Хушма хуçалăх, çĕр... - пурне те шутлĕç

7 Çурла, 2015

2016 çулхи июль уйăхĕн 1 - августăн 15-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ иртмелле. Паллă мероприятие Чăваш Енре те хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ: яваплă çынсене çирĕплетнĕ, ĕç планне палăртнă тата ытти те.

Ят-шыв вăрттăнлăхра юлĕ

РФ «Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн пĕлтерĕшлĕ мероприятие çĕршывра вунă çулта пĕр хутран кая мар ирттермелле. Юлашки хут вăл 2006 çулхи июлĕн 1-25-мĕшĕсенче иртнĕ. Кун пек çырав 1920 çултанпах иртменнине шута илсен çĕршыври статистика тытăмĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнă. Вăл Раççейри çĕнĕ экономика условийĕсенче аграри секторĕн аталанăвне, çĕнетÿ тапхăрĕнчи ялти лару-тăрăва туллин уçса панă. Унăн кăтартăвне тĕпе хурса 2008-2012 çулсенче ялхуçалăхне аталантарма патшалăх программине йышăннă.

Паллах, унтанпа çĕршывра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Апла унчченхи кăтартусем те кивелнĕ. РФ Правительствин «2016 çулта Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравне ирттересси» йышăнăвĕпе ?2013 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕ, 316-мĕш /% килĕшÿллĕн каллех çырав ирттерме палăртнă. Унăн тĕп тĕллевĕ – çĕршыври ялхуçалăх тытăмĕ, лару-тăрăвĕ, ялхуçалăх хăвачĕ ?çĕр лаптăкĕ, акса-лартса хăваракан лаптăксем, пахча-сад, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тата ытти% пирки тĕрĕс информаци пухасси, çак отрасльти статистика ĕçне лайăхлатасси.

Çыравра ялхуçалăх отрасльне пур енлĕн тишкереççĕ. Тĕрĕс кăтартусемсĕр АПК-на тухăçлă аталантарма, ялхуçалăх таварне туса илекенсене патшалăх енчен тивĕçлипе пулăшма йывăр.

Перепиçре ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе арендăра, харпăрлăхра усă куракан е выльăх-чĕрлĕх усракан предприяти-организацие, уйрăм çынсене шута илеççĕ. «2016 çулхи Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравĕнчи объектсен списокне тумалли йĕрке» йышăнупа килĕшÿллĕн пурĕ 8 список пулмалла:

- ялхуçалăх организацийĕсем;

- фермер хуçалăхĕсем;

- сад, пахча, граждансен коммерцилле мар дача пĕрлешĕвĕсем;

- хушма хуçалăха аталантарма, уйрăм çурт-йĕр тума çĕр илнĕ граждансем.

2006 çулхи çырав тăрăх - Чăваш Енре 1101 - ялхуçалăх организацийĕ, 2064 - фермер хуçалăхĕ, 272081 - граждансен хушма е ытти уйрăм хуçалăхĕ пулнă, çав шутра ял тăрăхĕсенчи 213550 хушма хуçалăх.

Росстат хушăвĕпе шута илмелли объектсемпе çырав хучĕн формине тата ăна мĕнле тултармаллине çирĕплетнĕ. Кашни ушкăнри респондент валли ыйтусем хатĕрленĕ.

Унчченхипе танлаштарсан 2016 çулхи перепиç программи улшăннă. Чи малтан, паллах, объектсем тăрăх информаци пухмалли мелĕсемпе меслечĕсем. Хальхинче ăна 2010 çулхи Пĕтĕм тĕнчери ялхуçалăх çыравне, Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн апат-çимĕç ялхуçалăх организацийĕн /ФАО ООН/ Пĕтĕм тĕнчери ялхуçалăх çыравĕн программине тĕпе хурса хатĕрленĕ.

Информаци илмелли ыйтусене анлăлатнă. Агропромышленноç комплексĕнчи техника, технологи улшăнăвне сăнаса тăма çыравра ялхуçалăх техникипе, производство объекчĕсемпе, инфраструктурăпа, шыва тумлатса шăварнипе тата ыттипе кăсăкланĕç.

Укçа-тенкĕ çăлкуçне, патшалăх пулăшăвне, вăл отрасле витĕм кÿнине пĕлме çырав хутне ятарлă ыйтусем кĕртнĕ.

Çав хушăрах программăран хăшпĕр кăтартусене кăларнă. 2006 çулхипе танлаштарсан пĕтĕмĕшле кăтарту 37 процент чакнă. Яланхи пекех çырав хутĕнче респондентсен ятне-шывне, адресне кăтартмаççĕ, хуравсен чăнлăхне тĕрĕслемеççĕ.

Программа хатĕрленĕ чухне 2006 çулхи тата 2012 çулта Воронеж, Ростов облаçĕсенче сăнавлă майпа иртнĕ çыравсене те тĕпе хунă.

Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕнче планшетлă компьютерсемпе усă курĕç. Çакă çыравçăсене кăтартусене тĕрĕсрех тата хăвăртрах илме май парать.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Росстатăн мартăн 19-мĕшĕнчи хушăвĕпе ?109 /% кашни муниципалитет пĕрлĕхĕнче икшер çынна йышăннă: 2015 çулхи майăн 5-мĕшĕнчен район-хуласенче ялхуçалăх çыравĕпе уполномоченнăйсем ĕçлеме пуçланă, июнĕн 1-мĕшĕнчен вара – список хатĕрлекенсем.

2015 çулхи август уйăхĕнчен 107 регистратора суйласа илсе вĕрентĕç. 2016 çулта тĕп мероприятие ирттернĕ чухне инструкторсене тата çыравçăсене явăçтарĕç. Вĕсене удостоверенипе, логотиплă хатĕрсемпе ?хĕвелтен сыхланма пуçа тăхăнмалли карттус тата капюшонлă жилет% тивĕçтерĕç.

Кăçал мероприятие хатĕрленсе ирттермелли ĕçсен планне палăртнă. Çак тапхăрта çыравра шута илмелли объектсен списокне тумалла, регистраторсен ĕçне йĕркелемелле, халăха ăнлантарассине вăйлатмалла тата ытти те.

Пушă çуртăн та çĕрĕ шутра

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 663 ялхуçалăх организацийĕ шутланнă. Вĕсен 321 пин гектар çĕр, çав шутра 104 объектне Чăваш Енри налук органĕнче шута илмен. 2006 çулхи çыравра хупăннă организацисем пирки ?Росреестрта çĕрсене шута илнисенне% район администрацийĕсен ялхуçалăх управленийĕн специалисчĕсем хуравланă. 2016 çулхи çыравра кун пеккисене шута илмеççĕ.

Фермер хуçалăхĕсемпе те лару-тăру çивĕч. Ĕçне чарса лартнă фермерсем çĕрне çĕнĕрен шута илтерме Росреестрăн Чăваш Енри управленине пĕлтермеççĕ. Çав лаптăк кайран та вĕсем çинчех шутланса тăрать.

Хушма хуçалăхсем пирки тĕрĕс информаци пухмалли тĕп çăлкуç - хуçалăх кĕнеки. Унта вĕсен лицевой счечĕ пур. Кăтартусенче хуçалăхăн кашни членне, çĕр лаптăкне ?пахчарине, уйрине% тата ытти те палăртнă.

Кăçалхи июль тĕлне республикăри чылай ял тăрăхĕнче хуçалăх кĕнекисене йĕркеленĕ. Анчах çынсем пурăнман ялсене ?Улатăр, Вăрнар, Куславкка районĕсенче% темшĕн сиктерсе хăварнă. Хупăннă ялсенче те çыравра шута илмелли çĕр лаптăкĕсем пурах. Çитменнине хăшпĕр ял тăрăхĕнче кăтартăва çĕнетмеççĕ. Хуçалăх кĕнекинче пушă çуртсене кăтартман.

2014 çулхи пĕрремĕш кварталта Росстат ыйтнипе Чăвашстат хушма хуçалăхсен списокне электрон формачĕ çине куçарма ял тăрăхĕсемпе çыхăннă. Шел, республикăри пур ял тăрăхĕн те хуçалăх кĕнекипе çĕнетнĕ программа пулманнипе ыйтăва туллин татса парайман. Ара, ял тăрăхĕсен 40 проценчĕ çĕнĕлле ĕçленине пĕлтернĕ. Хуласенче те хуçалăх кĕнекинче шута илессипе, çырава кĕртмелли объектсен списокне тăвассипе йывăртарах. Канаш, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Етĕрне, Шупашкар хулисенче ку енĕпе лару-тăру уйрăмах çивĕч. Çавна май июлĕн 1-15-мĕшĕсенче район-хула округĕсенче граждансен хушма хуçалăхĕсене тепĕр хут çитме тивнĕ.

Сад, пахча, граждансен коммерциллĕ мар ытти пĕрлешĕвĕсен списокне йĕркелессипе ĕçлеççĕ. Сентябрĕн 1-15-мĕшĕсенче 107 регистратор хула округĕнчи хушма хуçалăхсене, сад пĕрлĕхĕсен членĕсене, карта-схемăри объектсене палăртассипе ĕçлеме тытăнĕ.

Паллă мероприятие хатĕрленнĕ, ирттернĕ тапхăрта ЧР ШĔМ-ĕ çыравçăсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕ.

Талисман, эмблема

Çырав «Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх» девизпа иртĕ. 2014 çулта Раççее хирĕç санкци йышăннă май çĕршыв умĕнчи тĕп тĕллев - апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ тухса тăрать. Çавăнпа тĕрĕс те тулли информаци пуçтарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Çырав эмблеми паллă ĕнтĕ: перепиç хучĕсен çийĕн тулли пучах, перона куçакан туна. Çиелтен çурма çавракан - «Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравĕ», кĕтесре - «2016» тесе палăртнă. Унпа çыравпа çыхăннă хатĕрсене илемлетĕç.

Кăçалхи июлĕн 30-мĕшĕнчен çырав талисманне тăвассипе конкурс пуçланнă. Конкурс ĕçĕсене 2015 çулхи августăн 26-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Сасăлав тăрăх чи пысăк балл пухнă 10 çын ĕçне суйласа илĕç. Çĕнтерÿçĕне 50 пин тенкĕ кĕтет. Конкурса 18 çул тултарнă Раççей гражданĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Лариса Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.