Тĕлпулу

26 Чÿк, 2015

Инкек куçа курăнса килмест

Хальхи пурнăçри хăрушлăхсемпе мĕнле кĕрешмелле? Чрезвычайлă лару-тăрура хамăра мĕнле тытмалла? Шухăшламасăр тунă ĕç мĕн патне илсе çитерме пултарать? Çак тата ытти ыйту тавра пулчĕ калаçу Шупашкарти Наци библиотекинче иртнĕ тĕлпулура. Вулавăш тата Раççей МЧСĕн республикăри тĕп тытăмĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ ăна.

26 Чÿк, 2015

Космос одиссейи

Шупашкарти Андриян Николаев ячĕллĕ 10-мĕш шкул Пĕтĕм тĕнчери «Космос одиссейи» эрнелĕхе хастаррăн хутшăнчĕ. Чи асра юлни вара юпа уйăхĕнче 8-11 класра вĕренекенсем Ярославль хулине кайса килни пулчĕ.

27 Çурла, 2015

Хĕвел алă сулса «ăсатрĕ» Йĕпреçе!

Урамра иккĕн сак çинче кăмăллăн шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ. Иккĕмĕш сыпăкри тăвансем вĕсем: Данилка Николаевпа Арина Николаева. Канаш районĕнчи Алешево ялĕнче пурăнакан арçын ача çак тĕлпулăва хăçантанпа кĕтсе пурăнчĕ!

13 Çурла, 2015

Китайра чăваш çамрăкĕсенчен тĕлĕннĕ

Июлĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа августăн 8-мĕшĕччен Китайри Чэнду хулинче çамрăксен форумĕ иртнĕ. Кунашкал мероприяти пĕлтĕр Самар облаçĕнче пулнăччĕ: "iВолга-2014" форума Китайри 150 студент килнĕччĕ. Хальхинче Китайра иртнĕ мероприятие Раççейре пурăнакан 152 çын хутшăннă. Вĕсенчен 11-шĕ - Чăваш Енрен.

Pages