- Чăвашла верси
- Русская версия
Командир сутнине пула тыткăна çакланнă
Мĕнле чăтнă-ши? Епле вилмен-ши?.. Вăрçă тамăкĕ витĕр тухнă кашни çыннах хăйне çак ыйтусене парать-тĕр. Шупашкар районĕнчи Ишлейри Екатерина Соловьева та тăшман концлагерĕнче икĕ çул асапланнă хыççăн 92 çулччен пурăнмашкăн хевти епле çитнинчен тĕлĕнет.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, шăрăх та хĕвеллĕ кун, кÿршĕ хваттерĕнчи уçă чÿречерен илтĕнекен рупорти Молотовăн сасси 18-ти хĕр хăлхине те кĕнĕ. Вăрçă... Ăна тÿссе курман çын вăл мĕн иккенне пĕлет-и? Ăна туясси йăлтах малашлăхра пулнă-ха.
1942 çулта вара Екатерина патне те повестка килнĕ. Мускавра ятарлă шкулта радистсен шкулне пĕтернĕ хыççăн Украинăри партизансен юхăмĕн штабне лекнĕ. 5 çынран тăракан ушкăна тăшман тылне ăсатнă. Самолета лартнă та сĕм çĕрле Кировоград облаçĕнчи /Украина/ уя парашютпа антарса хăварнă. Шăп та лăп тăшмансем кĕшĕлтетекен вырăна. Тарса ÿкме май килнĕ-ха, анчах ушкăнри сутăнчăка пула вĕсем икĕ çуллăха тыткăна лекнĕ.
Тавралăха тĕпчеме командир ушкăнран уйрăлса кайнă. "Улттăччен килеймесен штаба хăвăр тĕллĕн çитме тăрăшăр", - тесе хăварнă. Вăл каялла пырайман, хăйĕн салтакĕсем çинчен жандармерие евитленĕ. Нимĕçсем çĕрле тăваттăшне те арестленĕ. Ку 1943 çулхи апрель уйăхĕнче пулнă.
Малтанах Польшăри Люблино хулин тулашĕнчи Майданек концлагерьне лекнĕ. Унта ристансене еплерех шар кăтартнине çырса пĕтереес те çук. Кунти пĕтĕм ĕç-пуçа тыткăнрисем пурнăçланă. Екатерина прачкăра, складра ĕçленĕ. Концлагерь çĕнĕ бараксем тума тытăннă, крематори çĕкленĕ. Пиншер çынна тĕп тунă унта, еврейсене уйрăмах йышлă çунтарнă.
Урара - йывăç тăлă, çире - йăрăмлă кĕпе, кĕске пиншак. Екатерина çинче те çакнашкал çи-пуç пулнă. Бараксене хутса ăшăтманнипе хĕлле çав тери йывăр килнĕ. Тăвар хушса вĕретнĕ шывра кăшт-кашт ишсе çÿрекен кишĕр /хăш-пĕр чухне кăшман е çĕрулми/, кунне 200 грамм çăкăр - талăкри мĕнпур пек апачĕ те çакă çеç. Ют çĕршыв çыннисем патне тăванĕсене çимĕç йăтса килме ирĕк панă тăк вырăссене ку енĕпе хĕсĕрленĕ. Чир-чĕр сарăласран нимĕçсем асăрханнă, амак аптăратнисене тÿрех илсе кайнă, вĕсене урăх никам та курман. Начар çитернине кура хĕрсемпе хĕрарăмсен уйăх хушши килме пăрахнă, çынсен шăммипе тирĕ çеç юлнă. Кунашкал çинипе йывăр условисенче ĕçлени мар, ураран ÿкменни хăй - тĕ-лĕнтермĕш.
Лагерь çывăхĕнче крематори вырнаçнă. Унта çынсене çунтарнине Екатерина хăй курнă. Малтанах ристансене газпа наркăмăшлантарса вĕлернĕ, кайран çунакан шĕвек сапса шăтăка пăрахса чĕртсе янă. Вилнисен çÿçне касса илнĕ, ăна текстиль промышленноçне ăсатнă. Таврара лĕклентерекен чăтма çук йывăр шăршă тăнă. Кĕле михĕсене тултарса им-çам евĕр усă курма уя илсе кайнă. Кайран, тем çÿллĕш пăрăхлă крематори хута ярсан, çав шăршă çĕр çийĕн сапаланман, ристансен кăмăлне пăтратман.
Мĕнле манăн-ха çав кунсене? Сивве пула ирччен çывăрмасăр асапланнă. Иккĕн юнашар выртса ăшăнасчĕ те - надзирательсем сăнасах тăнă. Унашкаллисенне утиял туртса илнĕ. "15 градус сивĕччĕ. Умывальник урамраччĕ, пăр тумламĕсем çакăнса тăратчĕç. Эпир белорус хĕрĕпе Зосьăпа тухаттăмăр та хывăнса пăрахса пилĕк таран сивĕ шывпа сăтăрăнаттăмăр. Ÿт пĕçерме тытăнатчĕ. Çапла ăшăнса çывăраттăмăр", - ветеран каласа кăтартни чуна çÿçентерчĕ. Тепĕр хĕле Кировоград тĕрминче ирттернĕ. Камера, çын йышлине кура, сывланипех ăшăннă унта.
Ристансем дисциплинăна çирĕп пăхăннă. Вăрласан е айăплансан бункера лекесрен хăранă. Унта ларма та, выртма та май пулман, кукленсе вăхăта ирттерме тивнĕ. Бункерта нушаланнă çын урăх пурăнайман.
Фронт çывхарнăçемĕн тыткăнри хĕрарăмсене Германири Равенсбрюк концлагерьне илсе кайнă. Ку лагерь ăсран тайăлнă тухтăрсем чĕрĕ çынсем çинче хăрушă опытсем тунипе, тÿсме çук мăшкăл кăтартнипе историе кĕрсе юлнă. "Пирĕнпе хирĕç баракрисене органсем валли тытатчĕç. Унтан иртсе çÿренĕ чухне чÿречерен пăхакана та курман. Çынсем тăрайман, выртнă ахăртнех", - аса илчĕ Екатерина Соловьева. Кайран Бранденбурга лекнĕ вăл. Унтан 1945 çулхи апрельте совет салтакĕсем хăтарнă.
Тăшман чакма тытăнсан лагерьтен ристансене те хăваласа кăларнă. Икĕ çĕр утнă вĕсем. Пирĕннисем тăхлан тăкма тытăнсан нимĕçсем тиев машинисене ларса тарма пикеннĕ, тыткăнрисене пăрахса хăварнă. "Хĕрсене уя тарма чĕнтĕм. Нимĕçсем пире пĕрле илсе кайма е персе пăрахма пултараççĕ-çке. Улттăнччĕ эпир. Çапла шаларах та шаларах тарса кĕтĕмĕр, пĕр шăтăкра пытанса лартăмăр. Фронт линийĕн чиккинех çитнĕ-мĕн. Самолетсем снаряд пăрахрĕç. Кайран, шăплансан, тухрăмăр. Фермер хуçалăхне пырса кĕнĕ иккен эпир. Ĕне курсан хĕрсем ăна сума чупрĕç. Çав вăхăтра совет салтакĕсене асăрхарăмăр та вĕсем патнелле ыткăнтăмăр, хамăр çинчен каласа патăмăр. Апат çитерчĕç, машинăна ларса хулана кайма сĕнчĕç. Çапла эпĕ госпитале ĕçлеме вырнаçрăм. Репатриант /тыткăнран тухнисен/ лагерĕнче икĕ уйăха яхăн пурăннă хыççăн Совет Союзне ăсатрĕç", - сÿтĕлчĕ асаилÿ çăмхи.
1945 çулхи ноябрь уйăхĕ. Хĕрарăмсене машина пĕр уйра антарса хăварнă. Ăçта каймалла? Екатерина уйри хыт-хурана айсарăм валли пуçтарма тытăннă, çапла выртса çĕр каçнă. Ирхине станцие çитсе ÿкнĕ вĕсем. Тусĕ, Вологда хĕрĕ, çавăнта хăйĕн ентешне ăнсăртран курнă. Вăл пулăшнипе тавар турттаракан пуйăс вакунĕнчи улăм тюкĕсен хушшине пытанса ларнă. Смоленска çапла çитнĕ вĕсем. Малалла каймашкăн укçа çук. Çумри утияла сутма шухăшланă. Хулана тăшман вăйлах аркатнă, йăлтах ишĕлчĕк хуçаланнă. Вĕсен хушшинче çĕнĕ пĕр çурт курăннă. Утияла сутнă хыççăн Екатерина унта çимелли туянма кĕнĕ. Ăша темиçе талăк пĕр чĕптĕм апат та яман ĕнтĕ. Совет çыннине курсанах "Ентешĕм!" чĕннĕ салтаксем. Вĕсем пулăшнипе хĕр вакуна кĕрсе ларнă. Анчах тĕрĕслекенсем те тĕлĕрмен, унран литер /тÿ-левсĕр е çăмăллăхпа усă курса çÿреме ирĕк паракан хут/ ыйтнă. Тыткăнран хăтăлнă çыннăн литер пулман. Тĕрĕслевçĕсем йăпăртлăха пăрăнсанах пикене вакунри моряксем пытанма сĕннĕ, унсăрăн НКВД пуçтарса кайĕ вĕт. Хĕре чи çÿлти полка çине хăпарма пулăшнă, çиелтен япала миххисемпе, чăматанпа хупласа хунă. Кайран, тĕрĕслевçĕ литерсĕр хĕр çинчен ыйтсан: "Таçта кайса çухалчĕ, пĕлместпĕр", - тенĕ. Мускава "мулкач" чиперех çитнĕ. Чăваш Ене каясси - тепĕр чăрмав. Вокзалта ĕçлекене юлашки укçана сĕнсе пуйăса лартма ыйтнă. Канаша çапла çитме май килнĕ. Унтан Шупашкара тиев машини çинче, сивĕре çара çĕрте ларса килнĕ. Шофера куншăн чăлхапа тÿленĕ, ăна вăл Канаша çитиччен Арзамасра туяннă.
Екатерина Ивановна Ваçликасси йĕкĕчĕпе вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Василий Соловьевпа пĕрлешнĕ, вĕсем 58 çул килĕштерсе пурăннă. Анчах мăшăра ача çуратса ÿстерме пÿрмен. "Тĕрĕс-и, çук-и - çирĕплетейместĕп, илтнĕ тăрăх кăна калатăп: концлагерьте пире апатпа пĕрле хĕсĕр юлмалли хутăш ярса панă имĕш", - хурланчĕ ватă.
"Тыткăнра пулнă" тени кайран та, мирлĕ пурнăçра та, ура хунă ăна - йĕркеллĕ ĕçе вырнаçайман вăл, ветерансене чысланă чухне те айккинче тăрса юлнă. Çавăнпа концлагерь пирки шарламасăр пурăнма тăрăшнă. Кайран, Сталин вилнĕ хыççăн кăна, çын шутне кĕнĕ.
Çапла çуннă çамрăклăхĕ Екатерина Соловьевăн. Ĕмĕр тăршшĕпех хăрушă кунсем унăн асĕнче упранаççĕ, чуна чĕпĕтсе ыраттараççĕ.
Алина ИЗМАН.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать