Архив - Окт 2015

1 Окт, 2015

“Сассăма душра уçатăп”

Вăхăт шыв пек юхать. Сисмерĕмĕр те, Раççейри Литература çулталăкĕн 9 уйăхĕ те иртрĕ ав. Чăваш Енре вара ку çулталăка вилĕмсĕр поэта Константин Иванова халалланă. «Нарспи» поэмăна тин çуралнă ача çеç вуламан пуль.

1 Окт, 2015

Кучек курортран нимĕнпе те кая мар

Шăмăршă тăрăхне, вăрман варринче вырнаçнă Кучек ялне, хĕллех çитсе курма ĕмĕтленнĕччĕ. Таврапĕлÿ словарĕнче ăна «Шăмăршă районĕнчи Çĕр питĕнчен çухалнă поселок» тесе палăртнă. Тĕппипех пĕтмен-ха поселок. Унта виçĕ çемье пурăнать тенине илтсен Кучеке хĕл варринчех çитме хатĕрччĕ.

1 Окт, 2015

Пĕрер хăма, кирпĕч сĕтĕрсех аркатнă

Ятарласа та мар, ял-ял витĕр çÿренĕ чухне, ăнсăртран пирĕн куç тĕлне тĕл пулаççĕ вĕсем, ишĕлекен клубсем. Халăха илĕртсе савăнăç парнеленĕскерсен шăпи мĕншĕн çавнашкал хурлăхлă вĕçленнĕ-ха? Ял çыннисен, çамрăкĕсен культура шайĕ пĕчĕкленсе пынипе ишĕлнĕ çуртсен хушшинче çыхăну пур-и?

1 Окт, 2015

Куракан чĕрине уçма пултаракан мусăкçă

Денис Яковлев ача чухне юрăç пулма вуçех ĕмĕтленмен. Анчах вăхăт кăмăл-туйăмне хăвăрт улăштарнă. Вăл Канашри лицейре вĕреннĕ çулсенче юрă-кĕвĕ тĕнчипе çывăхрах паллашнă. Музыка шкулне çÿреме пуçласан вара тĕрлĕ инструмента алăран вĕçертмен. Тантăшĕсем Денисра пулас юрăçа курнă.

Страницы