Георгий хĕресĕн тулли кавалерĕ

21 Окт, 2015

1914 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче пуçланнă Пĕрремĕш тĕнче вăрçи этемлĕхе пысăк çухатупа асап, выçлăхпа аркату кÿнĕ. 1918 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне 38 патшалăхри миллиард çурă çын хĕç-пăшал тытнă, 10 миллион салтак аманнă, вилнĕ. Вăрçă 208 миллиард доллар чухлĕ тăкак кÿнĕ.

Чи пысăк çар округĕ

Раççей Германипе Австро-Венгрие, Турцие хирĕç Антанта енче çапăçнă. Хусан çар округĕ патшалăхри чи пысăк çар округĕсенчен пĕри шутланнă. Унта 50 пин çын хĕсметре тăнă. Вăл юнлă вăрçă хирне кашни уйăхрах 800 рота е 200 пин салтак ăсатнă. 40 пин çар çыннине пысăк çухату тÿснĕ çар округĕсене вăйлатма янă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланни çĕр çул çитнĕ май профессионал историксен пĕрлĕхĕ Раççей çак лару-тăрура мĕнле вырăн йышăннине тĕпчеме тытăннă. 2014 çулта çĕршыври социаллă-политика архивĕ, Раççейри ăслăлăхсен академийĕн истори институчĕ тата «Раççей политика энциклопедийĕ» издательство Мускавра виçĕ томлă «Раççей - Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче. 1914-1918 çулсем» кĕнеке кăларнă. Ăна Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă Раççей гражданĕсене халалланă. Унта, паллах, кашни салтака уйрăммăн аса илмен. Георгий хĕресĕн кавалерĕсем çинчен те çырма май килмен. Хальлĕхе. Кама Георгий хĕресĕ, кама Георгий медальне панине хăй вăхăтĕнче туллин çырса пыман. Çак ĕçе вăрçă хыççăн та тума пулать тесе шухăшланă. Малалла вулас...

Елена ФЕДОТОВА,

филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.

/«Сувар» хаçатран/

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.