Сысна - тупăшлa выльăх
Килте сысна ĕрчетесси хăшĕ-пĕри шухăшланă пек кăткăс ĕçех мар. Сысна усрама тупăшлă тата кăсăк.
Сысна - тĕрлĕ апата çиекен выльăх. Вăл хăвăрт ÿсет, апат тиркемест, пысăк вите кирлĕ мар. Ĕнепе танлаштарса пăхар-ха юриех. Ĕне çулталăкне пĕр пăрушка парать, лайăх сысна ами вара пĕрре çăвăрланă чухне 10-12 çура тăвать. Çурасем хăвăрт ÿсеççĕ. Çулталăкне сысна икĕ хутчен çăвăрлать. Çак сăлтавсемех сысна тупăшлă иккенне çирĕплетеççĕ.
Сысна ĕречетме пуçличчен унăн ăрачĕсем çинчен кăштах пĕлни кирлĕ. Раççейре 30 яхăн тĕрлĕ ăрат пур. Сысна усраканăн шăпах пирĕн тăрăхра лайăх ĕрчекен ăрата суйласа илмелле: Ландрас, Дюрок, Литва сысни, шур сысна т.ыт.те.
Ÿт хывассипе виçĕ тĕрлĕ сысна пур. Ашлăх /бекон валли - эстон беконĕ/ çитĕнтерекеннисем салă питех хывмаççĕ. Вĕсем шурă тĕслĕ.
Салăллă-ашлисем ытларах чухне хура тĕслĕ, хăвăрт ÿсеççĕ, салă нумай хываççĕ, пĕчĕкрех калăпăшлă.
Ашлă-салăллисем пысăк ÿсеççĕ, шурă тĕслĕ. Вĕсен салă сийĕ хулăнах пулмасть.
Пирĕн тăрăхра ытларах чухне шурă сысна тытаççĕ. Çак ăратри çитĕнсе çитнĕ сысна аçи 370 кг таять, ами - 280 кг. Сысна çурине лайăх пăхсан вăл 5-7 уйăхра 100 килограма çитет.
Сысна çурине çăвăрланă хыççăнах амăш сĕчĕ кирлĕ. Çурасене типсе тĕрекленсессĕнех пĕр сехет иртиччен сысна çилли патне ямалла. Çăвăрласа пĕтерсен сысна амине ăшă шыв памалла. Малтанхи вăхăтра чĕчĕ çитерме выртнă чухне çурисене лапчăтса выртасран асăрхамалла.
Пĕр эрне тĕлне сысна çурисене амăш сĕчĕ çитми пулать. Çавăнпа эрне тултарнă тĕле вĕсене пĕчĕккĕн пурă, йывăç кăмрăкĕ, биоапат пама пуçламалла. Çурасем валли ятарлă минераллă апат туянса парсан аван - кальци, кали, натри, тимĕр хутăшĕллĕ пултăр вăл.
Вунă кунран çурасене премикслă комбикорм пама тытăнмалла. Кишĕр хырса памалла. 3 эрне тĕлне сысна çури пĕçернĕ çĕрулмине аванах çиет. Ик-виçJэрнеренех çурасене утă çакса пани вырăнлă. Сысна çури питĕ хăвăрт ÿсет: пĕр эрнеренех вĕсен виçи икĕ хут пысăкланать.
Пĕр уйăхран сысна çурисене амăшĕнчен уйăрма юрать. Çак ÿсĕмри çурасене шăпах пасарта туянма пулать те ĕнтĕ. Уйăхри сывă çура апат лайăх çиет, йăрă, шурă тĕслĕ. Ăна çак тапхăрта тĕрлĕ апат кирлĕ. Ятарласа сысна çури валли хатĕрленĕ комбикорма апата хушса парсан аван. 6-7 эрнерен çурана мĕнле мелпе тăрантарса усрассине палăртмалла. Типĕ е нÿрĕк апат çине куçармалла. Сысна ÿснĕçемĕн апат виçине ÿстерсе пымалла.
Икĕ-виçĕ уйăхри çурана çулла чĕрĕ курăк тураса пани организма витаминсемпе тивĕçтерме пулăшать. Курăка пĕçернĕ çĕрулмипе, обратпа хутăштарса пама юрать.
Çуллахи вăхăтра сысна çурисене курăк çинче çÿретни аван. Уя илсе тухма май çук пулсан уçăлмалли картана курăк çулса памалла. Сысна люцерна, пăрçа, клевер, кăшман çулçи, люпин, мăян лайăх çиет. Пахчара ÿсекен ытлашши пахчаçимĕç те сыснашăн юрăхлă. Кавăн, кăшман, кабчок, хăяр тата тăкăннă панулми-груша уншăн паха апат. Вĕсене пыра лартасран тураса памалла.
Хĕлле валли симĕс курăк вырăнне выльăх кăшманне, кавăна, ытлашши пахчаçимĕçе нÿхрепе хумалла. Çавăн пекех утă, силос юрăхлă. Кусем йăлтах сыснашăн хушма чĕрĕ апат шутланаççĕ. Тĕп апат вара авăртнă тырă е комбикорм.
Сысна ăслă та тирпейлĕ чĕрчун. Çÿремелли вырăна вĕреннĕ сысна нихăçан та хăй выртакан çĕре вараламасть. Вĕсене кирлĕ вырăна хăнăхтармалла та çÿреме май туса памалла çеç. Пылчăкра йăванма юратать пулин те сысна вараланчăк, пăсăк апата килĕштермест. Пăсăк апат çитерсен унăн вар-хырăмĕ пăсăлать. Çавăнпа выльăха тăрантарассине тĕрĕс йĕркелемелле.