Сочире - куç виçейми тинĕс, Çĕнĕ Ахпÿртре - вĕçĕ-хĕррисĕр хир...

17 Юпа, 2015

Александрпа Мария Тесленкосем Çĕнĕ Ахпÿрте вунă çул каялла Краснодар тăрăхĕнчен куçса килнĕ. Чаплă Сочи хулине чăваш ялĕпе улăштарни ку тăрăхрисене паянхи кун та тĕлĕнтерет. Мĕн ачаран ĕçе хăнăхнăскерсем кунта килсе тĕпленсен кĕрĕк арки йăваласа ларас темен, фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Çĕр илсе хирте вăрлăх сухан, çĕрулми, кишĕр çитĕнтерме тытăннă. Куçса килнишĕн ÿкĕнместĕр-и тесе ыйтрăм та: «Пысăк уйрăмлăх курмастăп, Сочире - тинĕс, Çĕнĕ Ахпÿртре вара - вĕçĕ-хĕррисĕр хир, çавă çеç, кирек ăçта та ĕçлемелле, тинĕс хĕрринче хĕвелпе пиçсе выртни тăрантармасть», - хуравларĕ Александр Сергеевич.

Грекпа чăваш хĕрĕ

Марина Çĕнĕ Ахпÿртрех ÿссе çитĕннĕ. Тăххăрмĕш класс хыççăн Сарă ту хулине ĕçлеме тухса кайнă. Повар-официанта вĕренсе тухнăскере вербовкăпа Сочие янă. Пансионата вырнаçтарнă ăна, шăпах кунта Александрăн инкĕшĕ ĕçленĕ. Ун патне каччă час-часах килсе çÿренĕ, çакăнта асăрханă та чипер чăваш хĕрне. Мăн хурансемпе пăтă пĕçернине халĕ те манса кайман вăл. Пуринчен те вăр-вар, чупса ĕçлекен пикене вĕçертес темен Александр. «Маринăпа килĕштерсе пурăнатпăр. Унра тата питĕ паха ен пур, вăл хăна пăхма пĕлет, сĕтел лайăх хатĕрлет, ырă кăмăлĕпе, тараватлăхĕпе тĕлĕнтерет, пирĕн енчи хĕрарăмсене аса илтерет», - каласа кăтартать кил хуçи. Александр амăшĕ - Кубань казакĕсен таса йăхĕнчен, ашшĕ - Сочи таврашĕнчи грек. Вĕсен йышлă çемйинче паян - тĕрлĕ наци çыннисем. Тĕслĕхрен, пĕр пиччĕшĕ Пушкăртстан хĕрне арăм тунă, теприн мăшăрĕ - мăкшă. Аппăшĕсен упăшкисем - грек, казак çыннисем.

 

Пĕчĕк ачана пăхнă пек

«Вăрлăх сухан ÿстерессине пĕчĕк ачана пăхнипе танлаштаратăп, пепкене те куçран вĕçертмелле мар, çимĕçе те лайăх çитĕнтерес, тупăш илес тесен çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшмалла. Упрама та пĕлмелле, сывлăш нÿрĕклĕхне тĕрĕслесе, ятарлă температура тытса тăмалла. Уйрăмах хĕлле çивĕч сăнамалла, сивĕрех чухне ăшăтмалли хатĕр чĕртетпĕр, пăчăрах чухне уçăлтаратпăр», - ĕç вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ Александр Тесленко.

Иртнĕ çул 5 гектар сухана Маринăпа Александр иккĕшех çумланă. Хĕвел хĕртме пуçличчен 3 сехетрех тăрса утнă хире. Шăрăхра килте каннă. Каç енне каллех уя вĕçтернĕ, сĕм çĕрлечченех çумкурăкпа кĕрешнĕ. 5 гектар сухан - çав тери нумай-çке ку! Ахăртнех, касă вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть, тинĕс евĕрех анлă.

Вăрлăх сухана ытларах Кабарда-Балкартан, Ставрополь, Çурçĕр Кавказ тăрăхĕсенчен, Мускавран, Хусантан килсе илеççĕ. «Кавказ, кăнтăр халăхĕ чăвашсем пек мар, вĕсем ешĕл çимĕç, симĕс сухан питĕ юратаççĕ, унсăрăн пĕр апат та çимеççĕ. Çулталăкне икĕ-виçĕ хут та сухан лартса ÿстереççĕ. Сĕтелĕ те яланах тулли, тĕрлĕ ĕçме-çимепе йăтăнать. Кĕçех туянакансем çитмелле, аякран çула тухнă та ĕнтĕ», - сухана сутлăха хатĕрлеме тытăнасси пирки каларĕ Александр Сергеевич.

Кил хуçи те Кавказ халăхĕнчен тĕслĕх илсе хĕлĕн-çăвĕн ешĕл çимĕç ÿстерес шухăшлă. Пахчана пысăк теплицăсем вырнаçтарас ĕмĕт-тĕллевлĕ вăл, çакна май пур таран хăвăртрах пурнăçа кĕртесшĕн. Чăваш халăхне ĕçченлĕхĕшĕн хисеплет Александр. Çитменлĕхне те палăртса хăвармасăр чăтаймарĕ. «Каçарăр та, пĕр-пĕрин хушшинче туслăх çук, кÿршĕн пурнăçĕ ăннишĕн савăнмалла пек те, çук çав, кĕвĕçÿ чăваша лăпкăн пурăнма памасть», - хăй шухăшне пĕлтерчĕ Александр Тесленко.

 

Кĕтÿçсем яланах кирлĕ

Пĕр хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ Тесленкосем. Асли Елена качча кайнă хыççăн хăйĕн çемйипе Шупашкарта пурăнать. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕскер бухгалтер-экономистра тăрăшать халĕ. Валентин Çĕнĕ Ахпÿртри вăтам шкулта тăххăрмĕш класра вĕренет. Шкулти пысăк çитĕнÿсемшĕн район ертÿçин ятран паракан стипендине илсе тăрать. Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне «Эпĕ депутат пулсан-и?» конкурса хутшăнса «Хăйнеевĕрлĕхшĕн» номинацире 2-мĕш вырăна тухнă вăл, ЧР Президенчĕн Михаил Игнатьевăн аллинчен грамота илме тивĕçнĕ. Хăй депутат пулсан чăваш халăхне епле пулăшассине сăвă майлă калавра уçса панă вăл. Александр Сергеевич тарăн та çирĕп пĕлÿ панăшăн Çĕнĕ Ахпÿрт вĕрентекенĕсене ырлать. «Ача ăçта пĕлÿ пухни пĕлтерĕшлĕ мар. Вĕренекенни кирек ăçта та вĕренет, вĕренменнине хăть гимназие, хăть лицее яр. Ялти ахаль шкулта та аван пĕлÿ параççĕ», - хăй шухăшне пĕлтерчĕ Александр Тесленко. Мăшăрĕн кил-çуртра ахаль те ĕç нумаййине кура çемьере ачисене воспитани парассине кил хуçи хăй çине илнĕ. Пĕррехинче Александр Сергеевич виç-тăватă çулти ывăлне Шупашкарти Атăл кÿлмекĕнче вырнаçнă ресторана илсе кайнă та: «Вăт халь итле, ывăлăм, пурнăçра икĕ çул: шкулта лайăх вĕренсен çакнашкал ресторан хуçи ним мар пулаятăн, кахаллансан, кунашкал ресторана хушăран çеç кĕркелесе кураятăн. Манса ан кай, пирĕн çĕршывра кĕтÿçсем яланах кирлĕ тата кĕтÿ кĕтме нумай ăс та кирлĕ мар», - тенĕ. Пĕчĕк ачан чунне ашшĕн витĕмлĕ сăмахĕсем вырнаçса ларнă-ши, тен, астуса та юлман-и, апла-и, капла-и, Валентин Тесленко шкулти вĕренекенсемшĕн пĕрремĕш класранах тĕслĕх пулнă. Унăн дневникĕнче «5» паллăсем çеç.

 

Юмахри евĕр хулана пăрахса...

Сочи - илемлĕ хула. Олимп вăййисем иртнĕ хыççăн унти пурнăç тытăмĕ пушшех улшăннă. Тесленкосен çав юмахри евĕр, çынсем канма кăмăллакан хулара хваттер те пур. Теприсем унта пурăнасси пирки тем пек ĕмĕтленеççĕ пулĕ. Çук, Александрпа Маринăна Çĕнĕ Ахпÿрт темшĕн ытларах килĕшет. «Каялла каясси пирки шухăшламастпăр, пăрахса килме те шел пулмарĕ. Çапах та тепĕр чухне тунсăхлаттарать, 25 çул пурăннă-çке унта. Ăнланса илтĕмĕр, çĕр çинче чакаланма ытларах килĕшет пулмалла пире. Мăшăр ахальтен Краснодарти ялхуçалăх институтĕнче пĕлÿ илмен пулĕ. Вăл та мĕн ачаран çĕр ĕçĕпе çитĕннĕ. Пире вара, Çĕнĕ Ахпÿртсене, çуралсанах пахчана вăрлăх сухан çумлама илсе тухнă. Çĕр туртса илчĕ те пире, ăна Хура тинĕспе улăштартăмăр», - терĕ Мария Федоровна.

Çĕр вĕсене тăрантарать кăна мар, вăй хурса ĕçленине кура пысăк тупăш та кÿрет. Çакна Çĕнĕ Ахпÿртсем уйрăмах лайăх пĕлеççĕ. Пуян та паттăр патăрьелсене чылайăшĕ ăмсанать-тăр. Тăнăçлăхпа чыс-хисепе вĕсем ĕçченлĕхне тата тăрăшулăхне кура çĕнсе илнине Тесленкосен тĕслĕхĕ те çирĕплетет.

Сочирен килнĕ çемье хальлĕхе техникăсăрах ĕçлет. Паллах, çакă вĕсене пысăк чăрмав кÿрет. Çĕре сухалама, акма çынна укçалла тара тытма тивет. Фермер хуçалăхне те нумай пулмасть çеç йĕркеленĕ. Кăçал грант илме конкурса документсем тăратас шухăшлă çемье. Ăнăçсан çав укçапа техника туянасшăн.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.