Регистратор ĕçе пуçăнать

28 Çурла, 2015

2016 çулхи июлĕн 1 - августăн 15-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравĕ иртет. Ăна хатĕрленнĕ май кăçалхи сентябрĕн 1-15-мĕшĕсенче Раççейре, çав шутра пирĕн республикăра та, регистраторсем ĕçе тытăнаççĕ. Тĕллев - çыравра шута илмелли объектсен списокне тĕрĕслесси. Вĕсем хулари, хула евĕрлĕ поселокри хушма тата уйрăм хуçалăхсене, çавăн пекех коммерциллĕ мар сад, пахча, дача пĕрлешĕвĕсене çитĕç. Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк пуррипе, пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтернипе кăсăкланĕç. Дачăсенче пĕрлешÿ председателĕпе пĕрле унти лару-тăрупа паллашĕç, юлашки çулсенче тĕрлĕ сăлтавпа усă курма пăрахнă е тĕллевлĕ усă курман лаптăксем пирки ыйтса пĕлĕç.

Регистраторсене çĕр лаптăкĕн виçи те кăсăклантарĕ. 4 сотăй е унран та сахалрах пулсан списокран кăлараççĕ, çыравра шута илмеççĕ.

Чăвашстат республикăри «уй-хир ĕçне» 107 регистратора явăçтарасшăн. Сентябрьте икĕ эрнере 137 пин дача участокне тата хулари 38 хушма хуçалăха çитме тивĕ. Кашнинех ятарлă удостоверенипе тивĕçтерĕç. Ăна паспортпа пĕрле кăтартмалла. Çавăнпа алăкран регистратор шаккасан ăнланма, пулăшма тăрăшмалла, ыйтусене хуравламалла.

Рубрика: