Архив - 7 Окт, 2015

7 Окт, 2015

"Сывлăх", 39 /855/ №, 07. 10. 2015

о Хĕç курăкĕ тасатать, çĕнетет.
о Чĕрен ишеми чирĕ аптратсан.
о Чи усăллă пулă.
о Гайморитран - укроп.
о Çĕр грушипе туслашăр.
о Варикозран - компресс.
о Панулми хуппи питĕ паха.
о Сухан - ангинăран, лимон - ÿслĕкрен.
о Ашшĕ-амăшне пулăшма - "Маттурскерĕм манăн" ятарлă кăларăм.
о Аллергирен - шăши кикенекĕпе.
о Вăхăтсăр çуралнă...
о Ача çулталăка çитиччен.
о Хĕрарăмсем валли - сырлан, сар çип ути...
о Ывăннине ирттереççĕ.

7 Окт, 2015

ÇĔР ГРУШИПЕ ТУСЛАШĂР

Çĕр грушине /топинамбур/ ÿстерекен чылай пулин те ăна тивĕçлипе хаклама пĕлейместпĕр-ха. Ăсчахсен тĕпчевĕсем кăтартса панă тăрăх - унăн препарачĕсемпе сахăр диабетĕнчен тата ытти чирсенчен сипленнĕ чухне ăнăçлă усă курма пулать.

Топинамбур аминойÿçексемпе пуян. Вĕсенчен чылайăшĕ этеме питĕ кирлĕ. В1, В2, С, РР витаминсен йышĕпе çак пахча çимĕç кишĕртен, çĕрулмирен, кăшманран ирттерет. Çĕр грушин сиплĕ тĕп элеменчĕ - инулин, вăл улминче 35 процент таран.

7 Окт, 2015

ШĂШИ КИКЕНЕКĔПЕ

Ача ÿчĕ питĕ ачаш, тĕрлĕ аллерги реакцине хăвăртах парăнать, хĕрелет, шатра тапса тухать, кĕçĕтет... Çавна май çамрăк амăшĕсенчен чылайăшĕн çак амакпа кĕрешме тивет. Пепкене шăши кикенекĕн /череда/ ваннинче чăпăл туни витĕмлĕ.

7 Окт, 2015

«Хыпар» 196 (26848) №. 7.10.2015

7 Окт, 2015

Хăвна ĕçре тупни - чи пысăк телей

е 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕ пулĕ

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сентябрĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн 2016 çул Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулĕ. Чăвашра ĕçлекен çын яланах хисепре пулнă. Документра палăртнă тăрăх, хальхи экономика условийĕсенче ĕç çыннине патшалăх шайĕнче обществăна хăват паракан вăй пек йышăнмалла. Экономика аталанăвĕ те, халăх пурнăçĕн ытлăх-çитлĕхĕ те, пахалăхĕ те унран нумай килет. Çавăн пекех «Ĕç çыннин» çулталăкне халалланă мероприятисем çитĕнекен ăрăва ĕçе хисеплеме тата юратма вĕрентĕç, республикăн социаллă ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕç.

7 Окт, 2015

Çĕнĕ Мăратсен вĕçкĕн­лĕхĕ паянчченех упранса юлнă...

Чăнласах питĕ киленÿллĕ пулчĕ мана Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратри историпе таврапĕлÿ музейĕпе паллашма. Нихăçан та пушă лармасть-мĕн вăл. Куракансем таçтан та килеççĕ. Хальхинче, ав, аваллăхпа кăсăкланакансем Мускавранах çитнĕччĕ. Пĕри чăвашла ăнланмастчĕ.

7 Окт, 2015

Агроном - пултарулăх çынниех

Çанталăка кĕтсе ларнипех çитĕнÿ тăваймăн

- Вăрçă ачисем пулнă эпир. «Выçлăх çулĕсенче» нушаланса ÿснĕ. Çăкăра тăраниччен çисе курайман. Хăçан та пулин пирĕн ял çĕрĕ çинче çителĕклĕ çăкăр ÿстерме пулать-ши тесе шухăшлаттăмччĕ пĕрехмай.

Алексей Никифорович пĕр вăхăта шăпланчĕ. Эпир пуçланă калаçу ăна ачалăхне тавăрчĕ. Паллах, йывăр ун чухнехине аса илме. Инçетре вăрçă пырать, кунта, ялта - асаплă, выçă-тутăллă пурнăç. «Çав тăраниччен çăкăр çиес тениех агроном пулас тетерчĕ-и?» - ыйтатăп эпĕ унран.

7 Окт, 2015

Ĕçкĕ ырă тумасть

«Ÿсĕр» сăмах «хăрушă» тенипе пĕр ан килтĕр

РФ Шалти ĕçсен министерствин Общество канашĕ регионсен полицийĕн тата вĕсен общество канашĕсен ертÿçисене явăçтарса видеоконференцçыхăну мелĕпе канашласси йăлана кĕчĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче ОК председателĕ Анатолий Кучерена ертсе пынипе иртнĕ канашлура çул çитменнисем преступлени тăвассипе тата ĕçкĕпе сăлтавланнă преступленисемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Страницы