Халăха юратупа телей пиллерĕ

7 Çурла, 2015

Иртнĕ эрне Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмпа палăрса юлчĕ: Шупашкара Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайрĕ. Ăна аэропортра Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов кĕтсе илнĕ.

Малтанах вăл тĕп хулари Пукрав тата Татиана соборне çитнĕ. Святейший Патриарха курма халăх йышлă пуçтарăннă. Вĕсен йышĕнчех çамрăксем, вăйпитти çынсем, ватти-вĕтти.

Вырăс Православи чиркĕвĕн Пуçлăхĕ Чăваш Ене хавас кăмăлпа килсе çитнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна нумай нациллĕ республикăра хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пынăшăн тав тунă. «Нумай нациллĕ халăх пĕр-пĕрин культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине хисеплесе пурăнсан кăна упранса юлаять. Чăваш Енре канăçлă та лăпкă пулнишĕн Турра тав тăвар. Малашне те çаплах пултăр», - тенĕ Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ. Вăл çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева та тав тунă, Турă Амăшĕн «Державная» турăшне асăнмалăх панă.

Каярахпа Святейший Кирилл Патриарх халăхпа тĕлпулнă. Вĕсемпе вăл хаваспах сăнÿкерĕннĕ. Паллах, унран пил ыйтакан та йышлă пулнă.

Августăн 2-мĕшĕнче вара Апостăлпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе лартнă Çĕнĕ Шупашкарти соборта Патриархăмăр литурги ирттернĕ. Кĕлĕ вăхăтĕнче виçĕ хутчен чăваш чĕлхи янăранă. Урăхла каласан, кĕлĕ сыпăкĕсене чăвашла черетпе Валерий атте, Гурий атте тата инçетри Улан-Удэрен килнĕ Савватий митрополит вуланă. Çакă чăваш чун-чĕреллĕ çыншăн чăннипех пысăк савăнăç шутланать.

Шупашкарта Сергий Радонежский ячĕллĕ собор лартас тĕлĕшпе пысăк пулăшу кÿнĕшĕн Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл указĕпе килĕшÿллĕн Машинăсем тăвакан конструкторсен «Искра» бюро генеральнăй директорне Владимир Сорокина, «Тус» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорне Николай Угаслова, НПО «Элара» генеральнăй директорне Андрей Углова, «Дорисс» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорне Всеволод Рощина Вырăс Православи Чиркĕвĕн Таса пурнăçлă Сергий Радонежскийăн 3 степеньлĕ орденне панă.

Малтанах палăртнă пек Святейший Кирилл Патриарх çак кунах Шупашкарти «Çĕнтерÿ» асăну комплексĕ умне чечек кăшăлĕ хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса кĕлĕ ирттернĕ хыççăн ветерансем умĕнче сăмах каланă, вăрçăри паттăрлăхшăн вĕсене тав тунă. Совет салтакĕ хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран вăрçа çĕнтерме пултарнине палăртнă вăл. Çак шухăша паянхи çамрăксем патне çитермеллине каланă.

Патриархăмăр Сергий Радонежский ячĕпе лартакан чиркĕвĕн никĕсне асăну капсулине хывма та хутшăннă. Унта кĕлĕ те вуланă. «Çак храм кĕçех çĕкленсе ларасса ĕненетпĕр, - тенĕ вăл халăха вĕрентсе. - Чиркÿсем кирлĕ чухне кăна çĕкленеççĕ. Вĕсем халăха кирлĕ пулсан, ĕненÿ пирĕн чĕререх».

Святейший Кирилл Патриархпа тĕлпулни, пил пани чăваш халăхĕн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ. Юратупа телей пилленĕ халăх тем тесен те ăраскаллă.

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш çĕрĕ çинче пĕрремĕш хут 1969 çулта пулнă.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.