Ик юман пек иксĕмĕр эпир пĕрле…

21 Окт, 2015

Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче Марийăпа Яков Ухсайсен музейĕ уçăлчĕ

Чĕлхем, пăру хÿри пек эс ан çатăлтат,
Ан суй, татса кала чăнни çинчен!
Вара вилсен те манăн юлĕ ырă ят
Сар кайăк пек ача-пăчамăм умĕнче.

УХСАЙ Яккăвĕ, 1955 çул.

 

Çыратăп эпĕ кăранташпа мар,
чĕремçĕм татăкĕпе.

Мария УХСАЙ,

«Кăра çилсем» повеçрен.

Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ «Советские писатели» кĕнекери автобиографийĕнче шкулта вĕреннĕ чух вĕсене литература кружокĕнче юрату темипе çырма чарнине асăнать. Хăйĕн мăшăрĕ паллă чăваш çыравçи Мария Дмитриевна Ухсай пулни, ывăлĕ Яша Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланичченех вилни, фронтран таврăнсан вĕсен икĕ хĕр çуралса тĕрĕс-тĕкел çитĕнни пирки пĕр сăмах та шарламан унта. Кам кампа мăшăрланни тата çемьери хутшăнусем çинчен уççăн çырасси Совет саманинче йăлара пулман, çапах та пултаруллă поэт хăйĕн лирикăлла сăввисене чи çывăх çыннисен сăнарĕсене кĕртнĕ кĕртнех. Мария Дмитриевнăна «Мăшăр тусăм, ан вăтан та ан хĕрел!» тени те тĕл пулать ун хайлавĕнче.

Ик юман пек иксĕмĕр эпир пĕрле
Шавлама та, юрлама та пĕлмелле.
 
Лартрăмăр эпир санпа пĕрле йĕкел.
Мăшăр тусăм, ан вăтан та ан хĕрел!
 
Ачасем чăнах юман пекех парка,
Иккĕшин те хулпуççийĕ сарлака.
 
Çулçăсем пекех ачаш чĕлхисемпе
Калаçса иртеççĕ ял урамĕпе.

Мария Дмитриевнăпа Яков Гавриловичăн икĕ хĕрĕ хăш ял урамĕпе калаçса иртнине сăвăра ятран палăртман пулсан та - кунта сăмах Куславкка районĕнчи Карач ялĕ пирки пыни паллă. Шăпах амăшĕн тăван ялĕнче ирттернĕ те çуллахи вăхăта çыравçăсен хĕрачисем - Ольгăпа Елена Ухсайсем. Сăвăра сăнарланăн «çулçăсем пек ачаш чĕлхисемпе калаçма» кăна мар, çырма та ăста вĕсен хĕрĕсем. 2009 çулта Елена Ухсай Чăваш кĕнеке издательствинче асаилÿсемпе çырусен «Слово об отце» ятлă питĕ паха кĕнеке кăларнăччĕ. Унччен маларах Ухсай Яккăвĕн çак издательствăрах тухнă «Çырнисен пуххин» тăваттăмĕш томĕнче аслă хĕрĕ Ольга Яковлевна ашшĕ-амăшĕн хутшăнăвĕсене çапла аса илет: «Вăхăтран вăхăта пирĕн çемье уявĕсем пулатчĕç. Атте патне пĕр-пĕр çывăх тусĕ килет-и, кĕнеке тухать-и вĕсен е театрта пьеса йышăнса спектакль лартаççĕ - ун пек чухне хăнасем пыратчĕç. Сăвă-юрă, шÿт-кулăш тăратчĕ вара килте çав самантсенче, анне вĕсене пулăпа сагăран Ÿçĕрулми çăнăхĕнчен тунă кĕрпеŸ пĕçернĕ кукăльпе сăйлатчĕ. Ăна анне хăй кăна пĕлекен меслетпе хатĕрлетчĕ. Алă ĕçĕ тума, юрлама юрататчĕ вăл. Сăнран пăхма анне ытлашши илемлех те пулман-и, тен, анчах утмăлтурат чечекĕ тĕслĕ куçĕсенче ялан хĕлхем вылятчĕ, кăпăшка çÿçĕ вĕлкĕшсе тăратчĕ. Кулли питĕ çепĕç те ăшăччĕ унăн. Маншăн тесен - вăл чи хитре çынччĕ. Аттешĕн те çаплах пулнă».

Аслă хĕрĕ амăшĕн куçне утмăлтурат чечекĕпе танлаштарать пулсан, Ухсай Яккăвĕн хăйĕн - тата та тарăнрах, философиллĕрех сăнав. Мăшăрне халалланă «Кăвакарчăн пĕсехи пек кăн-кăвак…» сăввине Ухсай Яккăвĕ 1940 çулта çырнăран-ши - пуласлăхри хăрушла синкерлĕхĕн сивĕ те йывăр сывлăшĕ палăрмасть-ха унти йĕркесенче.

Мăшăр пулчĕ вăл. Телейĕм, тав-тавах!
Иксĕмĕр кĕтетпĕр савăнса
Кăвакарчăн пĕсехи пек кăн-кăвак
Куçлă пирĕн ывăл пуласса.

Елена Ухсай аса илнинчен: «1940 çулта аттепе аннен ывăл çуралнă, анчах та Яшенька 40 кун та пурăнайман, çуралнă чух инфекци лекнĕрен юн чирĕпе вилнĕ. Пирĕн пиччене нимпе те пулăшайман, мĕншĕн тесен ун чух пенициллинпа усă курма тытăнман-ха».

Яков Гаврилович вăрçă пуçлансан фронта хăй ирĕкĕпе тухса кайнă, килне 1946 çулта таврăннă. Тепĕр икĕ çултан Ухсайсен аслă хĕрĕ Ольга çуралнă.

Ольга Яковлевна çырнинчен: «Пĕррехинче, кĕр еннелле сулăнсан, эпĕ пусма çинче «владимирски» текен сортлă çÿллĕ чие йывăççи тăрринчи çырлана çисе лараттăм. Çав вăхăтра аттепе анне пахчана тухрĕç. «Курсам, Якку, мĕн тери хитре чечек!» - терĕ анне. «Эсĕ, кирек мĕн кала та, çав чечекрен те хитререх», - терĕ ăна атте ăшшăн çупăрласа илсе. Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Анне мана шкула каяс чухне çепĕç сасăпа вăрататчĕ ыйхăран. Пĕшкĕнет, аллипе ăшшăн перĕнсе илет, питрен чуптăвать: «Хĕрĕм, тăрсам…» Хăйĕнчен темĕнле ырă та ăшă варкăш килет. Атте те хăй аннене мĕнле хисепленине пĕр лирикăллă сăвăра аван уçса кăтартнăччĕ».

Мария Дмитриевнăпа Чĕмпĕрте паллашса пĕрлешнĕ хыççăн 18 çул иртсен, 1957 çулта, çырнă хайлавĕнче Чăваш халăх поэчĕ пĕтĕм çут тĕнче илтмелле çапла хыпарлать:

Каллех те манăн ĕлĕкхи пек çамрăк каччă
Пулса вăййа тухасчĕ пĕр самант кăна,
Савни суйлас пулсан вĕри чĕре хăвачĕ
Каллех, хальхи пекех, юратĕччĕ сана…

Тупа тунă пекех янăрать сăвă вĕçĕнче «вĕри чĕре хăвачĕ каллех, хальхи пекех, юратĕччĕ сана» тени. Ăнсăртран çырăнман ĕнтĕ çак сăмахсем Ухсай Яккăвĕн. Кайран, 1969 çулта, арăмĕ ăнсăрт инкеке пула сарăмсăр вилсен, çакăншăн хăйĕн тÿрре тухма, çемье чысне хÿтĕлеме тивессе сиснĕ тейĕн поэт чĕри. Кун çинчен тĕплĕнрех Елена Ухсайăн «Слово об отце» кĕнекинче вуласа пĕлме пулать. Акă, унти пысăках мар сыпăк: «Урама тухма та хăрушăччĕ. Кашни иккĕмĕш çын, паллани те, палламанни те, тытса чарсах, манăн кăмăл-туйăма шута илмесĕрех, сĕмсĕррĕн хыпкаланатчĕ: «Тăван аçу тăван аннÿне вĕлернĕ тени тĕрĕсех-и?» Этемсем çакăн çинчен çăмăллăн калаçни анратсах яратчĕ. Çанталăк çинчен е лавккана кăлпасси кÿрсе килни пирки сăмахлаççĕ тейĕн…»

Халь, ак, манăн та Елена Яковлевнăн чĕрене ыраттаракан асаилĕвне тепĕр хут хускатмалла пулса тухрĕ. Мĕншĕн? Çак инçетренех пĕçертекен вут-çулăм çывăхне пымасăр Карачра музей уçăлни çинчен çутатма ниепле те май çукчĕ-им? Çукчĕ çав… Мĕншĕн тесен çакăн пирки тĕплĕн те тĕрĕс çырма пикенсен МĔНШĔН текен çĕр-çĕр ыйту сиксе тухать. Тĕрĕссипе, тарăнрах шухăшласа пăхсан, музейĕ халь тин, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче уçăлман вĕт-ха! Ăна чăн пуçламăшĕнче Ухсайсен хĕрĕ Ольга Яковлевна тăрăшнипе 2008 çулхи кăрлач уйăхĕнче Мария Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле уçнăччĕ. Ун чухне вăл Мария Ухсай музейĕччĕ. Халь, ак, Ольга Ухсай çĕнетсе улăштарнăскер, Мари­йăпа Яков Ухсайсен музейĕ пулса тăчĕ. Карач ял тăрăхĕн администраци çуртĕнче вырнаçнăскерне библиотека витĕр кĕмелле. Пысăках мар пĕр пÿлĕм кăна йышăнать пулин те музей - Марийăпа Яков Ухсайсем çинчен кунта информаци çав тери нумай. Вĕсене йăлтах Ольга Яковлевна пухса йĕркеленĕ, хăтлăх кÿртсе вырнаçтарнă. Ашшĕ-амăшне пĕр-пĕринчен уйăрас килмест хĕрĕн: ăçта Мария Дмитриевна - унта Яков Гаврилович, ăçта Яков Гаврилович - унта Мария Дмитриевна.

Куçа курăнман, анчах нихçан сÿнми хăват вăл - юрату. Мăшăрпа телей курса пурăнасчĕ-ха тесе хăпартса лартнă кирпĕч çурт та вăхăт иртнĕçем юхăнса арканма пултарать, юрату вара - çук. Мĕншĕн тесен ачасем çут тĕнчене юратупа кăна, чăн юратăва туйса курма килеççĕ.

Телей те пирĕн пулнă, пулнă терт те пирĕн,
Усал çынсем кăларнă сивĕтме элек.
Анчах яштак пĕвне паян та тÿррĕн
Тытатăн эсĕ, çамрăк йывăç пек.

Ку йĕркесем те Ухсай Яккăвĕ мăшăрне халалланă сăвăран. Чăваш халăх поэчĕн хайлавĕсенче - тăван чĕлхе сĕтекĕ, тăван сăмахăн чуна илĕртекен ытармалла мар хитре шалти кĕвви. Чăваш халăх сăмахлăхне пĕлмен мар Яков Гаврилович, çапах та сăввинче мăшăрне вăл çăкапа мар, юманпа танлаштарнă: «Ик юман пек иксĕмĕр эпир пĕрле…» Кунта - Яков Гаврилович Мария Дмитриевнăна хăйпе пĕртан туйса тăни. Шăпах çакăн çинчен каларĕ те Ольга Ухсай музея уçнă савăнăçлă самантра. Ашшĕпе амăшĕ хăçан тата ăçта паллашни, поэт тискер вăрçăра мĕнле майпа чĕрĕ юлма пултарни, Мария Ухсай хăйĕн пултарулăхне мăшăрĕпе пĕртан аталантарса пыни пирки - йăлтах хавхаланса каласа пачĕ вăл. Музея уçма килнисем - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи Михаил Кондратьев та, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин ĕçченĕ Сергей Казаков та, Чăваш халăх писателĕ Сергей Павлов та, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситечĕн преподавателĕсем Александр Мефодьевпа Николай Осипов та, шкул ачисем те, «Енĕш» фольклор ушкăнĕн артисчĕсем те - пурте Ольга Яковлевнăна тимлĕн итлерĕç, ыйтусем пачĕç, хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç.

Чăннипех те, экспонатсемпе пĕлсе усă курсан кунта чăваш литературипе тата Тăван ен культурипе уçă уроксем ирттерме питĕ меллĕ. Хупă кăна ан тăтăрччĕ чăваш литературин «уйрăлми икĕ юманне» халалланă музей. Марийăпа Яков Ухсайсен музейне Карач шкулĕнче вĕренекенсем кăна мар, Куславкка районĕнчисем те, республикăрисем те, ун тулашĕнчисем те килсех çÿреччĕр. Килччĕр те - унти экспонатсемпе паллашчăр, пултаруллă çыравçăсен кĕнекисене алла тытса уçса пăхчăр. Паха кĕнекене пĕр уçсан вуласа тухма тĕмсĕлетĕнех. Вулани – çутă пуласлăх. Тăван чĕлхепе кĕнеке вулама пăрахни вара - тăван халăха пĕтесси патне те илсе çитерме пултаракан синкерлĕ çул...

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.