Куракан чĕрине уçма пултаракан мусăкçă

1 Окт, 2015

Денис Яковлев ача чухне юрăç пулма вуçех ĕмĕтленмен. Анчах вăхăт кăмăл-туйăмне хăвăрт улăштарнă. Вăл Канашри лицейре вĕреннĕ çулсенче юрă-кĕвĕ тĕнчипе çывăхрах паллашнă. Музыка шкулне çÿреме пуçласан вара тĕрлĕ инструмента алăран вĕçертмен. Тантăшĕсем Денисра пулас юрăçа курнă. Преподавательсем патне куллен васканăскер ĕмĕчĕсемпе юрă-кĕвĕ тĕнчинче вĕçнине асăрхама пултарнах вĕсем.

Яш музыка шкулĕнче тĕрлĕ инструмент калама вĕреннĕ. Çавăн пекех хорта юрланă. Унăн ăсталăхне преподавательсем асăрхаман мар. "Маттур, санран пулать", - тесе ачана хавхалантарнă. Ăшă сăмахсем Денис Яковлева тăрăшса вĕренме çунат хушнă. 8 çул тултарсан музыка енне туртăнма пуçланăскер тантăшĕсенчен пĕлĕвĕпе уйрăлса тăнă. Пĕррехинче, ун чухне Денисăн çуралнă кунĕ пулнă, иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ ăна гитара парнеленĕ. Арçын ача çак инструмента кĕске вăхăтрах калама вĕренмешкĕн сăмах панă. Каланă - тунă. Вăл гитара хĕлĕхĕсене кунсерен тенĕ пек хускатнă, пурăна киле инструмента хăнăхма пуçланă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.