Конкурс малалла пырать

9 Нарăс, 2016

Пĕтĕм Раççейĕн 2016 çулхи ял хуçалăх çыравĕ умĕнхи хыпарлавпа килĕшÿллĕн профессионал фотографсемпе сăн ÿкерме юратакансен ĕçĕсен конкурсне ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ - ялти пурнăçăн илĕртÿлĕхне, унăн çыннисен йăли-йĕркине тата çитĕнĕвĕсене, ял хуçалăхăн ырă енĕсене кăтартасси.

«Манăн Раççей» конкурса иртнĕ çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 300 ытла çын ÿкерчĕк ярса панă. Киров, Самар, Владимир облаçĕсенче, Чăваш Енре тата Алтай крайĕнче пурăнакансем пуçаруллă хутшăннă.

Ÿкерчĕксенче ял пейзажĕ /сухаланă уйсем, тулли пучахлă хирсем, садсем/, паттăрсем /ĕне сăвакансем, комбайнерсем, фермерсем/ тата выльăх-чĕрлĕх сăнланнă. Чылайăшĕн чун хавалĕ ĕне пулса тăрать. Объектива пăлансемпе страуссем те лекнĕ.

Конкурса ярса панă ĕçсене Пĕтĕм Раççейĕн 2016 çулхи ял хуçалăх çыравĕн пресс-центрĕн сайтĕнче вырнаçтарнă. Сăнÿкерчĕксенчен чылайăшĕнче ял историне, унăн мăнаçлăхне, ăнтăлăвне уçса панă, унăн маттур çыннисемпе паллаштарнă. Ĕçсен чăнлăхĕ, чуна тыткăнлама пултараслăхĕ конкурс йĕркелÿçисене тата тепĕр проект - «Ялта çырса пынинчен» ятлине - хатĕрлеме хавхалантарнă: кашниех хăй мăнаçланакан çыннăн /трактористăн, механизаторăн, агрономăн, ĕне сăваканăн, фермерăн, сад ĕрчетекенĕн, хурт-хăмăрçăн, кĕтÿçĕн тата ыттин/ чун туртăмне уçса пама пултарать.

Конкурс малалла тăсăлать. Унта хутшăнас текенсен сăнÿкерчĕксене хăйсем пирки пĕлтернĕ кăтартусемпе пĕрле foto@vshp2016.ru адреспа ярса памалла. Ĕçсене кăçалхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурса ял хуçалăх çыравĕ пуçланнă кун - 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче - пĕтĕмлетеççĕ, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе хавхалантараççĕ.

В.ИЛЬИНА.

Рубрика: