Ялхуçалăх çырăвĕ
Акапуçшăн та куланай тÿленĕ
Кăçал, утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртмелле. Пĕлтерĕшлĕ мероприяти çывхарнă май унăн историйĕпе паллашма кăсăк пулĕ.
Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти
2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче пуçланса августăн 15-мĕшĕнче вĕçленекен Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕччен çулталăкран та сахалрах вăхăт юлчĕ. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти ялта кăна мар, хулара та, ун тăрăхĕсенче те иртет. Вăл ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансене пурне те - çырав об<екчĕсен шутне кĕртнĕ уйрăм хушма хуçалăхран, дача, сад, пахча юлташлăхĕсенчен пуçласа ялхуçалăх организацийĕсем таранах - пырса тивет. Хальхи вăхăтра вĕсен списокĕсене хатĕрлеççĕ.
Регистратор ĕçе пуçăнать
2016 çулхи июлĕн 1 - августăн 15-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравĕ иртет. Ăна хатĕрленнĕ май кăçалхи сентябрĕн 1-15-мĕшĕсенче Раççейре, çав шутра пирĕн республикăра та, регистраторсем ĕçе тытăнаççĕ. Тĕллев - çыравра шута илмелли объектсен списокне тĕрĕслесси. Вĕсем хулари, хула евĕрлĕ поселокри хушма тата уйрăм хуçалăхсене, çавăн пекех коммерциллĕ мар сад, пахча, дача пĕрлешĕвĕсене çитĕç. Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк пуррипе, пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтернипе кăсăкланĕç.
Хушма хуçалăх, çĕр... - пурне те шутлĕç
2016 çулхи июль уйăхĕн 1 - августăн 15-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ иртмелле. Паллă мероприятие Чăваш Енре те хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ: яваплă çынсене çирĕплетнĕ, ĕç планне палăртнă тата ытти те.
Ят-шыв вăрттăнлăхра юлĕ