне ÿстернĕ хаçатсемпе журналсен редакцийĕсене «Çырăнтару лидерĕ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн чысларĕç.

Савăнăçлă мероприятие РФ Патшалăх Думин Информаци политикин, информаци технологийĕсемпе çыхăнăвĕн комитечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Андрей Туманов, РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин пичет кăларăмĕсемпе полиграфи пайĕн пуçлăхĕ Екатерина Часовская, Пичет, кĕнеке кăларас тата полиграфи управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Геннадий Кудий, Хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе ĕçлекен института пулăшакан альянсăн координаци канашĕн председателĕ Вячеслав Керов, Раççей почтин çырăнтару ĕç-хĕлне аталантаракан департамĕнчĕн ертÿçи Михаил Казаков, почта çыхăнăвĕн управленийĕсен пуçлăхĕсем, Мускаври Издательство çурчĕсен директорĕсем, тĕрлĕ регионти пичет кăларăмĕсен редакторĕсем хутшăнчĕç.

Кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăнакансен йышне пысăклатнăшăн почта çыхăнăвĕн 10 управленине, çĕршыв шайĕнче тухса тăракан 10 тата регионсенчи тепĕр 10 кăларăм редакцийĕсене Дипломпа чысларĕç. Вĕсем, 2014 çулхи иккĕмĕш çур çулти кампанипе танлаштарсан, хаçат-журнал тиражне ÿстерме пултарнă. Регионсенчи çырăнтару акцине ăнăçлă ирттернĕ 10 кăларăм йышĕнче виççĕшĕ - «Хыпар» Издательство çурчĕн икĕ хаçачĕпе пĕр журналăн редакцийĕсем. «Çамрăксен хаçачĕн», «Хресчен сассин» тата «Тăван Атăлăн» тиражĕсем сыхланса юлнă кăна мар, ÿснĕ те. Кăсăклă тепĕр пулăм: вулакансен йышне ÿстернĕ 10 кăларăмран 5-шĕ çеç наци чĕлхипе тухса тăраççĕ, 3-шĕ кăна - обществăпа политика хаçачĕсем. Вĕсенчен иккĕшĕ вара - «Çамрăксен хаçачĕпе» «Хресчен сасси» - Чăваш Республикинче пичетленеççĕ.

Пытармастăп: «АиФ» Издательство çурчĕн хăтлă залĕнче Диплом илме виççĕмĕш хут тухсан ?ăнланмалла сăлтавсене пула кашни редакциренех каяймарăмăр% зал тăвăллăн алă çупрĕ. Çĕршыври урăх нихăш Издательство çурчĕн те ун чухлĕ кăларăмăн тиражĕ ÿсмен. Раççейри пичет кăларăмĕсен тиражĕ çак çур çул валли вăтамран 22 процент чакнă вăхăтра Чăваш Республикинчи икĕ хаçатпа пĕр журнала илсе тăракансен йышĕ ÿсни тĕлĕнмелле пулăм иккенне Вячеслав Керов та хăйĕн сăмахĕнче палăртрĕ, обществăпа политика хаçачĕсен тиражне хăпартма майсем тупнăшăн ырларĕ, пирĕнтен тĕслĕх илмеллине çирĕплетрĕ.

Дмитрий МОИСЕЕВ,

«Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ.

РЕДАКЦИРЕН: ÇАК ДИПЛОМА «ХРЕСЧЕН САССИ» ХАÇАТ ТА ИЛМЕ ТИВĔÇ ПУЛНИШĔН ЧУНТАН САВĂНАТПĂР. ХАКЛĂ ВУЛАКАНĂМĂРСЕМ! КУ ÇИТĔ-НŸРЕ СИРĔН ТŸПĔР ВЫШКАЙСĂР ПЫСĂК. ПИРĔНПЕ ТУСЛĂ ÇЫХĂНĂВА ТАТМАНШĂН СИРЕ ЧĔРЕРЕН ТАВ ТĂВАТПĂР. МАЛАШНЕ ТЕ ПĔРЛЕ ТАЧĂ ÇЫХĂНСА ĔÇЛЕССЕ ШАНАТПĂР. ПĔРЛЕ ПУРĂНАР, ПĔР ÇУЛПА УТАР!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.