Уçăмлă çĕнтерÿ шанăçа ÿстерет

Уйăх ытларах каяллахи суйлавра эпир Чăваш Республикин Пуçлăхне тепĕр пилĕк çуллăх тапхăра суйларăмăр, вырăнти хăйтытăмлăх влаç органĕсен тытăмне йĕркелерĕмĕр, хула тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, ял тăрăхĕсен депутачĕсене мандатпа тивĕçтертĕмĕр. Сентябрĕн 13-мĕшĕнчи пĕрлехи сасăлав кунĕнче çĕршывăн 83 субъектĕнче 10700 суйлав кампанийĕ иртнĕ, 92 пин депутат хăйĕн тăрăхĕн аталанăвĕшĕн, тăнăçлăхĕшĕн ĕçлеме халăх шанăçне çĕнсе илнĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче те тăватă суб<ектра ĕç тăвакан влаç ертÿлĕхне суйланă. Вĕсем - Чăваш Ен, Мари Эл, Тутар республикисем тата Пенза облаçĕ. Ултă суб<ектра - Хусан, Ижевск, Шупашкар, Чулхула, Оренбург тата Ульяновск - администраци центрĕсен депутачĕсен Пухăвĕн йышĕсене çĕнетнĕ.

Суйлава халалласа Шупашкарта «Федерацин Атăлçи округĕнчи суб<ектсенче 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнчи пĕрлехи сасăлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсем: проблемăсемпе тенденцисем тата тĕллевсем» темăпа ирттернĕ «çавра сĕтел» канашлăвĕнче регионсен вырăнти хăйтытăмлăх тата патшалăх влаçĕн органĕсен ертÿçисем, вĕсенчи Тĕп суйлав комиссийĕсен председателĕсем, Чăваш Республикинчи муниципалитетсен суйлав комиссийĕсен председателĕсемпе членĕсем, политика партийĕсемпе общество организацийĕсен представителĕсем пулчĕç. Паллах, «çавра сĕтел» ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев хастар хутшăнчĕç.

Чи малтанах канашлăва хутшăннисене Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков иртнĕ суйлавăн пĕтĕмлетĕвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. «Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн должноçне йышăнма хатĕрленнĕ кандидатсен тупăшăвĕ çивĕч, анчах лăпкă, уçăмлă, пĕр-пĕрне хурламасăр, çăхавсемсĕр лару-тăрура иртрĕ, - терĕ Александр Иванович. - Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ «кăштах хĕрÿрех» пулчĕ. Анчах пĕрлехи сасăлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ суйлав саккунсене пăхăнса, йĕркеллĕ, демократие тĕпе хурса, тупăшуллă иртнине çирĕплетет. Унăн кăтартăвĕ - об<ективлă тата тĕплĕ. Суйлав пур çĕрте те пĕр тапхăрпа вĕçленчĕ, унăн пĕтĕмлетĕвне общество та, политика партийĕсем те йышăнчĕç. Ĕç тăвакан влаç органĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçлама тытăнчĕç...»

Пач кăлтăксăрах та мар иккен, çапах та енчен ку сăлтава çавăн шутне кĕртме пулать пулсассăн - республикăри тĕрлĕ районти ял тăрăхĕсен 12 депутачĕн вырăнĕ пушă юлнă. Вĕсенчи суйлав бюллетеньне пĕрер кандидат хушаматне кăна кĕртнĕ. Альтернатива çуккине тата кандидатсем сасăлава хутшăннисен сассине 50 процент та пухайманнине кура çав участоксенче «суйлав иртмен» тесе йышăннă. Суйлав саккунĕпе килĕшÿллĕн çав суйлав участокĕсенчи ял тăрăхĕсен депутачĕсене çитес çулхи пĕрлехи сасăлав кунĕнче палăртĕç.

Çитес çулхи çав кунах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ иртет. Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн сăмахĕпе «вăл тата çивĕчрех иртесси халех паллă», çавăнпа та хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ, тĕллевсемпе çивĕч ыйтусене палăртнă, вĕсене сÿтсе явнă.

Канашлăва хутшăннисене - суйлав умĕнхи ĕçе йĕркелекенсене, суйлав кампанине ирттерекенсене, граждан тивĕçне пурнăçланă суйлавçăсене - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕрлехи сасăлав кунĕнчи хастар ĕçшĕн тав турĕ. «Ку юлашки çулсенчи питĕ анлă пĕлтерĕшлĕ те чи йывăр суйлав кампанийĕ пулнине кашниех туйрĕ, мĕншĕн тесен пĕр вăхăтра харăсах федерацин Атăлçи округĕнчи ытти суб<ектсен Пуçлăхне тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисене суйларăмăр, - палăртрĕ Михаил Игнатьев. - Чăваш Енре суйлав саккунĕн пур нормине те çирĕп пăхăннă, çавăнпа та вăл пирĕн республикăра уçăмлăн, çивĕч тупăшура никĕсленсе иртрĕ. Саккун кăларакан органсен суйлавĕн пĕтĕмлетĕвне тишкерсессĕн депутат мандатне илнисен хушшинче ытларах «Единая Россия» парти сĕннĕ кандидатсем пулнине куратăн. Çакă, «Единая Россия» парти представителĕсен çĕнтерĕвĕ, партин авторитечĕ регионта пысăккине çирĕплетет. Çавăнпа та пирĕн Патшалăх Думипе Патшалăх Канашĕн çитес çулхи суйлавне халех хатĕрленме тытăнмалла, республикăри çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла, экономика аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшмалла...»

Михаил Васильевич суйлав кампанийĕнче уйрăмах хастарлăх кăтартнисене Республика Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕ.

Канашлура çавăн пекех федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчи Тĕп суйлав комиссийĕсен председателĕсем хăйсен суб<екчĕсенче суйлав мĕнле иртнипе паллаштарчĕç. Сăмахран, акă, Тутар Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Экзам Губайдуллин юлашки çулсенче Чăваш Енри суйлавсенче икĕ çын кăна 50 процентран ытла сасă пухнине «асăрханă»: вĕсем - Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Михаил Васильевич, çакă халăх Сире шаннине çирĕплетет, çав ятпа Сире чĕререн саламлатăп», - терĕ Экзам Саматович. Тутарстан Президенчĕн суйлавне суйлавçăсен 84,2 проценчĕ хутшăннă. Çапла тума республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем пысăк пулăшу панине тулли кăмăлпа палăртрĕ вăл. Кунта çав кун журналистсем валли ятарласа пресс-центр йĕркеленĕ иккен. Çавăнпа та суйлав мĕнле иртни çинчен тулли информаципе комментари çителĕклĕ пулнă.

Мари Республикинче, Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Николай Клементьев пĕлтернĕ тăрăх, суйлав вăхăтĕнче хура политтехнологипе сĕмсĕр усă курнăран кандидатсен, суйлавçăсен, сăнавçăсен çăхавĕсене тишкерсе хаклă вăхăта нумай çухатнă. Унăн тишкерĕвĕ ытти ĕçтешĕшĕн ирттернĕ уçă урок евĕрех пулчĕ.

Юрий ЛИСТОПАД

Юрий ЛИСТОПАД

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.