Тĕп хуламăр - çут тĕнчен хĕвеллĕ ĕнчи
Шупашкар хăйĕн 546-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Пĕлтĕрхи, юбилейлинчен, ним чухлĕ те начар мар. Вуншар мероприятипе асра юлĕ вăл - пурин çинчен çырса та пĕтерес çук. Хальхинче "Пултарулăх бульварĕ" АРТ-проект пирки çеç чарăнса тăрас тетĕп. Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха вăл? Кунта тĕп вырăнта - пурлăхпа çыхăннă ĕç-хĕл мар, чун, ăс-хакăл ирĕклĕхĕпе çуралнă пуянлăх. Ленин проспекчĕпе Карл Маркс урамĕнче каçхине 17 сехетрен пуçласа 21 сехетчен хуçаланчĕ вăл. Иван Яковлев ячĕллĕ сквер аллейинче регионсен хушшинчи "Атăлçи вулавĕсем" кĕнеке фестивалĕ иртрĕ. Хула кунĕпе Литература çулталăкне халалланăскерне тĕп хулари библиотекăсен пĕрлĕхĕпе Чăваш кĕнеке издательствин вăйĕпе хатĕрленĕ. Унта хутшăннисем чăваш, вырăс тата чикĕ леш енчи писательсен чи лайăх произведенийĕсене "тутанса" пăхма, паллă çынсем кĕнеке çинчен каланă сăмахĕсемпе паллашма, Раççей çыравçисен хайлавĕсене вулас енĕпе рэп-турнира хутшăнма пултарчĕç.
Ташă-кĕвĕ ăстисем урам варринчех хуçаланчĕç: вĕсене кура иртсе çÿрекенсем те чăтса тăраймарĕç, пĕрле юрлама, ташлама пуçларĕç.
Çеçпĕл Мишши палăкĕ умĕнче иртнĕ мероприяти пирки те çавнах каламалла. Кунта "Хыпар" Издательство çурчĕ вăхăтлăха "тĕпленчĕ". Журналистсем патĕнче хăнара чăваш писателĕсемпе поэчĕсем, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей правительствин "Раççей чунĕ" преми лауреачĕ Зинаида Козлова ертсе пыракан "Уяв" фольклор ансамблĕ, "Нарспи" ушкăн, Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров, Чăваш халăх поэчĕсем Юрий Сементерпе Порфирий Афанасьев, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тĕрлĕ премисен лауреачĕ Раиса Сарпи, Виктор Овчаров тата ытти писательпе поэт пулчĕç. Тăван халăх йăли-йĕркипе еткерлĕхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтаракан, халăх сăмахлăхне малалла тытса пыракан коллектив кирек мĕнле "хытă, сивĕ" чуна та хускатма пултарать. Уява вара унашкаллисем мар, хулана, чăвашлăха чунтан юратакансем тухнă, çавăнпа халăх кĕвви-çемми янăрама пуçласанах палăк умне ватти те, вĕтти те наччасрах пухăнчĕ. Пухăнчĕ çеç-и? Карталанса ташларĕç, "Уявпа" пĕрле юрларĕç. Юрă лăплансан Шупашкар çинчен шăрçаланнă сăвăсем вуларĕç. "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай, унта ĕçлекен ытти журналистсем "Хыпарпа" тата ытти кăларăмпа паллаштарма та ĕлкĕрчĕç, вулама юратакансене хаçат-журналпа та тивĕçтерчĕç.
Раиса Сарпи "Шупашкар - юратнă хула" сăввинче çак йĕркесене:
Хуласем нумай тĕнчере,
Пĕринчен тепри хитререх.
Пурпĕрех,
Пурпĕрех
Пĕрне çеç савать чĕре.
Сан ятпа юрлатăп çак юрра,
Шупашкар!
Шупашкар! -
вуланă чухне "Хыпарçăсем" патне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, яваплă ытти çынсем, уяв хăнисем пырса чарăнчĕç. Валери Туркай Михаил Васильевича çыравçăсем çинчен манманшăн, 2015 çула Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтернĕшĕн тав турĕ.
Уяв иртсе кайрĕ, анчах хăлхара çав-çавах çак йĕркесем янăраççĕ:
Шупашкар! Шупашкар!
Атăлçи шеп хули -
Çут тĕнчен хĕвеллĕ çут ĕнчи!
Надежда СМИРНОВА