Çĕнĕ тĕнче юрăçи

20 Юпа, 2015
Умра - çĕн ĕмĕр, çĕн тĕнче,
Хĕрÿ кăварлă çамрăклăх.
Хĕвел вылять ун питĕнче, -
Ăçтан ăна çăварлăхлăн?!
Андрей ПЕТТОКИ

«Кам-ха вăл Андрей Петтоки?» - тесе ыйтĕ хăшĕ-пĕри, чăваш литературине пĕлсех кайманни. Çак ыйтăва Муркаш районĕнчи Ахмане ял çыннисем, ватти-вĕтти те, пĕр иккĕленмесĕрех: «Андрей Петтоки - паллă сăвăç, «Нарспи» поэмăна вырăсла чи малтан куçараканни», - тесе хуравлĕç.

Хăйсен ялĕнче çуралса ÿснĕ поэт Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла çапăçса вилнине те асра тытса пурăнать кунти халăх, Ахманере Андрей Петтокине халалланă чаплă палăк та пур. Поэт çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă уява Шупашкартан килнĕ хăнасемпе ял-йыш çак палăк умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн Москакасси Культура керменĕнче «Поэт кун-çулĕпе пултарулăхне ăса хывни» ăслăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ. Республикăри паллă ăсчахсем, Москакасси шкул ачисем, Ахмане тăрăхĕнчи ял-йыш, Муркаш районĕнчи вулавăш ертÿçисем хутшăннă чаплă уява, пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн пай пуçлăхĕ Геннадий Дегтярев йĕркелесе ертсе пычĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.