Комментировать

19 Авг, 2015

Сасă юрăçа çеç мар, çар çыннине те кирлĕ

Тутарстан Республикинчи Чăваш наци культура автономийĕн Кама леш енчи полномочиллĕ представителĕ Анатолий Петрович Молоствов генерал-майор августăн 22-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Тутарстанра пурăнакан чăвашсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен сумлă генерал çинчен тĕплĕнрех пĕлес шухăшпа унпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçрăмăр.

- Анатолий Петрович, ырă кун! Чаплă юбилей çывхарса килнĕ май хăвăр çинчен каласа параймăр-ши?

- Тархасшăн. Манăн ним пытармалли те çук. Мĕнрен пуçлас? Шкула кайма пуçланинчен тытăнас пуль. Çуралнă эпĕ Аксу районне кĕрекен пысăках мар Ерепьел ялĕнче. Шкула кайса курман ачасен яланах унта пулас килет, çапла вĕт? Эпĕ те парта хушшине ларатăп тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Пулмарĕ. Ялта манпа пĕр çултисем çуккипе 1-мĕш класс тумарĕç. Вĕрентмерĕç. Çитес çул вара эпир иккĕн пултăмăр. Тинех манăн ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ.

5-мĕш класа çитсен пире вĕренме Çĕнĕ Аксу ялне ячĕç. Унта вара эпир 25 ача пуçтарăнтăмăр. Пуç ĕçленĕ темелле - предметсем çăмăллăнах парăнатчĕç. Вĕренес те килетчĕ. Яланах лайăх паллăпа таврăнаттăм киле. Çук, улталатăп. Хамăн пĕрремĕш "иккĕ" çинчен каласа кăтартам-ха. Пĕрре çапла истори урокĕнче эпĕ килти ĕçпе "5" илтĕм те тепĕр кун манран ыйтас çук-ха тесе, ара, эпир 25-ĕн те, вĕренмесĕр кайрăм - хальхи пек астăватăп. Пулмарĕ, учитель манранах ыйтрĕ. Эпĕ хуравлаймарăм. "2" лартрĕ. Çакă вара маншăн предмет урокĕ çеç мар, чăн-чăн пурнăç урокĕ пулса тăчĕ. Çавăнтан кашни урока хатĕрленнĕ.

8-мĕш класа Аксăва çÿреме пуçларăм. Ялтан инçе пулсан та, юрне, çумăрне пăхман, кашни кун шкула чуптарнă. Вĕренни пурнăçра кирлĕ пулать тесе шутланă.

Лайăх вĕреннине пăхмасăр мана аттен йăмăкĕ колхозра конюх пулса ĕçлеме сĕнчĕ. Каникулсенче эпĕ комбайнер пулăшуçи пулса колхоз ĕçне аванах явăçнăччĕ ĕнтĕ, çапах та манăн малаллах вĕренес шухăш пурччĕ.

9 класс пĕтерсен килтисемпе канашланă хыççăн эпĕ Свердловск облаçне çул тытрăм. Унта завода вырнаçрăм. Фрезеровщикра ĕçленĕ май каçхи шкула çÿрерĕм. Çамрăк рабочисен шкулне те ĕлкĕрнĕ. Çапла вăл çамрăклăх, ĕçлеме те, вĕренме те кăмăл тата вăй та пулнă.

Заводра пирĕнпе пĕрле пĕр селĕп калаçакан çын ĕçлетчĕ. Вăл яланах: "Эсĕ çар çынни пулмалла. Эпĕ сана çапла куратăп", - тетчĕ. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ чăнах та мĕн ачаран летчик пулма ĕмĕтленеттĕм. Анчах та кун çинчен никама та каламан. Çак çын сăмахĕсем пуçран тухмастчĕç ĕнтĕ. Савăнтаратчĕç вĕсем мана. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.