Кÿршĕсем аван пурăнаççĕ-и?

17 Юпа, 2015

Çак эрнере Шалти ĕçсен министерстви ирттернĕ пресс-конференцие «Чунлă кÿршĕ» акци пуçланнине халалларĕç. Йĕрке хуралçисем кÿршĕсем çапăçнине, хирĕçнине, пĕр-пĕрне хĕненине илтсен-курсан, уйрăмах ачасемпе ватăсене асаплантарсан, кун пирки тÿрех полицие пĕлтерме ыйтаççĕ.

Акци пĕлтерĕшĕ пирки тĕрлĕ МИХ журналисчĕсене ЧР ШĔМĕн участковăйсен тата çул çитменнисен подразделенийĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ Олег Тевянов, РФ ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн участковăйсен тата çул çитменнисен подразделенийĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ Наталия Чапурина, ЧР ШĔМĕн информаципе общество çыхăнăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Олег Ашнин, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Ольга Зайцева каласа кăтартрĕç.

Ку акцие пуçарас шухăш та ахалех тĕвĕленмен-тĕр. Ара, Олег Тевянов пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра шăпах килте, çемьере тунă преступленисен шучĕ ÿснĕ. Кун пек чухне час-часах ачасем, хĕрарăмсем тата ватă çынсем шар кураççĕ.

- Практика кăтартнă тăрăх, хĕрарăм укçа-тенкĕпе арçын тивĕçтернĕрен, çемьене аркатасран хăранăран, мăшăрне тарăхтарнăран ачисем шар курасран шикленнипех час-часах хăйне кÿрентернине, хĕненине каçарать. Çавăнпах тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасть. Мăшăрĕ асаплантарнине чăтса пурăнни вара нумай чухне инкекпе вĕçленет, - терĕ Олег Георгиевич.

Кăçалхи 9 уйăхра кăна кил-тĕрĕшĕнче, çемьере пулнă харкашу-çапăçăвăн 2123 тĕслĕхĕ пирки пĕлтернĕ. Систерменни тата мĕн чухлĕ-ши? Çын вилнипе вĕçленнисем - 20 /пĕлтĕр - 35/. Сывлăха сиен кÿнĕ тĕслĕхсем 143-пе /пĕлтĕр - 157/ танлашнă. Пĕтĕмĕшле вара çак тапхăрта республикăра, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, преступленисен йышĕ ÿснĕ. Иртнĕ çул саккуна пăснă 10459 тĕслĕхе шута илнĕ тĕк, кăçал - 11799.

Ытларах чухне айăпа ÿсĕрле кĕни те паллă. Шăпах эрех-сăрапа минренĕрен килте харкашу çуралать. Кĕçĕннисене кăçалхи 9 уйăхра çемьере кÿрентернĕ 186 тĕслĕхе шута илнĕ, аслисене - 309.

Çемьере пулса иртекен преступленисен йышне чакарас тĕлĕшпе ĕçлемелĕх пур-ха. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шута 1448 çынна илнĕ: шăпах çывăх çыннисемпе çапăçнăран, харкашнăран.

Килти лару-тăру ачан психикине витĕм кÿрет.

- Чылай чухне шăпах ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕслĕхĕпе ачисене тĕрĕс мар çулпа утма вĕрентет. Çул çитменнисене чи çывăх çыннисем кÿрентернĕ-асаплантарнă тĕслĕхсем те чакмаççĕ-ха. Шупашкарта кăна шутра 380 ашшĕ-амăшĕ тăрать. Вĕсенчен 20-шне ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă, 47-шĕ уголовлă майпа айăпланнă, - палăртрĕ Наталия Чапурина.

Ачасен тĕлĕшпе тунă преступленисенчен 1/3 пайĕнче кĕçĕннисене шăпах чи çывăх тăванĕсем кÿрентернине те палăртрĕ Наталия Альбертовна. Вăл ачасене ашшĕ-амăшĕ вĕлернĕ кашни тĕслĕх халăхра шăв-шав çĕкленине каларĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Шупашкарта пулнă тĕслĕхе те аса илтерчĕ. Амăшĕ апат пĕçернĕ вăхăтра ашшĕ ачине йĕнĕшĕн пуçĕпе стена çумне çапса вĕлернине хаçатра та çырса пĕлтернĕччĕ. Полицие вара ача ним çукран вилнĕ тесе пĕлтернĕ. Анчах тĕрлĕ экспертиза хыççăн чăн ÿкерчĕк уçăмланнă. Арçын хĕрарăмăн аслă хĕрне те час-часах кÿрентерни те çиеле тухнă.

Наталия Чапурина каласа кăтартнă тепĕр тĕслĕх те ачапа çыхăннă. Арçын малтан - пепкине, унтан хăйне вĕлернĕ. Сăлтавĕ - хĕрарăм урăххи патне тухса кайнинче. Хваттер тара илсе пурăннă иккен вĕсем. Хĕрарăм таврăнмасан ачине те, хăйне те вĕлерессе арçын телефонпа та, Интернетри социаллă тĕрлĕ сетьре те хваттер хуçине темиçе те пĕлтернĕ. Анчах хĕрарăм кун пирки никама та каламан. Полицие систернĕ пулсан, тен, инкеке сирме май килĕччĕ.

Шăпах эпир тимлĕрех, ырă чунлăрах, сисĕмлĕ-туйăмлă пулнăранах, тен, çын пурнăçне çăлма пулать. Çакна ялан асра тытмалла. Юнашар çуртра е стена тепĕр енче амăшĕ ачине куллен йĕртни е ÿсĕр мăшăрĕ арăмне тăтăшах хĕненине мĕншĕн шăппăн итлемелле-ха?

Ыттисене асаплантарнине курсан-илтсен пулăшмашкăн васкама ыйтать Ольга Зайцева.

- Ку ыйтусене право хуралçисем çеç асăрхаса-тимлесе тăраймаççĕ. Обществăн, пирĕнтен кашнин тÿпи кирлĕ, - терĕ Ольга Юрьевна.

Йĕрке хуралçисем кашни çынна кÿршисен тĕлĕшпе тимлĕрех пулма сĕнеççĕ. Курни-илтни пирки 02 /020 - кĕсье телефонĕпе/ номерпа пĕлтермелле е участковăйпа çыхăнмалла. Хăвăрăн ятăра палăртас килмесен 24-16-55 «шанăç телефонĕпе» шăнкăравламалла. Çавăн пекех çăхава республикăри ШĔМĕн официаллă сайтĕнче те хăварма пулать. Пăтăрмах, хирĕçÿ, çапăçу пирки вăхăтра пĕлтерни çын пурнăçне çăлма, айăплине явап тыттарма кирлине яланах асра тытмалла.

 

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.