Кĕркунне иммунитета çирĕплетмелле

17 Юпа, 2015

Общество транспортĕнче ялан халăх нумай. Вĕсен хушшинче ÿсĕрекен те, сунаслакан та пур. Нумайăшĕ çăвара хупламалли çинчен те манать. Çÿрет вара салон тăрăх инфекци. Пĕрне, теприне çыпăçать. Çапла сарăлать те чир-чĕр. Кайран тăрук аптăраса ÿкнĕрен тĕлĕнетпĕр. Кам айăплă çакăншăн? Паллах, хамăрах. Чирлĕ çыннăн халăх хушшине тухмалла мар. Унăн тухтăртан пулăшу ыйтмалла, килте е больницăра сипленмелле. Çакна кашниех пĕлет-ăнланать. Анчах ансат çак йĕркене чылайăшĕ пăхăнасшăн мар. Чире ура çинчех ирттерсе ярасшăн. Ку сывлăхшăн сиенлĕ пулнине шута илместпĕр.

Шупашкарăн тепĕр районĕнче хваттер туянсан та ача садне улăштармарăмăр. Унта ывăлпа хĕр юлташсем тупнă, çуртпа юнашар садикри çĕнĕ йыша хăнăхма йывăртарах пулать терĕмĕр. Малтанхи çĕре çитмешкĕн общество транспорчĕпе усă курма тиврĕ. Пĕр енне кайма кăна икĕ троллейбуса лармаллаччĕ. Кĕме те, тухма та çăмăл пулман. Çитменнине тата вырăн та памастчĕç. Çакна чăтса ирттерме пулать-ха. Анчах та аслисем ачасем патĕнчех ÿсĕрсе тăни, паллах, вĕчĕрхентерет. Мĕншĕн пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлместпĕр-ши эпир? Сывлăх ахах пекех хаклине шута илместпĕр.

Çак эрнере ача-пăча республика клиника больницине педиатрсем пуçтарăннă. Çул çитменнисен сывлăхĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене çĕкленĕ. Ача-пăча инфекци чирĕсем тавра йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри конференци пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă. Çĕршыв шайĕнчи ĕçе хутшăннă специалистсем çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă: инфекци ача сывлăхне хавшатса хăварнине халăх пĕлесшĕн те, йышăнасшăн та мар. Тепĕр çынран куçакан чир-чĕртен, чăнах, сыхланма йывăр. Тĕнче шайĕпе тишкерес тăк - вилекенсен 25 проценчĕ инфекцие е паразитсене пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Раççейре çулсерен инфекци çаклатнă 50 миллион çынна шута илеççĕ. 100 пин ача пуçне 8700-9400-шне вирус ернине çирĕплетеççĕ.

Вакцина инфекци чирĕсенчен хÿтĕлет. Çакна ача-пăчан ашшĕ-амăшĕн ăша хывмалли çинчен те калаçнă сывлăх сыхлавçисем. Прививка тумашкăн тухтăрсен пепкен çывăх çыннисенчен ирĕк ыйтмалла. Хăшĕ-пĕри çаплипех иккĕленет: пулăшĕ-ши çав вакцина? Паллах, усси пур унăн.

6 уйăхран аслăрах ачасене, шала кайнă чирсемпе нушаланакан аслă ăру çыннисене, медицина ĕçченĕсене, вĕрентекенсене, студентсене, халăхпа ĕçлекенсене уйрăмах вирус хăвăртах ерме пултарать. Çавăнпах вĕсене вакцинăпа усă курма ыйтаççĕ-сĕнеççĕ.

Грипп тата ОРВИ вирусĕ пирĕн тăрăхра раштав варринче вăй илес хăрушлăх пуррине палăртать Роспотребнадзор ертÿçи Анна Попова. Çавăнпах унччен прививка тума ĕлкĕрмелле.

Иртнĕ эрнере, тĕслĕхрен, республикăра ОРВИпе чирлĕ 5915 çынна шута илнĕ. Ку кăтарту, малтанхи 7 кунхи пĕтĕмлетÿпе танлаштарсан, 18,5 процент пĕчĕкрех. Вирус çаклатнисен 79,3 проценчĕ - 17 çула çитменнисем.

2015-2016 çулсенчи эпидеми вăхăтĕнче республикăри 363 пин çынна /халăхăн 30 проценчĕ/ прививка тума палăртнă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ачасем валли грипран 103 пин доза вакцина çитнĕ. 13-мĕшĕччен 68 пинĕшĕпе усă курнă та ĕнтĕ.

Ÿсĕрнĕ, сунасланă хыççăн алла супăньпе çумаллине аса илтереççĕ шурă халатлисем. Çав вăхăтрах профилактика çинчен те манмалла мар. Килтен тухнă чухне сăмсана е оксолин маçĕ, е ятарлă бальзам, е бор вазелинĕ сĕрмелле. Çавна пула вирус сывлав çулне лекичченех вилет.

Лаванда, эрĕм ути, шур чăрăш /пихта/ çăвĕпе йĕпетнĕ тутăр та чир ересрен сыхлать. Вăхăтăн-вăхăтăн çак тутăр шăршине сывласа илмелле. Çав курăк çăвĕсем те микробсене пĕтереççĕ.

Витаминлă апат иммунитета çирĕплетет. Халĕ уйрăмах пахчаçимĕç, улма-çырла çисе юлмалла, сĕткен хатĕрлемелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.