Тăлăхсем хăйсене тăлăхсем пек ан туйччăр

18 Авг, 2015

Чăваш Енре тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарас ыйтăва тимлĕхрен вĕçертмеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен 93 процентне тĕрлĕ йĕркепе çемьесене йышăннă та ĕнтĕ. Ют ачана хăйсен хÿтлĕхне илнĕ килйышсен шучĕ паян 2300-тен те иртнĕ. Раççейри ытти регионпа танлаштарсан ку юхăм пирĕн республикăра уйрăмах лайăх вăй илсе пынине палăртмалла. Çакă эпир çын нушине ăнланнипе те, вырăнти ертÿлĕх тăлăх ачасене усрава илекенсем валли лайăх условисем туса пама тăрăшнипе те, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви ку ыйтупа çине тăрса ĕçленипе те çыхăннă.

Тĕрĕссипе, ют ачана çемьене йышăнасси - кăткăс та нумай çивĕч ыйту кăларса тăратакан пулăм. Сăлтавĕ те паллă: ача çурчĕ тата çемье - пурнăç юханшывĕн нихăçан пĕрпекленейми икĕ çыранĕ евĕрех. Ачан пуласлăхри пурнăçĕшĕн çемье, паллах, пĕлтерĕшлĕрех.

Редакци тĕпелне Чăваш Енри ача усрава илнĕ çемьесен ассоциацийĕн ертÿçине, çичĕ ача ашшĕне Тахир МИРДЖАПАРОВА йыхравлама тахçанах ĕмĕтленеттĕм. Акă, тинех вăхăт тупса килсе çитрĕ вăл. Маларах кайса калам: "Хăвăрăн миçе ача?" - тесе ыйтакансенчен тĕлĕнет Тахир Мирпазылович. Пепкесене юнпа тăваннисемпе хăйсем çуратманнисем çине пайласси ют - уншăн та, мăшăрĕшĕн те.

- Тахир Мирпазылович, эсир ертсе пыракан ассоциаци кирлĕлĕхĕ çинчен калаçни ытлашши - унăн пулмаллах. Çапах та усăлăхĕ мĕнре?

- Çак пĕрлешÿре эпĕ хама ыттисенчен уйăрмастăп - пирĕн хăйне евĕр команда йĕркеленнĕ, хастарсем сахал мар. Ача çемьене килет. Çав килте йĕркеленнĕ пурнăçа хăнăхма ансат мар уншăн. Ашшĕпе амăшĕн тивĕçĕсене хăйсем çине илнĕ çитĕннĕ çынсен те хÿтлĕхсĕр юлнă ача тĕлĕшпе кĕтмен ыйту сиксе тухатех. Уçă калаçура ку е вăл çемьере вĕсене мĕнле татса панине палăртатпăр. Мĕн пытармалли - амăшĕн ăшшине туйса ăна хăйĕн тĕрекĕ пек пĕртте курман ачан ăстăн аталанăвĕ те, ÿт-пÿ пиçĕхĕвĕ те кирлĕ пек йĕркеленсе пыраймасть - акă, мĕншĕн малтан пăхсан курăнман сурансем сиксе тухаççĕ. Ашшĕ-амăшне психологи, педагогика пулăшăвĕ парасси - çула май пулакан ĕç тейĕпĕр, пирĕн ĕç-хĕле анлăн пăхсан вара - эпир ача усрава илнисен тĕлĕшпе тĕрлĕ программа, саккунсене тÿрлетÿсем кĕртме сĕнÿсем, çакнашкал çемьесене хавхалантармалли проектсем хатĕрлетпĕр. Акă, июль уйăхĕнче Шупашкарта регионсен хушшинчи Ача усрава илнĕ çемьесен III форумĕ иртрĕ. Ăна йĕркелеме ассоциаци пуçаруллăн хутшăнчĕ. Тĕрлĕ регионран, Мускавран хăнасем килсе çитрĕç. Форума çÿллĕ шайра йĕркеленипе, унăн программинчи мероприятисемпе пурте кăмăллă пулчĕç. Мускавсем пысăк хак пани эпир тĕрĕс çул-йĕрпе пынине ĕнентерчĕ. Пирĕн республика ертÿлĕхĕ тăлăхсен шăпи çине алă сулманнине палăртрĕç. Ырларĕç. Май пуррипе усă курса ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумне Светлана Петровăна /вăл хăй те - тăлăх хĕрача опекунĕ/ тата ведомствăн опекăпа попечительство пайĕн пуçлăхне Светлана Сырмолотовăна пирĕн сăмаха илтме яланах тăрăшнăшăн тав тăватăп.

- Ырă чунлă çынсем ют ачасене йышăнни аван. Анчах ача çуртĕнче çитĕнекеннисем те пур-ха. Ытларах мĕнле ачасем унта? Мĕнле пулăшу кирлĕ-ши вĕсене? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.