Ача пăхнипе пĕрлех ĕçлеме май пултăр
Хĕрарăмсем ачисене воспитани панипе пĕрлех ĕçлеме те пултарччăр - çакăн валли кирлĕ условисем тата ачисем 3 çул тултариччен вĕсене пăхмалли отпускри хĕрарăмсем професси енĕпе вĕренессине тата вĕсем хушма професси илессине йĕркелес тĕллевпе Чăваш Республикин "2012-2020 çулсенче "Халăха ĕçе вырнаçма пулăшасси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене нумай ачаллă 50 ашшĕ-амăшне, инвалид ачисене çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне, çав шутра ачисене воспитани панă вăхăтрах ĕçлекен хĕрарăмсене ĕçе вырнаçтарма, 400-тен кая мар хĕрарăма, çав шутра ачисен 3 çул тултариччен вĕсене пăхмалли отпускри 130 хĕрарăма, ĕçлев хутшăнăвĕсем йĕркелемен, 3 çул тултарман ачисене пăхакан 270 хĕрарăма вĕренме ямашкăн палăртнă.
Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче ĕç паракансемпе тунă килĕшÿсене тĕпе хурса ачисене пăхнă вăхăтрах ĕçлекен 39 хĕрарăма, çав шутра нумай ачаллă 36 ашшĕ-амăшне тата инвалид ачисене çитĕнтерекен 3 ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарнă.
Професси енĕпе вĕренме тата хушма професси илме кăçалхи çичĕ уйăхра республикăри ĕçлев центрĕсем 3 çул тултарман ачисене çитĕнтерекен 295 хĕрарăма /çулталăклăх планланă йышăн 73,8%/ янă, вĕсенчен 90-шĕ - 3 çул тултарман ачисене пăхмалли отпускри хĕрарăмсем, 205-шĕ - ĕçлев хутшăнăвĕсем çук, 3 çул тултарман ачисене пăхакан хĕрарăмсем.
Пĕчĕк ачисене воспитани паракан хĕрарăмсене професси енĕпе вĕрентессине 13 вĕрентÿ организацийĕнче вĕсемпе тунă килĕшÿсене тĕпе хурса ĕçлев рынокĕнче кирлĕ 18 професси /специальноç/ енĕпе йĕркеленĕ: бухгалтер /пĕлĕве ÿстерни тата çĕнĕрен хатĕрлени/, маникюрша, парикмахер, кадрсемпе ĕçлекен специалист, интерьер дизайнерĕ, повар тата ытти те.
Вĕренме яриччен хĕрарăмсене хăш енĕпе ĕçлессине суйласа илес, ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе патшалăхăн професси ориентацийĕн пулăшу ĕçĕпе тивĕçтереççĕ, професси енĕпе вĕренмелли тата хушма професси илмелли майсемпе паллаштараççĕ.
Ачисем 3 çул тултариччен вĕсене пăхакан хĕрарăмсене професси енĕпе вĕрентни тата хушма професси пани вĕсене професси пĕлĕвне çĕнетсе ĕçе таврăнма, çынсен конкурентлăхне ÿстерме, ĕç условийĕсене хăнăхмалли тапхăра кĕскетме пулăшать.
Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн 2015 çулта яма палăртнă:
инвалид ачисене пăхакан ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă, ачисене воспитани панă вăхăтрах ĕçлекен ашшĕ-амăшне, çав шутра хĕрарăмсене ĕçе вырнаçмашкăн ĕç вырăнĕсем йĕркелеме - 1500 пин тенкĕ*
ачисем 3 çул тултариччен вĕсене пăхмалли отпускри, ĕç хутшăнăвĕсем йĕркелемен, ачисем 3 çул тултариччен вĕсене пăхакан хĕрарăмсене професси енĕпе вĕрентме тата хушма професси пама - 4602,5 пин тенкĕ, çав шутра стипендисем тÿлеме - 733,1 пин тенкĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа инвалид ачисене пăхакан ашшĕ-амăшне, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне, çав шутра ачисене воспитани панă вăхăтрах ĕçлекен хĕрарăмсене ятарласа вĕсем валли хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене вырнаçтарма - 978 пин, ачисем 3 çул тултариччен вĕсене пăхакан хĕрарăмсене професси енĕпе вĕрентме, çав шутра стипендисем тÿлеме 433,7 пин тенкĕ тăкакланă.
ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.