Вениамин ТИМАКОВ. Сăвăсем
13 Авг, 2015
Вениамин Петрович Тимаков 1940 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнчеТăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аспирантура пĕтернĕ. Филологи наукисен кандидачĕ. Вăрмар районĕнчи Шăхальти шкулта, «Пионер сасси» хаçатра, «Хатĕр пул», «Тăван Атăл» журналсен редакцийĕсенче, Чăваш кĕнеке издательствинче, Чăваш писателĕсен Союзĕнче ĕçленĕ. 1976 çултанпа СССР писательсен Союзĕнче тăнă. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. «Аслă çыхăну» /1974/, «Пурнăç тĕсĕсем» /1976/, «Сăмах илемне туйсан» /1978/, «Юмансар» /1979/, «Туссемпе тĕл пулни» /1983/, «Упасарри» /1990/ тата ытти кĕнекесен авторĕ.
ÇАМРĂКЛĂХ
Хуçисем валли кермен тума
Никĕс хывакан çап-çамрăк
чурасем
Ĕмĕтленнĕ. Юнлă урасем,
Сан хальхи вăй-хăватна курма
Çивĕч чулсене сăрла-сăрла,
Шунă тĕксĕм ĕмĕрсем урлах.
Сан валли те ун чухне вĕсем
Хывнă никĕс, палăртнă çулсем.
Çамрăк чурасен ĕмĕтĕнче
Эсĕ ÿснĕ, сарăлнă хуллен:
Сан пĕвÿ таса шевлесенчен,
Сан чуну - таса хĕрÿлĕхрен.
Эсĕ, паттăр Жанна Д'Арк
пулса,
Çичĕ ютăн сехрине хăпартнă,
Савнă çĕр инкекрине курса,
Çынсене ыйхисенчен вăратнă.
Жанна Д'Арк каланă: кулăшла,
Шевлене ăçтан вĕлерĕ сăнă?
Çулăм ман тавра ташлатăрах,
Çулăмра пулас кунсем туптанччăр,
Çамрăклăх!
Эс çитĕннĕ вăрах.
Чарайман сана асап та сăнчăр.
Яшсене тĕлленĕ кĕтесрен,
Вилĕмпе çăвар хупма хистенĕ.
Такамсем тронран сирпĕнесрен
Халиччен нумай сана хĕненĕ.
Хĕç-пăшал умне эс кукленмен,
Чечексем умне пырса пуç тайнă.
Сан чунна çут ылтăн иленмен,
Çур сĕткенĕ чунунта упраннă.
Эсĕ - Блок,
Шап-шурă юр ташши
Хăйпеле илсе килен кермен,
Чи таса юратусен ăшши
Кĕмĕллетнĕ туй кĕпиллĕ ен.
Сан сăнна куратăп çĕрлехи
Вăйсăр çутă чĕтрекен пÿртре.
Трир çыннин сулмаклă кĕлетки
Çирĕп тĕс сăрлать ырхан питре.
Çамрăклăх хĕвелсĕр рудникре
Туйăннă хăш чух вилессĕнех.
Пурпĕрех нишлĕленмен чĕре.
Шаннă вăл çутта, килессине.
Эс пуласлăха хастар кĕрен.
Çĕр-планета пурнăçĕ санра.
Çăлтăрсен кĕввисене итлен,
Эс ялан пĕр вĕçĕмсĕр çулра.
АСЛĂ ÇЫХĂНУ
Пур хăватлă, таса çыхăну
Халăхпа тăван çĕрĕн.
Юрату, килĕшÿ, туртăну
Иккĕшин ĕмĕр çирĕп.
Сар çăкалăх кашлать чăвашла,
Вĕлле хурчĕ тус пек нăйлатать.
Çил сасси ман саспа тăванла
Ши! кăна шăхăрса вăшлатать.
Чăвашла чăштăр-чăштăр! тесе
Çăмăл çулçă ÿкет çĕр çине.
Сарă чĕп йăвара шиплетсе
Тăвансен хÿттине тĕршĕнет.
Хуратул хуратутлă питне
Ăшă çумăр çăвать чашлатса.
Шĕл-кăвар, шыв сапсассăн, хĕмне
Сÿнтерет калаçса-чăшлатса.
Кунĕпех сухара сÿсленсе
Çулпала лаштăр пÿллĕ пыни,
Инкеке çĕнтерме ĕненсе
Шăла шатăр! çыртни, –
Йăлт вĕсем илтĕнеççĕ çынна
Ун тăван чĕлхипе.
Ĕмĕр-ĕмĕр куçаççĕ чуна
Курăнми çул-йĕрпе.
Çавăнпа тăван çĕр чи хакли,
Вăл йăлтах ăнланать,
Ун сăпка сиктерен ыр алли
Лăпкаса вăй парать.
ЧУНРИ СУКМАКСЕМ
Вăрман эп. Ман уçланкăра
Асамлă Сольвейг пÿрчĕ пур.
Кĕрхи хĕвеллĕ юрăра
Васкавсăр ирĕлет хĕн-хур.
Пÿрт умĕнчи çулçăсенче
Шăпа салхуланса кулать.
Шанăçпала ик чÿрече
Шуçăм çути пек çуталать.
Кунтах Нарспи утса иртет,
Асамлă Сольвейгăн хăни.
Юман патне çитсе хÿхлет:
"Ăçта, ăçта эс, чун савни!"
Ача пек çутă юмахсем
Иртеç Татьянăна йăтса.
Юлаççĕ ырă упасем,
Хаваслă кăмăлпа пăхса.
Кĕсле кĕвви янранипе
Пилеш хуллен-хуллен ташлать.
Такам асамлă аллипе
Мана ун еннелле туртать.
Ах, кам ку? Ватă асатте!
Вăл çитнĕ икçĕр-виççĕре.
Ним ăнланми çĕн ĕмĕрте
Пурнать сăнарĕ кĕвĕре.
Ав пÿрнесем сĕртĕннипе
Янраççĕ кĕмĕл хĕлĕхсем.
Чĕтреççĕ пĕлĕт варринче
Самолетсен шур йĕрĕсем.
Шыратăп ыттисем курман
Упасарри çеçкисене.
Хальччен манра мĕскер пулман,
Кĕресшĕн манăн чĕрене.
ТАНТĂШСЕНЕ
Аттесене
пиртен сахалăш курнă,
атте тени
тĕтреллĕ ачаран.
Е икĕ-виçĕ сăнÿкерчĕк юлнă,
е çырусем выртаççĕ арчара.
Мĕнле-ши сассисем!
Ăçтан-ха чухлăн,
магнитофон вĕсемшĕн çаврăнман.
Телейлĕ ĕмĕт
е хаваслă кулă
вилнисенчен киле тек таврăнман.
Салху сăнпа
ун чух хуллен юрланă
аннемĕрсем,
сăпка çине пăхса.
Çав вăхăтра, тен, юлашки сывланă
аттемĕрсем,
асаплăн антăхса.
Вĕсем юнпа пĕветнĕ тăван çĕрĕн
уйĕсене,
çырми-çатрисене.
Вĕсем тăшмансенчен сыхланă пирĕн
хуллен ярăнакан сăпкасене.
Юратнă аннесен
мĕн чухлĕ юхнă
куçĕсенчен вĕри куççуль
Çавах та çирĕпленнĕ,
тÿснĕ,
чăтнă,
тÿсеймĕ ун чухлех нимле вутчуль.
Пирченĕ аллисем те çепĕçленнĕ
ачисене лăпканă вăхăтра.
Вĕсен пуласлăхне курса ĕненнĕ,
телейлĕ пулĕç, тенĕ, пурнăçра.
Çулсем васкарĕç.
Халĕ пирĕн ÿсĕм
патваррăн тытрĕ аттесен ĕçне.
Ĕçри хăват,
вутри гранитлă тÿсĕм
куçайрĕç ачисен чĕрисене.
Тантăшăмсем!
Хĕрÿллĕ - пурнăç шавĕ.
Иртет кун, çĕнĕ ÿсĕм хăварса.
Ăсаннă ăрусен мĕнпур мухтавĕ
пирте упранĕ сывă та таса.
Вăл чап çуллен татах та пысăкланĕ,
татах çуталĕ пирĕн ĕçсемпе.
Яланлăх çиçĕ çĕнтерÿ медалĕ
килес хастар ăрусемпе.
Комментировать