Икĕ хусах хĕл каçакан ялта

13 Авг, 2015

Журналистсене ури ăçта кăна илсе çитермест-ши, мĕн кăна кăтартмасть-ши? Нумаях пулмасть вăл пире Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Акчурана çитерчĕ. Тĕлĕнмелле ял. Кăнартан инçех те мар вырнаçнăскере çăтмахпа та танлаштарма пулать. Ялăн пĕр енче вăрман кашлать, унта кăмпа та, çырла та туллиех. Урам варринчех пĕве илемĕпе илĕртет. Кил-çурт умĕсем таса, тирпейлĕ. Кунта мулкачсемпе тилĕсене те курма пулать. Анчах Çĕнĕ Акчурара икĕ хусах çеç хĕл каçать. Ахăртнех, çакă ял пурнăç аталанăвĕнчен юлнипе çыхăннă. Унта çутçанталăк газĕ те çитмен, шыв пăрăхĕ те хуман. Яла асфальт çул мар, сукмак çеç илсе çитерет. Хĕлле вара унта йĕлтĕр сырмасăр каяймăн та. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.