1914 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче пуçланнă Пĕрремĕш тĕнче вăрçи этемлĕхе пысăк çухатупа асап, выçлăхпа аркату кÿнĕ. 1918 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне 38 патшалăхри миллиард çурă çын хĕç-пăшал тытнă, 10 миллион салтак аманнă, вилнĕ. Вăрçă 208 миллиард доллар чухлĕ тăкак кÿнĕ.
Ял çынни тĕлĕнтермĕш техникăпа - компьютерпа, Интернетпа - чылай çул каялла çывăх туслашрĕ пулин те ырă та пархатарлă ĕçсем пуçарса, хавхалантарса тăракан йышпа явăçмасăр хăйне пушăлăх тĕнчине лекнĕн темĕн çитмен пек туять. Пултарулăх коллективне /халăх театрне, драма кружокне, ансамбле, ытти те/ е спорт секцине çÿресен чун уçăлать, савăнăçпа тулать. «Çăкăр-тăварпа çеç тутă пулаймăн», - тенĕ ваттисем. - Çынна чун çимĕçĕ те кирлĕ.
Уйăх ытларах каяллахи суйлавра эпир Чăваш Республикин Пуçлăхне тепĕр пилĕк çуллăх тапхăра суйларăмăр, вырăнти хăйтытăмлăх влаç органĕсен тытăмне йĕркелерĕмĕр, хула тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, ял тăрăхĕсен депутачĕсене мандатпа тивĕçтертĕмĕр.
Мускаври автомобильпе çул-йĕр патшалăх университечĕн МАДИ Атăлçи филиалĕ йĕркеленнĕренпе 15 çул çитнĕ ятпа октябрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ.