Выльăх та, пахча та - чун киленĕçĕ

17 Юпа, 2015

Елчĕк тăрăхĕнчи Элпуçре пурăнакан Светлана Захарова вăхăтпа тан пыма юратать. Ахальтен-и вăл ялĕпе пĕртен-пĕр "урхамаха" çăварлăхлать те çилпе ăмăртса малалла вĕçтерет. Яваплă вырăнта вăй хураканскере кирек те мĕнле ĕçе кая юлмасăр пурнăçлама, чĕннĕ çĕре кирек те хăçан вăхăтра çитме питĕ пулăшать ку транспорт.

Елчĕк тăрăхĕнчи Элпуçри Захаровсем 8 ĕне /вĕсенчен 3-шĕ - сăваканни/, хĕл каçнă 6 вăкăр, çулталăкри 5 вăкăр, 16 сысна, 135 сурăх, картиш тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ. Кроликсем те витере йышлă пулнă. Пĕр каçхине темĕнле чĕрчун йăлтах çисе янă хыççăн вăрăм хăлхаллисене урăх ĕрчетес темен.

"Выльăх пăхасси маншăн йывăр мар. Апачĕ кăна çителĕклĕ кирлĕ. Ĕне те усрамасан ялта тата мĕн туса пурăнмалла? Виçĕ чун кăна чухне алăпах сăваттăмччĕ, тăваттăмĕшĕ пăруланă хыççăн аппарат туянтăмăр, унпа тата хăвăрт та ансат пулать. Упăшка хĕрарăм ĕçĕ тесе нихăçан та тиркешмен, каçхине выльăхне те пăхать, ĕне те сăвать", - тет кил хуçи арăмĕ. Вăхăтне ăçтан тупни те тĕлĕнтерет - Валерий Константиновичпа Светлана Николаевна кашни кунах ĕçе çÿреççĕ, унсăр пуçне ир-ирех ял халăхĕнчен тата кÿршĕри Çирĕклĕ Шăхальсенчен сĕт пуçтараççĕ.

Хĕл хырăмĕ аслă. Картиш тулли выльăх валли апачĕ те нумай кирлĕ. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тесе ахальтен каламаççĕ-çке. Çуллахи вăхăтра капанĕ-капанĕпех утă-улăм хатĕрлеççĕ. "Халь ĕлĕкхи пек мар, техника ĕçе чылай çăмăллатать. Пĕрре хăнăхнă та - нимĕн йывăрри те çук. Тăрăшсан, ÿркенмесен кун тăршшĕнче темĕн те туса ĕлкĕрме пулать. Выльăх апачĕ хатĕрлессинчен пĕртте шикленместпĕр", - ăшшăн та лăпкăн калаçать Светлана Захарова. Çак ĕçре вĕсене ывăлĕсем чылай пулăшаççĕ. Çуллахи вăхăтра кĕтÿ кĕтсе вăхăт ирттермеççĕ Захаровсем, ĕнисене куç умĕнчен вĕçертмесĕр çаран-курăк çинче çÿретеççĕ.

Ветеринар-осеменаторта ĕçлекен Светлана Николаевна выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă мĕнпур вăрттăнлăха пĕлсе тăрать. Камăн та пулин ĕни чирлесен е пăрулама тытăнсан кирек хăш вăхăтра пулăшу пама васкать. "Хамăрăн та кăçал ĕне йывăррăн пăруларĕ. Выльăх та çын пекех, пĕр кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухма пултарать. Пăрупа амăшне хăтарса хăварас тесе пиллĕкĕн кĕрешрĕмĕр, юлашкинчен ветеринари тухтăрне чĕнсе илме тиврĕ. Ĕни те, пăрăвĕ те чутах вилетчĕç", - каласа кăтартать хĕрарăм.

Çирĕппĕн малалла утма мĕнпур услови пур Захаровсен. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ Валерий Константиновичпа Светлана Николаевна. Кил-çуртĕнче тирпейлĕ те хăтлă. Выльăх пăхасси те юратнă ĕç кăна вĕсемшĕн.

"Хулара пурăнас пулсан вăхăта мĕнле ирттермеллине те пĕлес çук. Ял валлиех çуралнă пуль çав. Шупашкара хăнана кайсан та чунра тăвăр, хăвăртрах киле таврăнас килет. Автан авăтни, хур-кăвакал сасси мĕне тăрать", - чунне уçать кил хуçи арăмĕ.

Виçĕ ывăл çитĕнтернĕ Захаровсем. Асли Константин салтакран таврăннă хыççăн хăйĕн профессийĕпе ĕçе вырнаçма ĕлкĕрейменрен хальлĕхе Шупашкарта водительте тăрăшать. Иккĕмĕшĕ Алексей - хĕсметре. Виççĕмĕшĕ Николай Шупашкарти машина тăвакансен техникумĕнче 3-мĕш курсра пĕлÿ пухать. Вăл та тетĕшĕсенчен юласшăн мар, хăвăртрах алла диплом илсе салтак атти тăхăнас шухăшлă.

Пушмак хывса пÿрте кĕнĕ чухне: "Урай варланасран ан хăрăр, алăк патĕнче ан хывăр-ха, часах хуласем çитеççĕ, йăлтах çуса-тасатса каяççĕ", - Светлана Николаевна çапла каланине илтсен кинĕ-хĕрĕ пирки сăмах пырать пулĕ тесе шухăшларăм. Çук иккен, кил-çуртри мĕнпур ĕçе ывăлĕсем хăйсем çине илнĕ. Вĕсем вăхăт тупса кашни эрнерех ашшĕпе амăшĕ патне çитме тăрăшаççĕ. Асли пÿртре тасатнă, тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ чухне кĕçĕнни выльăх пăхать. Костя гуляш хатĕрлеме, плов янтăлама ăста-мĕн. Çĕрулмирен те темĕн тĕрлĕ апат пĕçерме пултарать. Кольăна вара пуринчен ытла ял пурнăçĕ килĕшет, хулана та пĕлÿ илессишĕн çеç кайнă вăл. Салтака кайса килнĕ хыççăн Элпуçĕнчех тĕпленес шухăшпа пурăнать каччă.

Çемье кашни кунах тул çутăличчен, ирхи виçĕ сехетре, ĕçе пуçăнать те çынсем çывăрма выртсан тин пÿрте кĕрет. Выльăх çеç мар, пахча ĕçĕ те вĕсемшĕн чун киленĕçĕ. Теплицăра пиçсе çитнĕ помидор, пылак пăрăç халĕ те туллиех. 60 сотка çĕр çинче çĕрулми ăнса пулнă. Сад пахчинче панулми çимелĕх кăна мар, сутмалăх та çитĕннĕ кăçал.

Светлана Николаевна пĕр-пĕр çĕре васканă чухне квадроцикл çине ларса вĕçтерет. Çакă та унăн ĕçне чылай хăвăртлатать. Кун пек "урхамах" хальлĕхе ялта никамăн та çук-ха. Алешăпа Коля пĕр çулхине çăвĕпех Çирĕклĕ Шăхальте комбайнер пулăшуçинче тăрăшнă. Тар тăкса пухнă укçана ахаль тăкаклас темен, ашшĕпе амăшне ĕçе çÿреме квадроцикл туянса панă.

Паянхи саманара тенкĕ çумне пус хушма пĕлеççĕ Захаровсем. Ахальтен-им çакăн чухлĕ выльăх тытаççĕ? Çакă вĕсене тупăш та, киленÿ те кÿни куçкĕрет.

 

Елена АТАМАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.