Акапуçшăн та куланай тÿленĕ

29 Кăрлач, 2016

Кăçал, утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртмелле. Пĕлтерĕшлĕ мероприяти çывхарнă май унăн историйĕпе паллашма кăсăк пулĕ.

Раççейре IХ ĔмĔртех сведенисем пухнă - кнеçсене куланай пуçтарма кирлĕ пулнă вăл. Ун чухне çурт-йĕрпе акапуçшăн хырçă тÿлеттернĕ. Монгол ханĕсем вырăс çĕрĕшĕн куланай илме халăх çыравĕ ирттерме тытăннă. Летопиç тăрăх вырăссене 1246-1259 тата 1273, 1287-мĕш çулсенче шута илнĕ. 1245 çулта Руçре хырçă илес шутпа ăна тутарсем йĕркеленĕ. Кашни 14 çул хыççăн татах 3 çырав пулнă, анчах вăл тĕрĕслĕхпе тÿр килмен. Ун чухне куланай хывнă çурт-йĕре кăна шутланă.

Территори-статистика енчен сăнарлани ХV ĕмĕрте палăрма пуçланă. XVI ĕмĕр çурринчен çырав ирттересси йăлана кĕнĕ. Тĕп вырăнта - çĕрпе хуçалăха хаклани. Çакă çĕр лаптăкĕшĕн налук тÿлеме тытăннипе те çыхăннă.

1680-мĔш çулта алĕç, суту-илÿ аталаннă май çĕр вырăнне килти хуçалăхшăн налук тÿлеттернĕ. Çавăнпа правительство çĕнĕ çырав кĕнекисем йĕркелеме пуçланă. Хальхинче хушма хуçалăхсене шута илнĕ, анчах сведенисем пĕтĕмĕшле мар, конкретлă пулнă. Налук хывнă тата тÿлекен халăха шута илнĕ. Çырав ирттерме уессене çыравçăпа темиçе пулăшакана кăларса янă. Паллах, ĕçе тытăнас умĕн ертÿçĕпе инструкци ирттернĕ, вырăнпа паллаштаракан кĕнеке панă. Воеводăсем вĕсен ĕçне çăмăллатма вырăнти çынсенчен пулăшакансем уйăрнă. Раççей кун-çулĕнчи экономика, финанс тата сослови пирки чăннипех пуян сведени пуçтарма пултарнă ун чухне.

XVII ĔмĔрте Пĕрремĕш Петĕр патша çĕршывра реформăсем ирттернĕ май çĕнĕ информаци пухасси çивĕч тăнă. 1710 çулхи çырав хушма хуçалăхпа çыхăннă, кăтартусем патшана тивĕçтермен. Даннăйсене тĕрĕслеме Пĕрремĕш Петĕр патша 1716-1717-мĕш çулсенче çĕнĕ çырав ирттерме хушнă. Вăл историне «ландратская» ятпа ?кĕпĕрне пуçлăхĕсен должноçĕн ячĕпе% кĕрсе юлнă. Çырав уйрăм хуçалăхсем пушанса пынине, ăна кура куланай пуçтарасси те чакнине кăтартнă. Василий Татищев историк палăртнă тăрăх - 3-4 уйрăм хуçалăха пĕрлештерсе пĕрре кăтартни те пулнă.

XVIII ĔмĔр пуçламĂшĔ-нче хуçалăх çыравĕнче куланай хывнă халăха шута илнĕ. Вăл 140 çул хушши вăйра тăнă. Çак тапхăрта 10 хутчен çырав иртнĕ е куланай хывма, халăх йышне пĕлме ревизи тунă.

80-мĔш çулсенче уйрăм хуçалăхсен «чунсăр инвентарьне» ?выльăх-чĕрлĕх чĕрĕ инвентарь шутланнă% регистрацилемен. 90-мĕш çулсенче вара хресчен ĕç хатĕрĕпе кăсăкланма пуçланă. Çырава çĕр ĕçĕнче, вырмара, чĕр тавара тирпейлеме кирлĕ пысăк оборудование кăна шута илнĕ. Калуга, Вятка, Пермь кĕпĕрнисенче çавапа çурлана та сиктерсе хăварман.

Статистиксем уйрăм хуçалăхсен тухăçне пĕлме тăрăшнă. Çулталăкра вăтам тухăç, тухăçлă тата тухăçсăр çулсем пирки информаци пуçтарнă.

Çĕр ĕçĕнче тата ял хуçалăхĕнче лару-тăру самай улшăннă. Выльăх-чĕрлĕхе уйрăм отрасле кĕртнĕ май унпа кăсăкланнă. Çырав программине выльăх йышĕ, çулталăкри çаврăнăш пирки ыйтусем кĕртнĕ. Мĕн чухлĕ выльăх туянни, сутни, апат çини, вĕсем чир-чĕре, тискер чĕрчунсене пула вилни - пĕрне те сиктерсе хăварман.

Земство реформи тапхăрĕнче /1864 çулта/ хăйтытăмлăх органĕсем йĕркеленнĕ. Земство тĕп тупăшĕ - халăх пурлăхĕнчен пуçтарăнакан налук. Унăн виçине хăйтытăмлăх органĕсем палăртнă.

1916 çулта революцичченхи Раççейре ял хуçалăхĕн пĕрремĕш çыравĕ иртнĕ. 1917 çулхи çулла тата кĕркунне иртнĕ иккĕмĕш çыравра пуçтарнă материалсем çар çыннисене апат-çимĕçпе тивĕçтерме кирлĕ пулнă, çавăн пекех вĕсемпе çĕр фондне палăртнă çĕрте те усă курнă. Ку пĕрремĕш тата пĕрлехи ăнăçлă ĕç шутланнă.

1917 çулхи çĕртме уйăхĕнче ирттернĕ выльăх-чĕрлĕх çыравĕнче çакăн пек сĕнни пур: «кашни хуçана ыттисен куçĕ умĕнче хуравлаттармалла». Капла тусан çынсем выльăх йышне тĕрĕс пĕлтерессе шаннă. Ял хуçалăх тата çĕр çыравĕсем /1916-1917 çç./ социаллă йывăр лару-тăрура, вăрçă тапхăрĕнче иртнĕ. Халăх тĕрĕс хуравламанни, ялсен тулли списокĕ, çĕр тишкерĕвĕн материалĕсем пулманни çырав пахалăхне чакарнă. Çĕр лаптăкĕн виçине тата унпа усă курнине йĕркеллĕ шутлайман.

1920 çулта совет саманинчи ял хуçалăхĕн пĕрремĕш çыравĕ иртнĕ, унта халăхăн 72 процентне кăна явăçтарнă. Хăш-пĕр районсенче Граждан вăрçи пыни чăрмав кÿнĕ. Перепиçе унчченхи схемăпах ?1916-1917 çç.% йĕркеленĕ. Хресчен пĕрлешĕвне, коммунăсене, артельсене, совхозсене тата ытти хуçалăхсене 3 ушкăнпа шута илнĕ ?хутор, уйрăм çынсен кил-çурчĕ, чукун çул будкисем, вăрманти хурал пÿрчĕсем%.

Кайран та ял хуçалăхне тапхăр-тапхăр суйласа е пĕтĕмĕшле тишкернĕ. Çыравра хуçалăх культурисен лаптăкне, улма-çырла йывăçне, выльăх-чĕрлĕхе шутланă.

2004 çулта Раççей Федерацийĕн тăватă субъектĕнче ял хуçалăхĕн сăнавлă çыравĕ иртнĕ. Саратов облаçĕнче, Красноярск, Краснодар крайĕсенче тата Пенза облаçĕнче икшер района тишкернĕ. Унăн тĕллевĕ 2006 çулти Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленнĕ май йĕркелÿпе методологи принципне тĕрĕслесси, материалсене техника пулăшăвĕпе тишкересси пулнă. Çак тапхăрта 300 ял хуçалăх организацине, 1,4 пин хресчен ?фермер% хуçалăхĕпе уйрăм пайтаçăна, 130,4 пин уйрăм хуçалăха, 46,6 пин çемьен сад-пахча, выльăх-чĕрлĕх, граждансен коммерцилле мар дача пĕрлешĕвĕсене тĕ-рĕсленĕ. Анкетăна ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр виçине, тытăмне, унпа усă курнине, ялта ĕçлекенсен йышне, акакан-сухалакан лаптăксен виçипе тытăмне, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, машина, оборудовани пуррине тата ытти ыйтăва кĕртнĕ.

2006 çулта, çĕнĕ тапхăрта, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пулнă. Вăл çĕршывшăн статистика учетĕнче паллă событи шутланнă. Мĕншĕн тесен кун пек тĕпчеве 1920 çултанпа йĕркелемен. Чылай вăхăт хыççăн каллех çак çырава ирттерни ял хуçалăхĕнчи улшăнусемпе, рынок хутшăнăвĕ аталаннипе çыхăннă. Çĕр реформи вăхăтĕнче çĕре ĕçченсене валеçсе панă. Ял хуçалăх продукцине туса илекен виçĕ ушкăн йĕркеленнĕ: организацисем, фермер тата хушма хуçалăхсем.

Ял хуçалăхĕн иккĕмĕш çыравĕ 2016 çулта иртĕ. Вунă çулта отрасльте, ялти демографи лару-тăрăвĕнче пысăк улшăнусем пулнă. 2014 çулта пирĕн çĕршыва Евросоюз, АПШ çĕршывĕсенчен ял хуçалăх продукцине илсе килме чарнă хыççăн çĕршывра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтересси малти вырăнта тăрать. Çавăнпа агропромышленноç комплексне тухăçлă пулăшма тулли информаци кирлĕ. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнипе те çак ыйту çивĕч..

Чăвашстат материалĕсемпе усă курса

Лариса Никитина хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.