Хăçанччен тăван чĕлхене асаплантарăпăр?

14 Авг, 2015

1986 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче «Филолог. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учитель» квалификаци дипломне илнĕ хыççăн пĕр вăхăт тăван чĕлхене шкулта вĕрентрĕм, каярахпа - ЧПУн Муркашри лицейĕн, республикăри Герман Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕн, чăваш-турккă лицейĕн директорĕнче ĕçленĕ вăхăтра - Яковлев, Иванов, Çеçпĕл чĕлхине аталантарма вăя шеллемерĕм. Халĕ те тăван чĕлхепе тăван культурăна аталантарассипе ЧМТТ коллективĕпе çанă тавăрсах тăрăшатпăр. К.Иванова халалласа конференци йĕркелерĕмĕр, республикăри гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче иртнĕ «Константин Иванов тата чăваш тĕнчи» Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцине пирĕн студентсем хатĕрленĕ «Нарспи сăнарне шыраса» фотокурав-конкурс илемлетрĕ тата ыт.те.

Пăлхавлă 90-мĕш çулсенче реформа утиялĕпе витĕнсе И.А.Андреев профессорпа Ю.М.Виноградов доцент чĕлхе «революцине» пуçарса ячĕç. Пурăннă вăхăтра Иван Андреевича «Хаяр Иван» тетчĕç те - чĕлхеçĕсем унпа ытлашшиех тавлашмастчĕç, хутшăнма та хăратчĕç пулмалла. Тĕрĕссипе чĕлхе реформине, орфографин çĕнĕ правилисене халăха политика юхăмне ан хутшăнччăр тесе, йытта шăмă пăрахса панă пек, пуçарса ячĕç пулмалла.

Ю.М.Виноградов хăйне çакнашкал лару-тăрура чăваш чĕлхин Гаврошĕ пекех туйрĕ: пурне те вĕрентрĕ, пурне те ăс пачĕ. Журналист-и вăл е сумлă çыравçă - пурпĕрех. Галина Абрамован «Чăваш орфографийĕн хуçисем камсем?» статйинче Л.П.Сергеев профессорăмăр çинчен те асăннă. Пирĕншĕн - Муркаш тăрăхĕнчи çынсемшĕн - Леонид Павлович - Иван Яковлев, Макар Евсевьев пек Аслă вĕрентекен. Тĕрĕсех çырать Галина Васильевна, сумлă çынсен ĕçĕсене тишкериччен, хакличчен, критикличчен пĕр пăт тăвар çимелле пирĕн.

Чăваш чĕлхин республикипех паллă вĕрентекенĕ, ăна республика тулашĕнче хисепленине те пĕлетĕп, Галина Абрамовăн «Чăваш орфографийĕн хуçисем камсем?» статйи, чăннипех те, тарăн шухăша ячĕ. Сăмахсене пĕрле е уйрăм çырасси паянхи кунччен те татăлса пĕтейменни тĕлĕнтерет те, тарăхтарать те. Эпир пĕр вырăс юмахĕнчи сăнарсем пĕр сăмахах таçталла та туртатпăр. Хамăр юмахри акăш, рак тата çăрттан маррине ăнланмалла пек ĕнтĕ. Эпир - мăнаçлă чăваш халăхĕ. Уйрăмах кун ячĕсен шăпи чуна ыраттарать. Вĕсене уйрăм çырни хăш енчен усă панине палăртма çук. Сиенĕ çинчен калаçма вара, чăнах та, сăлтавĕ пур. Хальлĕхе Ю.М.Виноградовпа ун майлисем кун ятне «тунти кун» тесе çыраççĕ тата çыртараççĕ, чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар» /пирĕн телее/ ăна асаттесем пек «тунтикун» тесе пичетлет. Тен, пĕр-пĕр ăслăраххи çак сăмаха дефиспа çырма сĕнет: «тунти-кун». Чаплă вĕт!!! Тунти, ытлари, шăмат, кĕçнерни сăмахсем чĕлхере хăйсем тĕллĕн усă курăнмаççĕ. Çак сăмахсем ытти сăмахсемпе çыхăнăва кĕрсе сăмах майлашăвĕсем тума пултараймаççĕ. Çавăнпа та вĕсене ниепле те лексика пĕлтерĕшлĕ сăмахсен йышне кĕртме çук. Чăваш нихăçан та тунти ирхине, тунти каçхине тесе каламасть. Тунтикун ирхине, тунтикун каçхине тесе калатпăр.

Çавăн пекех улатакка /ула такка/, шĕлинкурăс /шĕлин курăс/, тĕкĕлтура /тĕкĕл тура/, талпиçен /тал пиçен/ сăмахсене ниепле те икĕ сăмах çине пайлама çук. Мĕн вăл такка? Мĕн вăл шĕлин? Мĕн вăл тĕкĕл? Мĕн вăл тал? Вĕсем мĕне пĕлтереççĕ тата мĕнле пуплев пайĕ пулаççĕ? Орфографие çĕнетекенсем çеç çак ыйтусен хуравĕсене пĕлеççĕ пек туйăнать.

Тата çакна хушса калас килет. Икĕ çырав хушшинче чăваш халăхĕн йышĕ 400000 çын таран чакнă. Çав вăхăтра пирĕнпе тăванлă тутар, пушкăрт халăхĕсен йышĕ ÿснĕ. Чĕлхе - халăхăн, нацин тымарĕ. Çакна пурте ăнланма тивĕç. Ю.М.Виноградовпа унăн «партизанĕсем» çине тăнипе 20 çул çак илемлĕ чĕлхене асаплантаратпăр, вататпăр, кĕтесе тăрататпăр. Чарăнăр, туссем, хамăрăн чĕлхерен кулма!

Станислав ГРИГОРЬЕВ,

Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕн директорĕ,

Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.