Хăçанччен тăван чĕлхене асаплантарăпăр?
1986 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче «Филолог. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учитель» квалификаци дипломне илнĕ хыççăн пĕр вăхăт тăван чĕлхене шкулта вĕрентрĕм, каярахпа - ЧПУн Муркашри лицейĕн, республикăри Герман Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕн, чăваш-турккă лицейĕн директорĕнче ĕçленĕ вăхăтра - Яковлев, Иванов, Çеçпĕл чĕлхине аталантарма вăя шеллемерĕм. Халĕ те тăван чĕлхепе тăван культурăна аталантарассипе ЧМТТ коллективĕпе çанă тавăрсах тăрăшатпăр.