Архив - Авг 2015

Август 13th

13 Авг, 2015

Икĕ хусах хĕл каçакан ялта

Журналистсене ури ăçта кăна илсе çитермест-ши, мĕн кăна кăтартмасть-ши? Нумаях пулмасть вăл пире Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Акчурана çитерчĕ. Тĕлĕнмелле ял. Кăнартан инçех те мар вырнаçнăскере çăтмахпа та танлаштарма пулать. Ялăн пĕр енче вăрман кашлать, унта кăмпа та, çырла та туллиех. Урам варринчех пĕве илемĕпе илĕртет. Кил-çурт умĕсем таса, тирпейлĕ. Кунта мулкачсемпе тилĕсене те курма пулать. Анчах Çĕнĕ Акчурара икĕ хусах çеç хĕл каçать. Ахăртнех, çакă ял пурнăç аталанăвĕнчен юлнипе çыхăннă. Унта çутçанталăк газĕ те çитмен, шыв пăрăхĕ те хуман. Яла асфальт çул мар, сукмак çеç илсе çитерет.

13 Авг, 2015

Командир сутнине пула тыткăна çакланнă

Мĕнле чăтнă-ши? Епле вилмен-ши?.. Вăрçă тамăкĕ витĕр тухнă кашни çыннах хăйне çак ыйтусене парать-тĕр. Шупашкар районĕнчи Ишлейри Екатерина Соловьева та тăшман концлагерĕнче икĕ çул асапланнă хыççăн 92 çулччен пурăнмашкăн хевти епле çитнинчен тĕлĕнет.

13 Авг, 2015

Леонид ВОЛКОВ: “Ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле - пуç усни вырăнсăр”

Статья çырас тĕллевпе политикпа калаçасси артистран е юрăçран интервью илесси мар. Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсене чуна уçса калаçтарма питĕ хĕн.

Август 12th

12 Авг, 2015

"Сывлăх", 31 /847/ №, 12. 08. 2015

о Кишĕр çу юратать...
о Ылтăн тымар - чĕре эмелĕ.
о Вăрах бронхит аптратсан.
о Саралнă çулçă чейĕ.
о Август уйăхĕнче пухмалла.
о Аçтăрхан мăйăрĕн хуппипе.
о Пылпа сĕлĕ çăнăхĕ.
о Типĕтнĕ çеçкепе.
о Диетăна пăхăнни пĕлтерĕшлĕ.
о Арпус вăрри пектинпа пуян.
о Вĕрипе сивве черетлесе.
о Пыл хурчĕ сăхрĕ-и?
о Календула бальзамĕ.
о Ирсерен - чей маски.
о Ĕмĕре тăсакан çимĕçсем.
о Çăка чечекĕ - чаплă сиплевçĕ.

12 Авг, 2015

КИШĔР ÇУ ЮРАТАТЬ...

Кишĕр - А провитаминпа, ĕне ашĕ - тимĕрпе, сĕт çимĕçĕсем кальципе пуян. Çак усăллă витаминсемпе минералсене ытларах вăхăта упраса хăварма тата вĕсене организм йышăнассине лайăхлатма диетологсем хăш-пĕр йĕркене пăхăнма сĕнеççĕ.

А витамин

Кишĕрти А витамина йышăнма çусем кирлĕ. Çавăнпа бетакаротинпа пуян çимĕçсене /сарă тата хĕрлĕрех сарă чылай улма-çырлапа пахча çимĕç - кишĕр, томат, кавăн, пылак пăрăç, сырлан, персик, абрикос/ тип çу, услам çу е сĕт продукчĕсем хушмалла. Тĕслĕхрен, кишĕр салатне пĕр кашăк хăйма е çу ярсан аван.

12 Авг, 2015

ÇЕÇКИНЕ ТИПĔТСЕ

Кишĕр çеçкипе халăх медицининче тĕрлĕ чиртен сипленме усă кураççĕ. Ăна саралма пуçличчен пухса хатĕрлемелле, сулхăнра типĕтмелле.

Çеçке К, С витаминсемпе, калипе, селенпа, кальципе пуян. Йÿçĕ тутинчен хăтăлма кăштах тăвар янă шывра 15 минут тытнă хыççăн ăна яшкана, салата хушаççĕ.

Сиплĕ енĕсене илес пулсан, кишĕр çеçки юна тасатать, ÿт тăртаннине ирттерет, апатри наркăмăшсене сиенсĕрлетет, лимфа тĕввисен ĕçне лайăхлатать, ÿт, мышцăсен тонусне, пÿре çи парĕсен ĕçне йĕркене кĕртет. Йывăр чир хыççăн иммунитета ÿстерет.

 

12 Авг, 2015

ÇĂКА ЧЕЧЕКĔ - ЧАПЛĂ СИПЛЕВÇĔ

Унпа ангинăран, фарингитран, ларингитран, шăнса пăсăлнинчен, сывлав çулĕсен шыçă чирĕсенчен, бронх астминчен, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвинчен, нервсем пăлхансан сипленнĕ чухне усă кураççĕ.

Çăка чечекĕ ярса пиçĕхтернĕ шывпа ангинăран - пыра, стоматитпа гингивитран çăвара чÿхеççĕ, пиçсе кайсан, кĕсен, суран, пÿрлешке, мастит чухне, геморрой тĕввисем шыçсан, сыпăсем ыратсан, подагра, ревматизм аптратсан примочка хураççĕ.

12 Авг, 2015

ЖКХ «тĕпсĕр шăтăк» ан пултăр

ЖКХри йĕркесĕрлĕх пирки паян ÿркенменни çеç калаçмасть-тĕр. Çавна май пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри преступленисенчен сыхланас, вĕсене тупса палăртас ыйту ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ĕнерхи ларăвĕн кун йĕркинче тĕпре пулни пĕртте ăнсăртран мар.

Страницы